Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Любви не знавший дуралей достоин сожаленья.
(Р. Берис)
 

Аçтахар Плотников: Наци политики кирлӗ

Аçтахар Плотников21.10.2011 12:0319175 просмотров
Ак, каллех, пирӗн Элтепер халӑх патне Ҫырупа тухасшӑн. Официаллӑ сайтра та унта мӗн кӗртмелли пирки халӑхран сӗнӳсем пуҫтарма пуҫланӑ. Тӗп ыйту — ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, пурнӑҫа лайӑхлатасси, хӑтлӑлатасси, меллӗрех тӑвасси. Тепӗр майлӑ каласан — вӗт-шакӑр ыйтусем. Пысӑк шайри ыйтусене ҫӗклемӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — суйлав-ҫке ҫывхарать. Ҫавах та ҫакна сиссе те пулин алӑ усса ларас мар, кӑшт кирлӗ ыйтусене те ҫӗклеме пулӑшас :)
Наци политики кирлӗ — чӑвашшӑн ман шутпа ҫак чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту! Мӗн вӑл наци политики? Вӑл чӑваш чӗлхи, вӑл пирӗн Чӑваш ҫӗрӗ, халӑх интересӗсем. Чӑваш чӗлхи мӗн шайра пулмалла? Чӑваш Ен тата ун халӑхӗн интересӗсене епле хӳтӗлемелле. Чӑваш культурине епле майпа Раҫҫей е тӗнче шайне кӑларасси. Хӑш вырӑнта чӑвашӑн вырӑнӗ — ҫӗрулми кӑларакан уйра е хулари пысӑк технологиллӗ компанинче? Чӑн та, пӑхатӑн та чӑвашлӑх ҫине — хуйхӑ кӑна. Ун тӑрӑмӗ хальхи вӑхӑтра инкеклӗ те мар — хӑруш пысӑк инкекре (ҫамрӑксем чӑвашла калаҫманни, хуласемпе райцентрсенче калаҫу чӗлхи вырӑс чӗлхи пулни [вӑл юнашар ялсене те витӗм парса тӑни] пирки калаҫу та ҫук. Чӑваш чӗлхишӗн влаҫрисем кӑшт тӑрӑшни курӑнать пулин те вӑл ытла та пӗрчӗн-пӗрчӗн курӑнать /шыв ӗҫес тӗлӗшпе ҫырмари ҫӑла витрепе каяс вырӑнне курка ҫӗклесе кайниех/). Тутарсемпе е пушкартсемпе танлаштарсан пирӗн халӑхӑн наци туйӑмӗ ытла та хавшак. Мӗн калӑн, ҫармӑссемпе ирҫесем те ку тӗлӗшпе самай вӑйлӑрах пек туйӑнаҫҫӗ. Чӑвашшӑн хӑй чӑваш кӑна тӑрӑшайрать — тутарӗн, вырӑсӗн, ҫармӑсӗн хӑйсен интересӗсем, вӗсен хӑй халӑхӗсем пирки шухӑшламалла. Наци политики пирки шухӑшлама вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ — ку ыйтупа ӗҫлеме пуҫламаллах.
Ҫакна асра тытмалла: вӑрманти пур йывӑҫран «ай, епле хитре» тесе хурӑна кӑна хӑварсан унашкал вӑрмантан нихҫан та йӗкел кӗтсе илеес ҫук, мӑйӑр та татса сиес ҫук. Тӗрлӗ нацилӗх вӑл пирӗн ҫӗршывӑн пуянлӑхӗ пулмалла, ӑна аталанма чаракан сӑлтав пек курмалла мар. Вырӑслатас политикӑна (ун пирки уҫҫӑн каламаҫҫӗ пулин те — ҫав япала пурнӑҫланса пырать, ӑна пурте кураҫҫӗ) сивлемелле, пирӗн халӑх чӑваш чӗлхипех калаҫмалла.

Вуламалли
Наци политики кирлӗ
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

ВалерИк // 2312.7.9375
2011.11.13 15:28
Анчахрах чăваш артисчĕсем каласа пачĕç.Иккен мари артисчĕсем мари ачисем валли вырăсла калаçса выляççĕ иккен
Васса // 4767.8.9692
2011.11.13 17:03
Пирĕн те çавăн пек пулать-ха.Уроксенче ачасем çыравçăсен хайлавĕсене вуланă чух чылайăшне ăнланмаççĕ, пăхмасăр парсан вĕренме йывăр теççĕ,мĕн пулĕ малащне?
Акулина // 3642.75.3867
2011.11.13 18:55
Тимĕр, каçар,эп сана пĕрре те кÿрентересшĕн марччĕ. Тĕрĕссипе, çак сайтра çыракансем чăвашлăхшăн чунтан-чĕререн çунакансем пуль. Ыттисем вара пурте кунта кĕмеççĕ, пĕлмеççĕ те пуль...
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.13 21:31
Темле пулсан та пирĕн Микулая тав туса çак сайта анлăрах сармалла.Хамăра кăна шанмалла чăваш чĕлхине упрас ĕçре.Нумайрах çынна явăçтармалла çак сайта.
Пуян // 3587.22.5697
2011.12.29 19:07
Эпĕ маттур ,эсир айван тесе ларма вăхăт çук.Халăха пĕрлештерме меслетсем тупас пулать.Политикăна кĕрсе хуçа пулас пулать пирен.Çавăнпа та пирĕн политиксене пĕрлештерес юхăм тăвас пулать республикăра.Чăваш Пулкар тесе ят парас шухăш пур çав юхăма.
Микула // 6643.1.4315
2011.12.30 23:52
Пуян ан васка.Итле аслисене.Пĕрлештерекенни вăл чăваш парти.Пăлхар сувар скиф хун пулнă тахçан авал.Халĕ вара ЧĂваш.Кашни кун кашни утăмра чăваш тата чăвавшла кăăна.
Атл // 2525.97.0672
2011.12.31 14:57
Пурне те Çĕнь Çулпа салам!
Ырлх-сывлх, телей пурне те!
Вол // 4132.37.7347
2012.01.23 09:45
Çитес суйлавра Чăваш "патшине" хамăрăн суйлама тивет теççĕ. Çак ĕçе пуçăнмалла мар-ши, чăвашсем*. Ман шутпа ку çынна хамăр сайтра "пĕçерсе" хатĕрлемелле.
Тимер // 5574.4.5423
2012.01.24 10:27
Сайт аталанса пырать.Анчах та хамăрăн Чăваш "патшин" суйлавне пуçарма иртерех.Нумай чăваш пĕлместь сайт пурри пирки.
Вол // 2625.88.3280
2012.01.24 14:22
Сайт пуррине ЧРИО( институт усовершенствования учителей) урлă сармалла.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики