Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Любовь живет обманом, а дружба - откровенностью.
(Оноре де'Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Коммунистсен партийӗ референдумпа ҫӳрет

Аçтахар Плотников30.09.2011 22:0114280 просмотров
Нумай пулмасть ман киле коммунистсен пӗр элчи килсе кайрӗ — вӗсем ирттерекен референдум ыйтӑвӗсене хуравлама сӗнчӗ. Чи малтанах, паллах, вырӑсла хут туртса кӑларчӗ. Эп ӗнтӗ, унтан хӑпас тесе, чӑвашли пур-и тесе ыйтрӑм. Пур иккен. Чӑвашлине вырӑсла ӑнланманнисем валли тунӑ иккен. Вара ҫапла, кусем хутне чӑвашла та хатӗрленӗ тесе ыйтусем ҫине хуравласах терӗм.
Халь хӑй хучӗ пирки (эп ӑна систермесӗр ӳкерсе илтӗм). Унти ыйтӑвӗсене ытла та йывӑр куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вырӑсли ӑнланмалларах. Ак хӑвӑрах пӑхӑр, чи ансатскерӗ: «Раҫҫей гражданӗсене ватӑлса пенсие тухмалли ҫула ӳстерме кирлӗ мар тенипе килӗшетӗр-и?». Вырӑсла предложение тӳрремӗн куҫарнӑ ҫеҫ. Тӗрӗссипе вара пенсие тухас ҫула ӳстермелле маррипе килӗшетӗр-и? темелле ҫеҫ пулнӑ. «Хӑвӑрӑн хурава ыйтуран пушӑ клеткӑна ҫырса хурӑр» тенинех епле кӑткӑслатса янӑ. «Хурава ыйтӑвӑн пушӑ тӑваткалне ҫырӑр» — тени самай кӗскерех те ӑнланмалларах.
Тата вырӑслинче «Да», «Нет» хуравлама пулать пулсан, чӑвашлинче вӑрӑммӑн ҫырмалла — «Килӗшетӗп», «Килӗшместӗп». «Аха», «Ҫук» теме юрамасть. Ман хӑна калашле чӑвашлинче те «Да», «Нет» тесе ҫырма ҫеҫ ирӗк панӑ терӗ.
Ҫавах, ку ӗҫпе ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калас килет. Вырӑслине хатӗрленӗ май чӑвашлине тума та вӑхӑт тупнӑ.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2011.10.13 18:59
Аксар Чунтупай
Коммунистсем - Чăваш Автономине туса паракансем. Хальхи едроссем вара Чăваш Президенчĕн ятне те пĕтерчĕç, кĕçех Республикăмăртан облаç е Раççейĕн пĕр-пĕр облаçĕн районĕ туса хурĕç. Курса тăрăр ак!
Вол // 9720.1.8812
2011.10.15 14:09
СШАра нимĕнле республикă та çук, Индире те, Китайра та, Германинче те.Путлĕ çĕршывсем наци тĕлĕшĕпе пайланмаççĕ. Тĕнчипе те империсенчен СССР тата Югославия кăна юлашкинче юлнă.Путлĕ халăхсем хăйсен тытăнăвне Конституцире çирĕплетеççĕ те ăна пăхăнса пурăнаççĕ. Чăваш тĕнчи хуçа тата çĕршыв ятĕнче мар пулĕ.Чăвашлăх хальхи халăх культурăринче тăрать. Ку е пур, е çук вара.
Аттила // 2359.21.0558
2011.10.15 23:57
Коммунистсем шуйтансем вĕсемпе нихçанта ан çыхланăр
Атл // 1153.09.5342
2011.10.16 03:28
<< Суйлав çитет >>
Алатырьте ÿснĕ вырăссем те хамр халх,тĕрлĕ халх пирĕн Çĕр çинче - вĕсем ют мар..Туслха сивĕтме кирлĕ мар - Чăваш çĕрĕ вĕсемшн ют мар
Атилла // 5574.4.5423
2011.10.16 11:01
Республика пулсан кăна(хамăр уйрăм патшалăх тăвасси пулмастех ĕнтĕ)эпир- чăвашсем -упранса юлатпăр.Едросс пĕтерет пире.
2011.10.16 17:12
Аксар Чунтупай
Коммунистсем едроссемпе танлаштарсан ахаль çынсемех. Ак вулăр:

Самый богатый член списка Компартии работает в колхозе «Родина», а большинство бизнесменов из списков КПРФ находятся на непроходных местах. Среднестатистический кандидат от КПРФ ездит на неновой отечественной машине и живет на пенсию.
href="http://vybor2012.com/blog/43996802921/910-mln-dohoda-ot-kolhoza.-Kandidatyi-ot-KPRF-otchitalis-o-dohod">http://vybor2012.com/blog/439968029 ... F-otchitalis-o-dohod</a>
Вол // 2630.56.5477
2011.10.18 08:13
Чухăнлăхпа мухтанса çитĕнтĕмĕр, çителĕклĕ ватлăхра çĕре кĕресчĕ.
2011.10.19 22:21
Аксар Чунтупай
ВОЛ юлташăн укçа çителĕклĕ пулни чăваш халăхĕ çĕтĕк тум-тирпе çÿреме пăрахнине пĕлтермест-ха... Çавăнпа - и чăвашсем кĕлмĕçленсе Мускава ĕçлеме каяççĕ, унтан та пулин нимсĕр таврăнаççĕ (Мускав буржуйĕсем-турă çыннисем пуяççĕ!)
2011.10.19 22:22
Аксар Чунтупай
Чăвашри вăтам ĕç укçи 13900 тенкĕ, Мускавра вара - 48.200 тенкĕ. Çакăнпа мухтанмалла-и вара чăвашăн?
2011.10.19 22:24
Аксар Чунтупай
Вол
2011-10-18 08:13
Чухăнлăхпа мухтанса çитĕнтĕмĕр, çителĕклĕ ватлăхра çĕре кĕресчĕ.

Хурав: Ват çын пенсине тытса пăхăр-ха: пÿрне хушшипе хăйăр пек юхать, алла кĕмест те... Кама çакăнпа тĕлĕнтересшĕн эс, ВОЛ юлташăм?

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики