Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Одна мысль зажигает тысячу свечей.
(Ральф Эмерсон)
 

: Чӑваш такмакӗсем хушӑр

29.08.2010 10:3422171 просмотровИзменить Удалить
Хам тахҫанах уҫнӑ сайта http://takmaksem.ucoz.ru/ ҫӗнӗрен такмаксем вырнаҫтартӑм. Камӑн кунта такмак хушас кӑмӑл пур: вырӑсли-и, чавашли-и - тархасшӑн
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Селиме // 2021.61.4188
2010.09.19 22:34
Оксанăпа tatavasil@mail.ru тав! Татах çырăр! Кететеп. Юлташсенчен такмак ыйтăр.
tatavasil@mail.ru // 5176.8.4884
2010.09.21 15:35
Çĕньял ăçта,Çĕньял ăçта?
Çĕньял вăрман варринче.
Çĕнĕ ялтан тухса кайсан,
Çĕнĕ ял пек ял ăçта?

Кашта çинче ик сар тутăр,
Парласа илсе юлăр!
Çамрăк ĕмĕр иртет теççĕ,
Выляса кулса юлăр!

Çăка çулçи çаврака
Мĕн каласа çырнă-ши?
Эпир кунтан кайсассăн
Мĕн каласа юлĕç-ши?
Пер херарам // 1636.59.7469
2010.10.01 22:54
Балалайка аврине хурамаран тунă пуль
Çакă ялăн каччисене тункатаран тунă пуль
Пер херарам // 1636.59.7469
2010.10.01 23:35
Пошли плясать
все порядочные:
И хромые, и косые,
И припадочные.

Наша улица большая,
Километров полтора.
Не любите, девки, Васю.
Он ломает трактора
Пионер // 5968.3.3286
2010.10.17 21:24
Паянхи пурнăç çинчен тата ăна критиклекен такмаксем камăн пур?
natal // 1375.07.2810
2010.10.23 19:37
Паян кайрăм пасара
Илес тесе çăм алса,
Cан укçу çитмеç терĕç
Киле кайрăм макăрса.

Иномарка, иномарка
Мухтанать вăл ман умра
"Запарожецне" тапратса
Кĕрлеттерет урамра.

Пуян каччă шыраса
Çитрĕм эпĕ Мускава.
Пуян каччă тупаймарăм
Тухрăм пуян старика.
2010.10.23 23:30
Аксар Чунтупай
Вăт, кун пеккисем кирлĕ!
natal // 3088.48.6627
2010.10.24 21:12
Тутлă çиессĕм килет,
Чаплă тăхнассăм килет.
Шалу укçи ытла пĕчĕк
Выртса макрассăм килет.

Акку мĕнле япала,
Акку мĕнле мыскара.
Хуçи выртать урамра
Йытти пÿртре сăпкара.

Ваççа кайнă Мускава
Укçа çапма стройкăра.
Ĕçлесен пĕр кун кăна
Тарса килнĕ каялла.

ну, мĕнлерех кусем? Кирлĕ пулсан татах шухăшлăп,çырăп
2010.10.26 19:38
Аксар Чунтупай
Во, кусем паянхи чăн-чăн пурнăçа сăнласа параççĕ! Тавах! Халех сайта лартатăп.
2010.11.07 11:00
Аçтахар Плотников
http://chuvash.org/lib/type/47.html — кунта такмаксем пур :)

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики