Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Наше сердце - это клад; растрате его сразу, и вы нищий.
(Бальзак)
 

«Хыпар»: Тепӗр чиркӳ тӑвасшӑн. Кирлех-ши?

«Хыпар»17.04.2013 19:4038617 просмотров

Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ скверта кафедра соборӗ тума ыйтакансен сӗнӗвне 10-мӗш шкулта сӳтсе яврӗҫ.

Пухӑва Ленин проспектӗнче, Андриян Николаев космонавт, Петров урамӗсенче пурӑнакансем, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн ӗҫченӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев уҫрӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑй хунӑ Сергей Лукиянова сӑмах пачӗҫ. Ку микрорайонта пурӑнакансемшӗн нумай ҫул каялла кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ скверта собор хӑпартас ыйтӑва тӗп хула влаҫӗ умне тӑратаканни - епархи. Шупашкар хула влаҫӗ хушмасӑр тӗн керменӗн проектне хатӗрлемӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӑна тума саккас панӑ-ши? Пухура пӗлтермерӗҫ. МИХсенче те уҫҫӑн хуравламан. Архитектор собора В.И.Чапаев палӑкӗпе, музейпе пӗрле мӗнлерех курнипе паллаштарчӗ.

Пухуччен темиҫе эрне маларах Шупашкарӑн хальхи тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗр МИХра скверта собор хӑпартас текенсен - епархи ертӳлӗхӗн, хӑш-пӗр тӳре-шаран - сӗнӗвӗ пирки иккӗленнине, такамсем унӑн иккӗленӗвне администраци мелӗпе усӑ курса улӑштарма хӑтланнине пӗлтерчӗ. Малтанхи тата хальхи тӗп архитектор хулари мӗн пур ҫынна хапӑл туса кӗтсе илекен тӳремре тӗн керменӗ ҫӗклес ыйтупа икӗ тӗрлӗ вырӑн йышӑнни уҫӑмланчӗ.

Муниципалитет ҫав каҫ тӗл пулу йӗркелесе хаклӑ вӑхӑта ахальтен ҫухатмарӗ: собор тӑвассине татса париччен 100 яхӑн ҫын кӑмӑлне пӗлчӗ. Тӗрӗс турӗ. Залра 15-20-шӗн шухӑшӗпе паллашрӑмӑр. Пирвай Константин Ишутов журналист сӑмах илчӗ. Вӑл тӳрех: "Протокол ҫыракан пур-и?" - терӗ. "Пур", - хуравларӗҫ ӑна президиумран. Журналист атеист-мӗн. Симӗслӗхӗн пӗр пайне пӗтерсе пысӑк лаптӑка мӑн керменпе хупӑрлассине хирӗҫ каларӗ. Ун хыҫҫӑн Сергей Злобин ветеран сиксе тӑчӗ. "Халӗ ешӗллӗхре пурте кӗшӗлтетеҫҫӗ, - терӗ вӑл. - Чиркӳ уҫсан тӗне ӗненекенсемшӗн ҫеҫ пулӗ. Ыттисемшӗн кунта ҫул хупӑнӗ. 1960 ҫулсенче тӳремре эпӗ те йывӑҫ лартнӑ. Ӑна кӑклӗҫ. Ҫавӑнпа проекта хирӗҫлесе вунӑ хут калатӑп!.."

Епархи пуҫарӑвне ырлакансем ветерана пӳлчӗҫ. Ҫапах хирӗҫҫисем ӑна хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Музей ертӳҫи Денис Сятряйкин, казак тумтирне тӑхӑннӑскер, маларах музей директорӗ пулнӑ Валентина Бровченкова, ҫар пенсионерӗ Алексей Скворцов йывӑҫ-тӗм вырӑнне собор тӑвассине ырларӗҫ. Музейпа тӗн керменӗ юнашар вырнаҫсан хула халӑхӗн чун-чӗрине патриот туйӑмӗпе хӗмлентерме ҫӑмӑлрах терӗҫ. Яш каччӑ Александр Иванов: "Граждан вӑрҫинче пуҫ хунӑ "хӗрлисене" хисеплесе республикӑра палӑк нумай уҫнӑ, - терӗ. - "Шуррисене" чысласа пӗрре те лартман". "Вӗсенчен Каппель те лайӑх ача пулнӑ!" - сӑмах хушрӗ ман ҫумри журналист - хыҫра сӗрлесе илчӗҫ. "Эпӗ собор тӑвассине хирӗҫ мар, - терӗ шкул директорӗ Светлана Кумалькова. - Анчах вӗренӳ учрежденийӗпе юнашар хӑпартмалла-ши? Унта ача-пӑча пултарулӑхӗн керменне е физкультура-спорт комплексне ҫӗклеме сӗнетӗп. Ачасене уроксем хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме шкул ҫывӑхӗнче пӗр клуб та, ФСК та ҫук. Чиркӳ вара - темиҫе те. Собор чанӗпе хӑнкӑравӗсем урок ирттерме, вӗренекенсене тимлӗрех пулма чӑрмантарӗҫ. Кермен умӗнче ыйткалакансем, кӗл тӑвакансем пуҫтарӑнӗҫ - ҫӳп-ҫап хӑварӗҫ. Ӑна ачасен тасатма тивӗ. Халӗ те вӗсем сквера тирпейлеме хутшӑнаҫҫӗ".

"Тӗп хулан ҫак скверӗнче храм лартма сӗнни паянхи социаллӑ ыйтусемпе ҫыхӑнса тӑмасть, - терӗ республикӑн Патшалӑх Канашӗн, хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Александр Соловкин. - Вырӑнти влаҫӑн халӗ чиркӳ тума тӗллев лартмалла мар. Калӑпӑр, ача сачӗсем ытларах уҫмалла. Совет тапхӑрӗнче хута янисем халӗчченех ача пӑхман организацисен аллинче. Ҫакна епархире те пӗлеҫҫӗ, анчах курмӑш тӑваҫҫӗ, ачасене садра вырӑнпа тивӗҫтерессишӗн пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ. Республикӑра юлашки ҫулсенче кӑна тӑхӑр чиркӳ уҫнӑ. Хула влаҫне тепӗр храм мӗн тума кирлӗ? Хӑйсен ҫылӑхне каҫарттарма?" Залра унта та кунта кулни илтӗнчӗ.

Максим Курленко пачӑшкӑ, ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен общество палатин хастарӗ Илья Тумаков, Кирилл Федоров, Денис Волков кермен ҫӗклессишӗн, Федор Алексеев, Сергей Утриван, Сергей Чуплыгин, Анатолий Алексеев, Борис Миронов проекта хирӗҫлесе каларӗҫ.

Эпӗ, сквертан инҫе мар вырнаҫнӑ 24-мӗш шкулта вӗреннӗскер тата 1968 ҫулта музей никӗсне янӑ кун ирттернӗ митинга ачасемпе пӗрле хутшӑннӑскер, ҫапла каларӑм: "Ку вырӑнта собор мар, ача-пӑчан пултарулӑх керменне ҫӗклесен вӗренекенсемшӗн усӑллӑрах..." Сӳтӳ-яву вӗҫленсен кашни ҫын шухӑшне сасӑлав ирттерсе пӗлчӗҫ. Скверта собор хӑпартассишӗн - 44-ӑн, хирӗҫ 47-ӗн сасӑларӗҫ. Ӑна тӑвассишӗн - яш каччӑсемпе хӗр-упраҫ, ҫав шутра - казак кадетсем. Вӗсене шкула хӗрлӗ хӑюллӑ шӑлавар тӑхӑннӑ вӗрентекен ертсе килнӗ.

"Эсир скверта кафедра соборӗн проектне пурнӑҫа кӗртесси пирки иккӗленнине пӗлтернӗ, - терӗм тӗп архитектора. - Унтанпа хӑвӑр шухӑша улӑштармарӑр-и?" "Ҫук, - хуравларӗ вӑл. - Администраци ҫак кунсенче тӗрлӗ майпа, ҫав шутра электрон мелпе, хула ҫыннисен шухӑшне йышӑнать. Ыйтӑва вӗсен сӗнӗвне тӗпе хурса татса парӗҫ".

Иртнӗ 20 ҫулта ҫӗр-шывра граждан обществине вӑйлатасси ҫинчен нумай калаҫрӗҫ. Шел те, влаҫ халӗ те вӑл е ку ыйтӑва татса панӑ чухне халӑх шухӑшне пӗрремӗш вырӑна хумасть, хӑйӗн пуҫне мӗнле проект кӗрет - ҫавна пурнӑҫлать. Шкула пуҫтарӑннӑ ҫынсем хӑйсен шухӑшне хӑрамасӑр, уҫҫӑн сасӑласа пӗлтерни питӗ савӑнтарчӗ. Апла тӑк чун-чӗрере ирӗклӗх туйӑмӗ пур-ха. Администраци ертӳлӗхӗн хула ҫыннисене итлемеллех.

 

Владимир АКТАШ, публицист

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3320.79.3632
2013.08.19 17:58
Agabazar
П. Сидоров:"Чаваш тесе каккар сапса суренипе нимен те пулмасть." Калăр-ха, тархасшăн, П.Сидоров господин, "вырăс" е "казак" тесе кăкăр çапса çÿреме юрать-и? Кам-ши вăл, "чăваш" тесе кăкăр çапса çÿрекенни??? Эп ун пеккисене нихçан та курман.
Agabazar // 3176.24.8706
2013.08.19 20:17
Agabazar
П.Сидоров господина никне улăштарма сĕнетĕп. Мĕншĕн тесен вăл унпа пурте хисеплекен Пётр Петрович Сидоров спорт журналисчĕн ятне варалать. П.П.Сидоров нихçан та чăвашлăх тăшманĕ пулман!!!
Agabazar // 3176.24.8706
2013.08.19 20:31
Agabazar
П.Сидоров господин, эсир Илле-паттăр Ивановăн кача пÿрнине те тăраймастăр, çапах ăна вĕрентме хĕрĕнетĕр. Унпа тан калаçма нумай салма çимелле-ха сирĕн. "Взятка—Сĕтев" хаçата кам кăларса тăнине те пĕлместĕр иккен-ха тата.
владимир // 2111.44.9405
2013.08.20 09:24
Чиркÿ уçни нихçан та пăсмасть
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.08.20 09:48
Акапасар.Пыр конгресăн черетлĕ сьездне.Курăн президиумра камсем ларнине.Вăт унта пурте тенĕ пекех наци туйăмĕнчен укçа тата пиар тумалли инструмент туса хунисене курăн.Станьял,Тымарлан,Иванова унта лартмĕç.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.08.22 09:13
Акасапар, Взятка хаçатра УКÇАлла статьясем çырнисĕр И.Иванов( Илле-паттăр тетĕн, эпитетсем татах хушма пулать, укçалла илместпĕр) тата мĕнле "ПАТТĂР" ĕçсем тунине тĕплĕнрех ăнлантарсан аванччĕ( поездка в Турцию не в счет-это тоже бизнес).
bor1959 // 1039.8.4424
2013.08.22 09:21
Валентин тĕрĕс çырать(Наци туйĕмĕ те укçа-тенки çаптарса, мухтанса лармалли инструмент кана пулса кайрĕ." Акасапара ЧНК пухăвĕнче вирлĕ сăмах каласса шанас килет. Тухса калаймарĕ пулсан, кунта вуççех сăмах памалла мар. Хатĕрлен сьезда, Акасапар. Çармăссем тутарсенчен юласшăн мар, аталанаççĕ. Эс те кĕтсе ан лар.
П.Сидоров // 4186.57.1361
2013.08.22 12:52
(Спорт журналисчĕ мар). Ман чан ят ку. Аран-аран шкулта веренне Мочалов "Взятка" каларма пултараймасть, ана ача-пача та анланать."Взятка" -петемпех Илле Иванов есе. Мочаловпа (рекетирпа) сыхланса журналист ятне ярать Илле!НАМАС!
Agabazar // 1870.79.8579
2013.08.22 15:34
Agabazar
Тахсан каланă япалана тепре калатăп. Рэкет текен япалана пĕччен тума çук. Вăй структуринче, правона сыхлакан органсенче ĕçлекен пулăшакансем кирлĕ. Калăр эппин вĕсене ятран. Эпир те пĕлер.
Agabazar // 1870.79.8579
2013.08.22 15:40
Agabazar
bor1959: "Акасапар, Взятка хаçатра УКÇАлла статьясем çырнисĕр И.Иванов....." ВĂТ ХĂВĂР ÇАВНАШКАЛ СТАТЬЯСЕМ ÇЫРСА, ПИЧЕТЛЕСЕ ПĂХĂР —укçалла е укçасăр-и унта —ВАРА СИРĔНПЕ КАЛАÇМА ТА ПУЛАТЬ. Тинтерех çеç урăхларах çаптараттăрччĕ — мĕн пулчĕ тата халĕ???

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 12

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики