Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Любовь живет обманом, а дружба - откровенностью.
(Оноре де'Бальзак)
 

: Камсем ЭПИР?

27.02.2011 21:1737601 просмотровИзменить Удалить
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать. Анчах та ку шухӑшпа питех килӗшес килмест. П.Хусанкай йӗркисем пуҫран тухмаҫҫӗ: «Ят хума пултарнӑ хамӑр, хӗвеле, ҫӑлтӑрсене…» Вара эпир хамӑр халӑха ят пама пултарайман-ши? Ытти халӑхсемпе хутшӑнмасӑрах пурӑнман пулӗ, ыттисене хамӑрпа мӗнле паллаштарнӑ?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимер // 8568.8.6851
2011.03.14 19:58
ЧУВАШИ. Этническая история и трад.культура. Авторĕсем:В.П.Иванов,В.В.Николаев,В.Д.Дмитриев. Питĕ лайăх кĕнеке.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.14 20:36
Пирĕн несĕлсем- суварсем -Пăлхар патшалăхĕнче тата ытти халăхсемпе туслă пурăннине вуласа пĕлме пулать нумаях пулмасть тухнă кĕнекерен. А.А.Трофимов.ЗОРОАСТРИЗМ.СУВАРО_БУЛГАРСКАЯ И ЧУВАШСКАЯ НАРОДНАЯ КУЛЬТУРА.Питĕ сумлă та пуян кĕнеке.Студгородокра вырнаçнă гуманитари институчĕнче сутаççĕ.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.14 20:51
Шанчăка тав сăмаххи калас килеть халăхăмăрăн пуян та мăнаçлă историпе кăсăкланнăшăн. "СУВАР"фонд шкулсенче тăтăшах пулма тăрăшать. Енчен те ачасемпе конкурсем е викторинăсем ирттеретĕр пулсан, эпир хатĕр çÿлте асăннă паллă историксен кĕнекисене пырса парнелеме. Пĕлчĕр ачасем мĕнле пуян,маттур,мăнаçлă пулнă пирĕн несĕлсем Пăлхар патшалăхĕнче. Çăпатапа çÿремен вĕсем-тиртен тунă атăсемпе кăна.
elbi-21 // 2666.09.2156
2011.03.21 09:06
Мана Елена Енькан шкулта тăван ен культурине вĕрентекен кĕнекисем килĕшеççĕ. Кĕскен, ăнланмалла, ним ытлашши те çук. пирĕн вăхăтра та ун пек кĕнекесемпе вĕрентнĕ пулсан эпир хамăра ытти халăх хушшинче вăтанмасăр тататпăрччĕ пулĕ. Ман ачасене ку кĕнекесем питĕ килĕшеççĕ. хам та хам валли нумай çĕнни пĕлтĕм. килте халĕ пурте чăвашла кăна калаçма тăрăшатпăр. Кам хăйне чăваш тет - ПУРНЕ ТЕ ЕЛЕНА ЕНЬКАН КĔНЕКИСЕНЕ ВУЛАМА СĔНЕТĔП. Çак кĕнекесем сирĕн шухăшлава тĕппипе улăштарма пултарĕ.
Чăваш кĕнеке издательстви лавккисенче кĕнекесен хакĕ йÿнĕ.

PS: Министерство ирĕк панă, шкулта вĕрентеççĕ пулсан унта йăлтах чăннине çырнă пулĕ.
Пер херарам // 4131.40.0101
2011.03.22 18:00
Мана та кăмăла каяççĕ Елена Еньккан кĕнекисем. Ытларах унăн ÿкерчĕкĕсем,пĕчĕк ачасене юратса ÿкерни сисĕнет,хастар чăваш хĕрарăмне хăйне те ырлăх-сывлăх сунас килет.
Atner // 8568.8.6851
2011.03.24 11:32
Министерствосем ирĕк панине пула ĕнтĕ пире вĕрентнĕ чăваш çăпатапа çÿренĕ,çĕрпÿртре пурăннă,трахомăпа чирленĕ тесе тата вырăссене тав тумалла пирĕн халăха çутта кăларнă тесе. Министерствосем пирĕн ачасене каллех закон божийпе ÿстересшĕн. Хамăрăн çутçанталăк тĕнне мантарса.
Тимерсень // 1003.10.9330
2011.03.24 17:54
Все понял, и про булгар, и про сувар...И что книги хорошие выпустили, и что Вы их читали...Откуда появилось название нашего народа ЧУВАШ так и не понял. Люди, откуда появился этноним ЧУВАШ???!!!!
Atner // 8568.8.6851
2011.03.25 13:16
Шел пулин те ни Ашмарин ,ни Никольский ЧУВАШ этнонимĕ ăçтан тухнине ăнлантарса парайман. Чуваш паттăр ячĕпе çыхăнтараççĕ хăш-пĕр юмахçăсем. Китайри темле чеши юханшывпа çыхăнтарма тăрăшни те кулăшла. Историксем пĕлеççĕ;"чюваша"тесе вырăссем Атăл тăрăхĕнчи темиçе халăха каланă. Çĕр çул ытла тутар-монголсене хирĕç кĕрешсе пĕтес патнех çитнĕ пирĕн несĕлсем-суварсем хăйсене вырăссем "чюваша" тесе чĕнме пуçласан нимех те тăвайман ĕнтĕ. Хирĕç тăрса хăвна сувар тесе каласан тÿрех пуçа каснă. Питĕ майĕпен,питĕ йывăррăн суварсем чăвашланса кайнă. "Суваз"ран чăваш сăмахĕ тухнине никам та хирĕçлеместь. Впрочем,об этом сами можете прочитать в вышеупомятоных книгах.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.31 15:16
Çăва сăмахпа кăна ,тархасшăн,ан çыхăнтарăр халăхăмăрăн ятне. Ахаль те пĕтсе пыратпăр.
Янтуш // 3782.47.2284
2011.03.31 20:46
"Суваз"ран чăваш сăмахĕ тухнине никам та хирĕçлеместь. Атнер тĕрĕс çырать.Чăн сăмахра суйи çук.

Страницăсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики