Аксар Чунтупай // 1770.89.9184
2012.02.01 17:11 | |
Чăваш чĕлхинче мĕн пур пулăма ăнлантарма май паракан сăмахсем çителĕклĕ, хăвăрăн лексикăна пуянлатмалла çеç. Чăвашла радио итлĕр, чăвашла телепередачăсем пăхăр, чăвашла хаçат-журнал вулăр. Ялан чăвашла калаçма тăрăшăр (чăвашпа). Вара хăвăр та сисмĕр - чăвашла кирек кама "сутса яма" хăюлăх çитерĕр ак. | |
Акулина // 2387.59.6146
2012.02.02 09:27 | |
Салам пурне те! Чăвашла çырма май паракан сарăмсем (раскладкăсем) халĕ темиçе те. Хăшне шкулти компьютер çине лартмалла-ши текен ыйту хумхантарать мана. Хăшĕнпе çырсан хуть те ăçта та чăвашла вуланать-ши? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.02.02 10:45 | |
Сарăмĕсем саспаллисен вырнаçăвĕпе çеç уйрăлса тăраççĕ: пĕринче Alt-па усă курмалла, тепринче — цифрăсем вырăнĕнче вĕсем, виççĕмĕшĕнче — усă курма хăнăхнă «-», «=» пускăчсенче. Вуланасса вара хуть те хăшĕпе усă курсан та пур çĕрте те лайăх курăнать. |