Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Думай головой, возможно узнаешь новое ощущение.
(Стивен Кинг)
 

Аçтахар Плотников: Йӑнӑшсӑр ҫыраймаҫҫӗ...

Аçтахар Плотников22.01.2011 22:2415943 просмотров

Тиркесе мар ӗнтӗ, ҫапах та.
Культура центрӗ пулин те ҫак пӗлтерӳ хутне йӑнӑшсӑр ҫырайман :(
«культурӐ учрежденийӗнче» (орфографипе килӗшӳллӗн «культурА»)
«ҫЕнсе» (кунта «ҫӖнсе» пулмалла, тӑррине маннӑ).

Пысӑках та мар хучӗ — шкул ачине кун чухлӗ йӑнӑш тусан «иккӗ» лартӗччӗҫ пулӗ...
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Акулина // 3076.0.0831
2011.02.03 23:11
Çавăн пек шухăш пуçа кĕрсен кашни çыннăнне - чăваш чăнах та çут тĕнчерен çухалать. Атьăр, пессимистла шухăщсене пуçран кăларса перетпĕр!
Александр Айдаров // 1918.65.5933
2011.02.04 16:14
Энче çыраççĕ! Паллах та çавнашкал йăнăшсем чармантараççĕ.
Анчах та ман шутпа пĕрех чăвашла çырмалла! Мĕнле пулсан çырмалла!
Йăнăшса е йăнăшмасăрах!

Тĕрĕссипе каласан эп хам та час-часах йăнăшсемпе çыратăп мĕншен тесен мана никам та чăвашла çырма вĕрентмерĕ. Мĕн тăвас!? Чăвашла çыранине именме кирлĕ мар. Çырма пĕлекенсем çырăр! Тĕрĕслеме пĕлекенсем тĕрĕслĕр!

Чăваш чĕлхин шаппи тата малашлăхĕ пирĕнтен - чăвашла çыракансентен - килет!
Тимер // 1311.57.1082
2011.02.04 19:07
Пĕлтерÿсене тата халăх вулакан хутсене,паллах,тĕрĕс çырма тăрăшмалла.Хамăр хушăра вара мĕнле пултаран,анчах та чăвашла кăна çырма тăрăшмалла.Халь пурте SMSка çыраççĕ.Темле пулсан та çырăр-ха,тархасшăн,тăван чĕлхепе çĕр çинчи чи авалхи чĕлхепе-суварсен чĕлхипе.
2011.02.04 19:43
Аçтахар Плотников
Аха, чĕлхи чăвашла — хăйсем вара сăувар :)
Акулина // 2010.03.2059
2011.02.04 20:24
Пирĕн ялта учитлĕсем, вĕсенчен тĕслĕх илсе ыттисем те ачисемпе сăпкаранах вырăсла калаçаççĕ. Тĕрĕс тăваççĕ ĕнтĕ вĕсем: хăйсем чăвашла калаçса ÿснипе ухмах-ха та - ачисем ăслă пулччăр теççĕ. Эпĕ вара те ăслă, те ухмах чăваш - ачапа чăвашлах калаçатăп. Вăл вара 2-мĕш класра çех пулсан та чăвашла та, вырăсла та сутса ярать, хăйĕн ухмах ашшĕ-амăшĕнчен чăвашла калаçма вĕренчĕ, çынсен вырăсла калаçакан ăслă ачисенчен вырăсла калаçма вĕренчĕ...
Акулина // 2010.03.2059
2011.02.04 20:49
Нăрваш Шăхальсем пиркиех пуçа шухăш пырса кĕчĕ. Чăвашла çырнăшăнах вĕсене маттур темелле, тиркесен-тиркесен - вырăсла тĕрĕсрех çыратпăр тесе чăвашла çырма та пăрахма пултараççĕ культура çуртĕнче ĕçлекенсем. Чăвашсен кутăнлăх пур-çке. Пирĕн ялта пурте ăслă: ун пек-кун пек çĕрте ниçта кайса кĕме май çук хăйсем вырăсла пĕлнине кăтартма тăрăшаççĕ. "С Новым годом!" генине те чăвашла çырса чăрманас килмест пирĕнисен. Пĕрре - çыраканнине тупмалла, тепре - сăрă ытларах каять чăвашла та куçарса çырсан. Мĕншĕн чăвашла çеç çырмаççĕ тесен вара - вырăсла пĕлекенсем ăнланмаççĕ теме пултараççĕ, чăвашсем хăйсемшĕн мар, ыттисемшĕн тăрăшма юратаççĕ-çке - ытла та ырă кăмăллă. Çакă пĕтерет ĕнтĕ пире...
2011.02.04 20:56
Аçтахар Плотников
«Пирĕн ялта учитлĕсем, вĕсенчен тĕслĕх илсе ыттисем те ачисемпе сăпкаранах вырăсла калаçаççĕ.»
Пĕри çапла ачине вырăсла анчах вĕрентнĕ тет. Вăхăт иртнĕ, ачи çитĕннĕ, чăваш хĕрне качча илнĕ. Амăшĕ кинĕпе чăвашла калаçкаланă тет — тăван чĕлхепе пуплеменнипе тунсăхласа çитнĕ ĕнтĕ... Ывăлĕ амăшне кинĕпе чăвашла калаçнăшăн ятлать тет :(.
Акулина // 2010.03.2059
2011.02.04 22:04
Темиçе çул каялла Геннадий Волков (тăпри çăмăл пултăр!)каласа пани килĕшнĕччĕ. Шупашкарта пурăнакан пĕр хĕр студентка(ăна чăваш ашшĕ-амăшĕ тăван чĕлхине вĕрентмен)хĕр тусне - тутар хĕрне хăйсем патне хăнана чĕнет. Килне çитеççĕ - ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕринпе чăвашла калаçаççĕ иккен. Чăваш хĕрĕ тутар хĕрне кулянса та тарăхса каласа парать: килтисем хĕрĕ ан ăнлантăр тенĕ чух юри чăвашла калаçаççĕ иккен. Тутар хĕрĕ чăваш хĕрне лăплантарать: "Ан кулян, эпĕ чăвашла пĕлетĕп, мĕн çинчен калаçнине сана веçех каласа паратăп". Хисеплĕ Admin, Эсир хулара пурăнатăрччĕ пулмалла, Сирĕн ачăр-пăчăр пур-и? Пур пулсан вĕсене чăвашла калаçтаратăр-и?
2011.02.04 22:14
Аçтахар Плотников
Эп хулара мар, хула çывăхĕнче пурăнатăп. Авланман (хамăн телее халĕ те тупман та :( ) та, ача-пăча çук-ха. Темле пулĕ те, хам ачана чăваш чĕлхине вĕрентесшĕнех-ха. Ятне те чăвашла парасшăн.
Акулина // 2010.03.2059
2011.02.04 23:11
Эпĕ чăвашлăхшăн тăрăшакансенчен Виталий Петрович Станьяла питĕ хисеплетĕп. Эсир те (чăвашла калас пулсан - эсĕ темелле те), ман шутпа, унпа юнашар тăма тивĕçлĕ. Чăвашсен нумай маттур ывăлĕ урăх халăх хĕрĕпе çемье çавăрать,çакă вара чăвашлăхшăн тăрăшакансене хăйсен ачисене чăн чăваш туса çитĕнтерме кансĕрлет. Тĕрĕссипе, мăшăр чăваш пулни те чăваш ачинчен вырăс çитĕнтерме чăрмав кÿмест-ха. Ман аслă хĕр çемьеллĕ, икĕ ачине те чăвашла калаçтарать - чуна савăнтарать. Аслă ачи çуралнă чух хулара пурăнатчĕç, хальлĕхе ялтах-ха. Çынсем ачăрсене хулара пурăнма тытăнсан вырăсла пĕлменнипе кансĕр пулать тесен те парăнмарĕç, тăван чĕлхене вĕренме кайран кая юлаççĕ терĕç. Эпĕ Сире, мĕн пур чăвашшăн ырă ĕçе кÿлĕннĕ чăн чăваш чунĕллĕ çынна, пурнăçра хăвăрăн телее тупма чун-чĕререн ырă сунатăп.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики