Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Ежели бессчастия бояться, то и счастья не будет.
(Петр I)
 

Аçтахар Плотников: Шупашкара куҫрӑм

Аçтахар Плотников20.02.2011 20:5618423 просмотров
Ҫапла, паян эп Чулхуларан Шупашкара куҫрӑм. Унти ӗҫрен кайрӑм, халӗ ӗнтӗ Шупашкарта ӗҫ тупма тивет. Кунти ӗҫ темле пулӗ ӗнтӗ — куҫ курӗ тетӗп.
Шупашкара куҫнӑ хыҫҫӑн чӑвашлӑхшӑн ӗҫлени лайӑхланасса шанас килет. Ҫав шанӑҫпа куҫрӑм та ӗнтӗ. Килти сӑлтавсем те пулчӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли маншӑн тӑван ҫӗре куҫасси пулчӗ. Чулхула мана чӑнах та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. «Из рук в руки» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 10 ҫул ҫитнӗ вӑхӑта та кӗтсе тӑмарӑм — заявлени ҫырса ӗҫрен тухрӑм.
Укҫа-тенкӗ енчен тесен пӗр 15 пинлӗ ӗҫе вырнаҫсан нимӗн те ҫухатмастӑп — тупӑш малтанхи пекех пулӗ. Интереслӗ, унашкал май пулӗ-ши?..

Тӑван Енӗм! Кӗтсе ил мана! Эп таврӑнтӑм тӑван вырӑна!
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2011.02.24 21:11
Аçтахар Плотников
8-905-027-61-37 — малашне ман ку номер пулать.
2011.02.24 21:16
Аçтахар Плотников
Vyacheslavna, тавах.
хелеп ачи // 2910.96.2629
2011.02.26 23:35
кунта "пыл хыптарни" пуле-ши?
юре:пурте тенчипех пустарансан "ташласа"пуранапар-ши?
килне-юрать, тирпйле йава савар- куншан тенче кесретме кирле-мар.
Пер херарам // 4179.33.4966
2011.02.27 21:47
Пĕтрĕмĕр иккен...
Елена // 1045.64.5050
2011.02.27 23:00
Эсир мĕн пирки çав тери пăшăрханатăр? Плотников килсен чăваш халăхне йывăр килĕ-им? Тен, хăратăр маттур каччăран?


Вăйсăр чăваш ене Сан пек, Николай, маттур яшсем КИРЛĔ! Тавах таврăннишĕн!


Саня матки Валерикки // 7946.9.9807
2011.03.14 17:22
Пырсаччĕ эп те санашкал хавхаланса, вай хурса ĕçлес тесе.Юратмарĕ Шупашкарĕ мана.Çук-ха,Шупашкарĕ мар,хăш-пĕр
ăмсанчак çынсем.Те хăрарĕç хăйсен "чаплă" вырăнне çухатма,те эп вĕсен çăкăрне çиесрен,те ман таланта ăмсанса... Йышанмарĕ вара мана Шупашкар.Чăннипе каласан пур-ха ĕнте ыр çынсемте,анчах вĕсем тупаймарĕç 15 пин тенкĕлĕх уйахне ĕç укçи.Тăванĕсем пĕрисем ытла пуян та маннă пĕртăван пулнине,теприсен пулăшма вăйĕ çук.Хăв пĕччен кăмăла каякан,укçаллă вырăн тупма ай пит йывăр.Тен,сана ăнăçу пулĕ,хăтланса пăх.Тен,сана чăваш туррисем пулăшĕç.ЧНК "ыр" Архиповĕсем Чăвашьенре сахал мар...
mine61 // 1545.91.6510
2011.03.25 22:31
эп те Шупашкара каясшан,ĕç тупаймасран хăратăп,хам эп Мускавра пурăнатăп.
mine61 // 1545.91.6510
2011.03.25 22:36
Тăван ялах чун туртать,пÿрчĕ çук,ăçта пÿрт туянма пулать,хакли кирлĕ мар.
Акулина // 1140.78.1679
2011.04.07 15:57
Салам ! Кăçал Ухсай çулталăкĕ. Анчах та электронлă вулавăшра халăх поэчĕн сăввисем сахал. Те хам шырама пĕлместĕп?
Акулина // 1140.78.1679
2011.04.07 17:13
Салам! Космонавтика çулталăкĕ пулнă май Андриян Николаевăн чăвашла биографийĕпе те паллашас килет. Эпĕ, вĕрентекен пулнă май, паллах, тупса вулайăп-ха. Анчах ытти чăвашсене кирлĕ пулĕ тесе шутлатăп. Тавах.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики