Agabazar // 3779.44.6620
2013.02.15 23:21 | |
Халĕ вара ак çакна асăрхама сĕнетĕп:"...и демографических тенденций." Курăсăн, пире районсенче халăх йышĕ чакса пынипе ÇЫРЛАХМА сĕнеççĕ. "Туртăм" теççĕ вĕт! Тренд. Йыш чакать те, çавăнпа шултраланмалла имĕш. | |
Якур // 1039.8.4424
2013.02.16 09:42 | |
Администрацийĕн урăх ĕç çук, вĕсем должны обслуживать прихоти Кремля, унтан шалу илеççĕ. Мĕн тĕлĕнмелли пур кунта. Пухăнса шалу халăхăн памалла пуль. | |
Владимир // 2162.29.7792
2013.02.16 12:48 | |
Паян районсене пысăклатмалла теççĕ,ыран регионсене пысăклатмалла тейĕç. Чăваш-пăлхар халăхне пĕтерессишĕн нумай укçине те ильчĕç-и тен халиччен? | |
Аксар Чунтупай // 6987.7.8294
2013.02.16 13:16 | |
25 млрд тенкĕ укçине те ахалех памасть пуль çав Мускав... Паллах, хула валли. Вĕсене пырса тивмест ку япала (районсене пысăклатни). Анчах ялта пурăнакан çын терчĕ-нуши çинчен никам та шутламанни тĕлĕнтерет. | |
Аксар Чунтупай // 6987.7.8294
2013.02.16 13:17 | |
Ак, пысăклатăпăр-ха районĕсене... Вара инçетри ялсем арканса-пĕтсех ларĕç. Унччен район центрĕ пулнă ялсем хăрсах ларĕç. Тен, çавăнпа та-и Трак тăрăхĕнче юлашки çулсенче пĕр нумай хутлă çурт та çĕкленмест, пĕр çухрăм çул та тумаççĕ, ялсенче шыв ăсмалли пусăсем те, шыв пăрăхĕсем те çукпа пĕрех... | |
АванС // 7246.8.4802
2013.02.17 16:29 | |
Ман шутпа районсен майлăшĕвне тĕплĕн пăхса тухмалла, вырăнти муниципалитетсене те. Ман шухăшпа улшăнусем кирлĕ, анчах та халăхă валли ял поселенисем администрацийĕсене, район администрациисĕне çитме майлă тата килĕшÿллĕн тумалла. | |
Аксар Чунтупай // 2387.59.6146
2013.02.21 20:58 | |
Пурне те çавах юрама, килĕшÿллĕ тума пулмĕ. Аса илер-ха 1960 çулсене. Ун чухне районсен чиккисене улăштарса пăхрĕç. Кайран хăш-пĕрисене каялла тавăрма тиврĕ вĕт. Питĕ асăрханса тумалли ĕç ку, анчах пирĕн ялан çапла: Мускавра çÿç касма хушсан пуç касаççĕ. | |
Agabazar // 9919.3.3616
2013.02.21 21:54 | |
Аксар Чунтупай:"Мускавра çÿç касма хушсан пуç касаççĕ." Вăт çак япала мана "Аслă Следователь" тата "Кĕçĕн Следователь" çинчен калакан халапа аса илтерет: иккĕмĕшĕ усал та пĕрремĕшĕ ырă имĕш. КУ ХАЛАПА "КЛАССИКСЕМ" ТАХÇАНАХ ТĂРĂ ШЫВ ÇИНЕ КĂЛАРНĂ | |
Agabazar // 9919.3.3616
2013.02.21 22:02 | |
Çак мероприятин(районсене пысăклатнин) УССИ акă мĕнре пулма пултарать. Анклав евĕрлĕ территорисем пур. Тата ытти çавнашкал кукăр-макăрсем. Çавна май республика территорине кăшт ПЫСĂКЛАТМА (ПĕЧĕКЛЕТМЕ МАР!!!) май килĕ, тен. Начар япалара та усăллине шырама пĕлес пулать. | |
Пухтель ачи // 4054.55.6816
2013.02.21 22:35 | |
Чĕмпер енчĕте çакăн пек улшăнусĕм пуласине калаççе. 3-4 района пер администрацине пăхăнтараç пулас. |