Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Пока в голове нет идеи, глаза не видят фактов.
(Академик И.П. Павлов)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхи ӑҫта?

Аçтахар Плотников13.01.2011 20:0316277 просмотров
Паян 14-мӗш маршрутпа вокзала ҫити ярӑнтӑм. Ҫула май билбордсене сӑнаса пытӑм. Шел те, пӗрин ҫинче те чӑваш сӑмахӗ тупӑнмарӗ. Социаллӑ рекламӑра та пулин (ӑна администраци вырнаҫтарать пулӗ...) чӑвашла ҫырни ҫук. Йӑлт вырӑсла. Саккунпа вырӑс чӗлхи те чӑвашли те пӗр танах. Пурнӑҫра вара — пач урӑхла. Такама «тав тумалла» ӗнтӗ куншӑн... Те чӑвашсен наянлӑхне, те вырӑссен «маттурлӑхне»...
2-3 хут чӑвашлӑхшӑн вӑйлӑрах ӗҫлес вырӑнне, «йывӑр, йывӑр» тесе ларнипе ӗҫ мала кайӗ-ши?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атилла // 8568.8.6851
2011.01.18 10:57
Ленин площадĕнче пысăк елка çумĕнче вырăсла кăна çĕнĕ çулпа саламланине курсан пĕрре чун ыратрĕ тепре тарăхрăм.Тепĕр куннех çак кирнвсĕрлĕхе илсе пăрахнине курсан питĕ савăнтăм.Киремете тав турăм,ăна пуççапса ыйтнăччĕ чăвашсене кÿрентерекенсене тытма.Кайран кăна пĕлтĕм.Хупара пур икĕ тĕлĕнмелле маттур Арсем:Пил Тымарланпа Илле Иванов.Вĕсем çавăнпек вырăсла кăна çырса саккуна киревсĕррĕн пăснинчен пирĕн пек иртсе каймаççĕ:ÿкертсе илеççĕ те тÿрех суда параççĕ. Тымарлан паллă юрист,процессене тăван чĕлхепе кăна ирттерсе тÿресене халтан янă ĕнтĕ вăл.Кĕскен каласан,Киремет пулăшнă паллах,анчах хула чиновникĕсем Тымарнан çине тăрса чăваш чĕлхине хÿтĕленине кура йăнăша тÿрлетнĕ.Вĕренĕр конгрессем мĕнле ĕçлемеллине.
Зоя Васильевна // 2475.16.0877
2011.01.22 14:15
Чăваш чĕлхи ăçта?..Тĕлĕнетĕр Эсир,паян çуралнă пек.Чăваш чĕлхи Сирĕнте те, Пирĕнте те - хамăр алăра тата ваттисенче.Шел пулин те, Г.Н.Волков академик калашле(йывăр тăпри çăмăл пултăр), чăн-чăн ватăсем пирĕн хушăра сахалланса пырвççĕ.Вĕсем те пулин мăнукĕсенчен юласшăн мар, вырăслах "перкелешеççĕ" тата чăваш чĕлхине вĕрентекенсене чăвашла тарăн вĕрентместĕр, килте ачасем вырăсла калаçаççĕ тесе айăплаççĕ.Тĕрлĕ чĕлхеллĕ(вырăс) рпрограммипе вĕрентекен шкулсенче вĕренÿ çулĕнче 1 кл-64-65,2-9 классем-102 сехетшер шкулта! чăвашла тĕрĕс,илемлĕ,çыхăнуллă калаçма вĕренессишĕн тăрăшаççĕ.Чăваш чĕлхи кабинетĕнчен тухса кайсанах "вырăса" куçаççĕ.Паллах,шкулти вĕрентекене çакă питĕ кÿрентерет.Чăвашлăх аталантăр тесе шкулта çеç тăрăшни усă памасть.Чăн малтан аттепе аннен "папа","мама","баба","деда"тесе вĕрентиччен "атте-анне" сăмахсене вĕрентмелле.Мĕншĕн тесен аттепе анне-çке пире пĕрремĕш сăмах калама, пĕрремĕш тĕрĕс утăм тума хăнăхтараççĕ.Ача сачĕпе шкулсенче вăй хуракансем вара çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ пама, ăс-хакăла аталантарма вăйне-халне шеллемесĕр ĕçлеççĕ.Çавăнпа та çемье те вĕрентекенсен
пирвайхи пулăшуçисем пулмалла.
"Чăвашла ан манăр, чăвашсем!
Чăвашлах калаçчăр ачасем.",-тенĕ А.Хум поэт.Эппин,çапла пултăрччĕ!..
2011.01.22 17:18
Аçтахар Плотников
Ман сăмах билборд чĕлхи пирки пулса. Чăваш чĕлхи унта пачах курăнманни пирки.
Чăваш чĕлхи хамăнра пулнине эп питĕ лайăх пĕлетĕп :) Анчах та эп хам пур çĕре те çитейместĕп-çке. Хула администрацине кĕрсе социаллă реклама вырнаçтарнă чухне вĕсен вырăнне чăвашла çыраймастăп.
Якур // 8568.8.6851
2011.01.22 19:50
Хула администрацине тата ытти нумай чиновниксем патне кĕмелле конгрессен,анчах вĕсем саламлă сăмахсем каланă çĕре васкаççĕ.Кайран вара унта банкет.

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики