Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Истинный артист создает, даже копируя.
(Г. Лебон)
 

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2364205 просмотровИзменить Удалить
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Пуян // 4244.24.4513
2011.05.03 21:52
Сувар ,булгар- ĕлĕкхи чăваш ячĕсем.Çавна пур чăвашăн пельсе тăмалла.Атăлçи Пăлхар -Чăваш çĕршывĕ тесе çырас пулать республикă ятне.
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.04 12:28
Акулина. Эпĕ шутлатăп суварсен кăна мар кунта хутшăнакан кашни чăвашăн ачисем атте-анне темелле. Унсăрăн мĕн пустуй пакăлтатни усси.
Тайр // 2678.70.4529
2011.05.05 10:52
Атăлçи Пăлхара ытти халăхсем те кĕнĕ суварсемпе пĕрле. Тутарсем яланхи пекех чылай малта пыраç ку енĕпе. Болгарский национальный конгресс тунă вунă çул каялла. Тĕнче шайĕнче конференцисем ирттереçĕ булгар пирки. "БУЛГАР" фонда Шаймиев ертсе пырать.
Елена // 2666.09.2156
2011.05.06 14:40
Тутарсем халь тин пăлахар ята парас çук. Сăвар ята хăть хамăрăн тесе сыхласа хăварасчĕ. Вĕсен сувар ятлă миçе лавкка, миçе кану центрĕ... Пирĕн вара?..
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.06 22:30
Тав турра Шупашкарта СУВАР ятпа çыхăннă ансамбль пур.Телестуди.Цыпленковăн ушкăнĕ.Строительсен фирми.Лавка пур.Проектный институт.Тата,паллах,нумай енлĕ пултаруллă та халăх хушшинче хисепе тивĕçнĕ çынсене пĕрлештерсе тăракан "СУВАР"фонд.
Акулина // 1041.28.2115
2011.05.07 21:06
Тимĕр, пирĕн ялта 2 çемьере çеç ашшĕ-амăшне атте-анне тесе чĕнеççĕ. Çавăнпа кам та пулин анне тенине илтсен те хама чĕннĕ пекех туйăнать. Шкулта вара ачасем чăваш чĕлхи урокĕнче атте-анне тесех калаççĕ.
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.08 23:09
Акулина.Пурте хăватлă пулаймаççĕ.Санăн несĕлсем вăйлă пулни курăнать.Вăт вĕсем пулнă чăн сувар-пăлхарсем.Сана тата мана намăс мар хамăр несĕлсем умĕнче.Эпир ята яман.
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.09 09:28
Шкпашкарта пурте чăвашлăхшăн "ĕçлеççĕ" укçа илсе:халăх писателĕсем,артисчĕсем,культура ĕçченĕсем пине çитеç. Радиора,телевиденинче,ХЫПАР тата ытти хаçат-журналсенче. Чăваш факультечĕсем. КОНГРЕС пур. "Атте-анне"ма илтĕнместь Шупашкарта?! Ма çавăнпек хавшак вăл ЧĂВАШ?!
Акулина // 1831.57.2248
2011.05.09 12:00
Тĕрĕс, Тимĕр! Атте Çеçпĕлĕн "Эп хам пин чăваш" текен сăмахĕсене мухтанса каланине илтсе ÿснĕ. Шкулта математика вăйлă пĕлнипе мана учительсем физмата вĕренме ярасшăнччĕ. Эпĕ вара чăваш уйрăмне кайрăм. Халĕ те савăнатăп çакăншăн.Ачамсем те унтах вĕренчĕç.
Акулина // 1828.38.5565
2011.05.09 21:21
Ачисене атте-анне тесе калаттарман çынсем чăн чăвашсем пек те туйăнмаççĕ. Чăваш халăхĕ вăйсăрланма пуçласси шăп та лăп "атте-анне" вырăнне "папа-мама" теме пуçланипе çыхăнман-ши?

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 19

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики