Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Не всякому человеку даже гуссарский мундир к лицу.
(Козьма Прутков)
 

Аçтахар Плотников: Туслӑх — арканми?

Аçтахар Плотников24.02.2012 19:4120077 просмотров
«Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ Геннадий Кузнецовӑн «Туслӑх — арканми» шухӑшпа паллашрӑм. Шел те, ман унпа пӗрре те килӗшес килмест.
Хальхи вӑхӑтра ман шутпа вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи хутшӑнусене ним енчен те туслӑх тесе калас ҫук. Туслӑх вӑл икӗ енлӗ-ҫке — пӗри теприне хисеплет пулсан тепри те ӑна хисеплет. Чӑвашпа вырӑс хушшинче вара — чӑваш вырӑса хисеплени ҫеҫ. Вырӑс чӑваша пӗрре те хӑйпе пӗр тан халӑх шутласшӑн мар.
Геннадий Кузнецов хӑйӗн шухӑшӗнче XIII ӗмӗрте пӑлхарсемпе вырӑссем тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле тӑни пирки те ҫырать. Пӗрле тӑнӑ пулсан Атӑлҫи Пӑлхар патшалахӗ пӗтмӗччӗ ӗнтӗ. Пулӑшман ҫав пире вӑл вӑхӑтра вырӑссем, пирӗн халӑх тутар-монголсене тытса чарӗ тесе шаннӑ. Тен, тутар-монголсем пире ӑшаласа илсен Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ патшалӑх вӑйӗ чакасси пирки те шутланӑ пуль. Авторӑн ҫак шухӑшӗ мана пушшех те килӗшмерӗ вара.
Хӑйӗн шухӑшне Геннадий Кузнецов нумай пулмасть тухнӑ Путин статьине тишкернӗ май калӑпланӑ. Путин ун шухӑшӗпе ырӑ туйӑмсем вӑратнӑ.
Ман вара ыйтас килет: Путин чӑнах та нумай нациллӗ халӑхшӑн пулнӑ пулсан мӗншӗн чӑваш халӑхне хӑйӗн элтепӗрне суйлаттарасшӑн мар? Мӗншӗн чӑваш халӑхӗн Президент пулаймасть (ма Пуҫлӑх кӑна пулмалла ун?)? Мӗншӗн вӗренӳре наци компоненчӗ пулаймасть? Мӗншӗн пирӗн республикӑра чиркӳ хыҫҫӑн чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ (Чулхула тӑрӑхнех илӗр — унта аплах тӑрӑшмаҫҫӗ-ҫке)? Мӗншӗн телекуравра вырӑс чӗлхи кӑна (ытти халӑхсен вара хӑйсен тапӑҫланма тивет /пирӗнешкел чухӑн халӑх вара, тапӑҫланаймасӑр, вырӑсла кӑна информаци илет/)? Тата ытти, тата ытти те.
Путина чӑнах та нумай нациллӗ патшалӑх кирлӗ пулсан вӑл пирӗнешкел наци республикисенчи вырӑс мар халӑхсен прависене пӑснӑшӑн вырӑнти пуҫлӑхсенчен ҫирӗп ыйтмалла. Пӗр тан условисем туса пама ыйтмалла. Ун пекки ҫук.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Игорь Сайман // 3438.34.8939
2012.11.22 21:23
Умстатьяра чиркÿсем пирки асăнни пур. XVIII-XIX ĕмерсенче чăвашсем хушшинче мĕнлерех хăватлă чиркÿçĕсем пулнă: Ермей Рожанский, Виктор Вишневский, Митрофан Дмитриев, Даниил Филимонов... Паянхисем вĕсем патне çывăха та пыраймаççĕ! Чăваш ялĕнче ĕçлесе чăвашла служба ирттерме пĕлмен пупсене те пĕлетĕп эп. Халăхран хăрушла аякра тăраççĕ!
унтри // 9964.6.2231
2012.11.24 07:17
Чиркÿ политикăна кĕме пултараймасть. Анчах чăваш пупĕ халăх кĕтÿçи пулма пултариять!
Игорь Сайман // 5057.6.0555
2012.11.25 01:54
Хальхи вăхăтра чиркÿ çеç мар, Чăваш наци конгресĕн çыннисем те "эпир политикăран аякра!" тесе мухтанаççĕ. Эс политикăна кĕмесен, политика хăй сан патна кĕрет! Чылай чухне - сĕмсĕррĕн!
Владимир // 4164.05.7638
2012.11.25 11:17
Чăвашсен спутник телеканал та çук. Туслăх теççĕ? Тен çав спутник телеканала ытти Атăл халăхĕсемпе, ирçе-мăкшă, çармăс, пушкăртсемпе пĕрле уçмалла?
Владимир // 4164.05.7638
2012.11.25 11:22
Тутарсем Раççей бюджечĕ умĕнче 85 миллиард таран укçапа парăмра. Мускав хули хыççăн иккĕмĕш вырăнта. Мускав хулине правительствăпа президент унта ларнишĕн 200 миллиард парăмĕпе шутлама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Анчах та чăваш пуçлăхĕсем укçа ыйтма пĕлмеç пулас.
Владимир // 4164.05.7638
2012.11.25 11:26
Эпир никама пăхăнман патшалăх пулнă пулсан пирĕн спутник теле канал та пулатчĕ.Культура та аталанатчĕ. Çав Уренгой-Ужгород труби тăрăх газ транзитленĕшĕнех пире хальхи бюджетран 20 хут нумайрах тÿллечĕç.
Владимир // 4164.05.7638
2012.11.25 11:30
Экономика енĕпе те çак шайран ытла арканмастпăрччĕ пуль. Çурри ытла халăх çавах Мускавра çÿрĕччĕ ĕçлесе. Мĕн парать пире Раççей, пирĕн халăха Мускавран этноцид политикипе пĕтернисĕр пуçсăр?
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.26 21:52
Чнк "эпир политикăпа çыхланмастпăр" тени импотент "хĕрарăмсем мана килĕшмеççĕ" тенипе пĕрех.Ленин атте пире вĕрентнĕ"Плитика есть концентрированное выражение економики"
Игорь Сайман // 6066.4.3842
2012.11.27 00:10
ЧНК влаçа ХĂЙ ярса илессишĕн кĕрешме пултараймасть(парти мар!). Ытти енĕпе вăл политикăра пулма тивĕçлĕ.
Игорь Сайман // 1071.58.5468
2012.11.29 17:14
XIX ĕмĕрте паллă вырăс историкĕ чăвашсем пирки "Раççее пусса илнĕ çумкурăк" тенĕ. Çаврăнса пăхăр-ха паян йĕри-тавралла, çавнашкал "хаклава" аса илтерекен япаласене курмастăр-и? Уйрăм детальсемпе вак-тĕвексем таранах!!!

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики