Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.06.01 17:59 | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.06.01 18:01 | |
>>Мĕнле вара çамрăк хĕр ват арçинна качч тухма.килĕшнĕ. Килĕшмен пулсан туй пулмасть-чĕ.
Эсир хальхи вăхăтпа хаклатăр. Ун чухне пачах урăх пурнăç пулнă. Хĕртен ашшĕ-амăшĕ ыйтса та тăман. Сăмахран, ĕлĕк çитĕнсе çитнĕ хĕре 9-10 çулхи арçын ачана качча парасси йăлара пулнă. Халь ун пекки пушшех те тискер курăнать — вăл вăхăтра вара — йĕркелле пулăм. | |
serteuntri // 2069.87.8577
2012.06.01 23:31 | |
Питĕ шель Чăвашăн поэмăсем сахалли.
Пĕр Нарспипех ĕмĕр ĕмĕр мухтанса ларимастпăр ĕнте ыттисене çырма хавхалантармалла. Кам пĕлет, тен чăваш чĕлхине лайăх пĕлнĕ пулсан, сăвă çырма майне стайне пĕлсен кам та пулин çырса кăтартĕ. Ахаль так ытла та йÿнĕ премисем параçĕ вĕт ха, пултаĕруĕллă çынсене. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.06.02 01:30 | |
>>Питĕ шель Чăвашăн поэмăсем сахалли.
Поэмисем пĕрре те сахал мар вара. «Нарспине» пурте пĕлеççĕ, çав анчах. Пирĕн сăвăллă романсем те пур (темиçе таран) пулсан, поэмисем пайтах. | |
Вол // 4132.37.7347
2012.06.02 08:33 | |
Литературă чĕлхи пурнăç чĕлхипе килĕшмесен те пултарать. Пурнăç вĕрентейменнине литературă майĕсемпе саплаштараççĕ. | |
Вол // 4132.37.7347
2012.06.02 08:37 | |
Нарспи качча килĕшсех тухнă вĕт-ха. Ăна вăйпа туртман çке. Мĕншĕн вара наркăмăшпа пĕтермелле пулнă упăшкана. Çакăн евĕр персонаж ырра вĕрентиет-им. | |
Вол // 4132.37.7347
2012.06.02 08:39 | |
Таçта вуланăччĕ. Тăхтаманĕ 40-ре кăна пулнă имĕш. | |
Вол // 4132.37.7347
2012.06.02 08:43 | |
Нарспи амăшĕ килĕшсе Тăхтаманран укçа илнĕ вĕт ха. Туй тăвиччен шутлама вăхăчĕ пайтах пулнă. Качча тухма килĕшсен те Сетнерпе тĕлпулкаланă, намăссăр. | |
Вол // 4132.37.7347
2012.06.02 08:45 | |
Мĕншĕн вара Нарспи хăй вилес темен, е Сетнерпе пĕрле. Мĕншĕн ялтан тухса тарман савнипе пĕрле. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.06.02 20:30 | |
Мĕншĕн те мĕншĕн. «Нарспи» — илемлĕ литература хайлавĕ. пурнăçри сюжет мар. Автор епле калăплас тенĕ — сюжет çавнашкал пулса тухнă. |
Кăна хам та илтсе-ха, анчах та сас-хура кăна-çке. Çирĕплетекен хутсем çук. Кĕнекесенче те асăнман кун пирки.