Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Никогда не говори вещей, в которых позже придется раскаиваться.
(Сервантес)
 

Статьи

Сывӑ нацие чӑваш чӗлхи кирлӗ мар

  25.09.2014 23:01 | 10820 просмотров

Ҫапларах хак пама пулать паян пулса иртекен шкулсенчи пулӑма. Ҫӳлтен ярса панӑ хушупа физкультура урокӗсен йышне ӳстерме хушнӑ. Шкулсен директорӗсем вара (е кам унта уншӑн яваплӑ?) ҫак хушӑва плана кӗртес тесе чӑваш чӗлхин сехечӗсене илнӗ тет. Мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи учителӗсене сехечӗсем ҫитменрен вӗсене вара истори урокӗсене ертсе пыма панӑ.

Чӑннипе те кӑшкӑрас килет: пирӗн тӳре-шарасем мӗн хӑтланаҫҫӗ? Сывӑ халӑх, паллах кирлӗ. Анчах ҫав халӑха тӑван чӗлхи кирлӗ мар-ши? Ют чӗлхепе пурӑнсан та каять тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши? Хайхи кӗнекесем кӑларса чӑваш чӗлхине «музейласа» (тепӗр май каласан, архивласа) хӑварасшӑн-ши?

Далее...

 

Хури

  25.09.2014 22:50 | 4883 просмотров

ХУРИ

сонет

 

Ирӗке кӗрешӳсӗр илеймӗн.

Тимофей Николаев (Хури)

Ячӗпе паян кун кам киленмӗ?

Хура халӑхшӑн ҫуннӑ чӗри!

 

Кӗрешӳ ҫухатусӑр пулаймӗ.

Тимахвийӗн шӑпи те тискер.

Темӗн тӗрлӗ хӗн-хур курнӑскер,

Йӑнӑш утӑм та тунӑ чылай-мӗн.

 

Урӑха та манмашкӑн май ҫук:

Хусанти тӗрмере ларнӑ чух

"Чӑваш халӑх историне" ҫырнӑ.

 

Вӑл унпа хавхаланнӑ иккен.

Чӑнахах та, пулни-иртнинчен

Уйӑраймӗ пире нимле ширма!

 

Каллех чӑваш чӗлхине тапӑнаҫҫӗ

  25.09.2014 17:33 | 17617 просмотров

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗрентӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Ку ҫеҫ те мар: 5-9 классенчи тӑван ен культурин урокӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку?

Далее...

 

Ньютон монологӗ

  22.09.2014 23:39 | 4905 просмотров

НЬЮТОН МОНОЛОГӖ

 

Ларать хускалмасӑр сӗтелӗм ҫинче

Черныл усракан тӗксӗмрех кӗленче.

Мӗнпур вӑйсем-ҫке шайлашнӑ, сӑна,

Епле асӑрхаймӑпар эпӗр ҫакна?

Енчен, кӗленче хускалтӑр тесен,

Тӗртетӗп ӑна кӑшт ҫеҫ айккинчен.

Кашни япала тапранмӗ нихҫан

Е куҫӗ пӗр хӑвӑртлӑхпа вӑл ялан —

Ӑна тивекен вӑйсем шайлашсан.

 

Калатпӑр хӑвӑртлӑх улшӑннине

Леш "хӑвӑртлану" ятпа ку чухне.

Халь пирӗн ӑшра пӗр шухӑш шӑвать:

Мӗскершӗн-ши хӑвӑртлӑх шав улшӑнать?

Сӑлтавӗ ун — вӑй-ха. Пирӗн, паллах,

Тата тӗрӗсрех ҫыхӑну тупмалла.

Далее...

 

Кушаксем пирки - кӑсӑклӑ фактсем

  21.09.2014 21:55 | 5001 просмотров

• Хальхи килти кушаксем миацидсенчен пулса кайнӑ. Вӗсем 40 миллион ҫул каялла пурӑннӑ. Ҫак чӗрчунсем пӗчӗк пулнӑ, йывӑҫ ҫинче пурӑннӑ.

• Исаак Ньютон кушаксем валли алӑк шухӑшласа кӑларнӑ.

• Кушак усракансен 95% тӑватӑ ураллӑ тусӗпе калаҫать.

• Тӗнчери хуҫи ят панӑ пӗрремӗш кушак Египетран пулнӑ. Хуҫи ӑна Неджи ят панӑ.

• Кушак апата шӑршланине кура вӑл тиркевлӗ теме ҫук. Кушак ҫапла майпа апат тутине мар, температурине пӗлесшӗн. Вӑл пиҫсе каясран асӑрханать.

• Кушак хут ҫинче ҫывӑрма юратать.

Далее...

 

Польшӑри "кукӑр вӑрман"

  21.09.2014 21:34 | 4262 просмотров

Польшӑри Грыфино хулинчен инҫех мар кукӑр вӑрман шыраса тупма пулать. Ӑна теприсем «ӳсӗр вӑрман» та теҫҫӗ.

Кукӑр вӑрманта 400 яхӑн хыр ӳсет. Чи интересли – йывӑҫем ҫурҫӗр енне самаях авӑнса ӳсеҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӑна ҫапла ят панӑ та. Вӑрмана 1930-мӗш ҫулсенче лартнӑ.

Йывӑҫем мӗншӗн кукӑр ӳснине никам та ӑнлантараймасть. Пӗр теори ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑйлӑ ҫил вӗрнӗ те йывӑҫем пӗр еннелле авӑннӑ. Тепӗр теорипе килӗшӳллӗн, пӗр селекционер вӑрманта ҫухалса каяс мар тесе хырсене ҫурҫӗр енннелле авса лартнӑ.

Далее...

 

Геннадий Волков палӑкне хӑҫан вырнаҫтарӗҫ-ши?

  17.09.2014 19:09 | 4705 просмотров

Шупашкарӑн аслӑ урамӗпе утнӑ май Геннадий Никандрович Волков ячӗллӗ сквер пулмалли вырӑна ҫитсен яланхилле ҫак палӑкӑн шӑпи мана пӑшӑрхантара пуҫлать.

Ҫак пархатарлӑ ӗҫе пӗлтӗр пуҫӑннӑччӗ — 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче конкурс ирттерсе Владислав Немцовӑн кӳлепене суйланӑччӗ. Вӑл метр ҫурӑ ҫӳллӗш, пӑхӑртан пулмаллаччӗ. Палӑк валли 1,2 метрлӑ гранитлӑ постамент та хатӗрлемеллеччӗ.

Унтанпа вӑхӑт шурӗ те шурӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ те ҫитрӗ (паллӑ ӑсчахӑн ҫуралнӑ кунӗ), анчах палӑк Ленин проспектӗнчи вырӑна ниепле те йышӑнаймарӗ. Паян кун та унта пӗр гранит плита кӑна выртать.

Далее...

 

Этем пурнӑҫне тӑсакан 10 ҫимӗҫ

  15.09.2014 10:07 | 4564 просмотров

Геронтологсем каланӑ тӑрӑх пурнӑҫ пахалӑхне апат та витӗм кӳрет. Паллашар-ха вӗсемпе. Списока уйрӑмах усӑллинчен тытӑнар.

1. Хура ҫырла. Вӑл антоцианидинпа чи пуян ҫимӗҫ. Антиоксидантсенчен вӑл чи вӑйли. Ку ҫырла куҫ курассине лайӑхлатать кӑна мар, организмӑн нумай функцине ырӑ витӗм кӳрсе ватӑлассинчен сыхлама пулӑшать. Хура ҫырла Паркинсон, Альцгеймер чирӗсенчен сыхлать. Вӑл юн тымарӗсене ҫирӗплетет, юнри сахӑр шайне чакарать.

2. Помидор. Хальхи вӑхӑтри чи вӑйлӑ антиоксидантсенчен тепри – ликопенӗ Помидорта вара ҫав япала пуринчен нумай.

Далее...

 

Ермей Рожанский

  14.09.2014 23:52 | 15806 просмотров

ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ

сонет

 

...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн "ҫимӗҫ"

Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,

Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,

Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!

 

Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ

Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...

Ермей Рожанский, ак сана шӑпа

Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.

 

Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура

Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,

Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:

 

Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн

Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —

Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!

 

Чӗрчунсем пирки

  14.09.2014 20:25 | 4095 просмотров

Чӗрчунсем кашни хӑйне евӗр. Хӑш-пӗр япала тӗлӗнтерет те.

• Арӑсланпа шурӑ упа тытӑҫсан шурӑ упа ҫӗнтерет.

• Ӗне вӑтамран кунне 400 литр метан кӑларать.

• Вӑкӑрсем – дальтониксем.

• Индире – 50 миллион упӑте.

• Чӑх ҫулталӑкне 190 ҫамӑрта тӑвать.

• Чау-чау йытӑн ҫеҫ чӗлхи кӗрен мар.

• Ылтӑн пулӑн ӑсӗ 3 минутлӑха ҫеҫ.

• Чт пысӑк юн пусӑмӗ – жирафӑн.

• Тропика вӑрманӗнчи 10 тӑваткал метрта хурт-кӑпшанкӑ, Новосибирскри ҫынсемпе танлаштарсан, нумайрах.

• Чи ӑслӑ йытӑ – бордер-колли.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 261, 262, 263, 264, 265, [266], 267, 268, 269, 270, 271, ... 378
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)