Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Живописец спорит и соревнуется с природой.
(Леонардо да Винчи)
 

«Хыпар»: Чун хавалӗпе пуян пуласчӗ

«Хыпар»30.05.2013 15:499879 просмотров

XXI ӗмӗрте ҫут тӗнчене килнӗ ачапча ҫуралсанах тӗрлӗ техника ытамне лекет. Кӗсье телефонӗ, телевизор, радиоаппаратура, компьютер, ноутбук, планшет, электрон кӗнеке... Ку хисепе вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсма пулать. Тепӗр чухне вӗтти вӗсем патне хӑйӗн теттисенчен ытларах туртӑнать. Техника аталанӑвӗн ҫӗнӗлӗхӗсем пирӗн шӑпӑрлансен сывлӑхне мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ-ха? Компьютер ӑс-тӑна, тавра курӑма ӳстерет-и? Е сиенӗ ытларах-и?

Шкул ачисем те, ҫамрӑксем те vkontakteӗruӖ odnoklassnikiӗru йышши социаллӑ сетьсене «путнӑ». Киле панӑ ӗҫе пурнӑҫлама та компьютерпа усӑ кураҫҫӗ вӗсем. Сочиненисене те хӑйсем ҫырмаҫҫӗ - Яндексран е Рамблертан пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Классика произведенийӗсене те вуламаҫҫӗ. Кӗске содержанине кӑларса илеҫҫӗ те - пулчӗ те. «Мӗнле кӗнеке уйрӑмах кӑмӑла килчӗ?» - тесе ыйтсассӑн нимӗн те аса илеймеҫҫӗ. Компьютера ытарайманнипех вӗсем юлташӗсемпе уҫӑлса та ҫӳремеҫҫӗ, спорт вӑййисене те вылямаҫҫӗ. Халӗ, сӑмахран, ролик конькипе, велосипедпа ярӑнма, волейболла, футболла выляма пулать.

Уяв кунӗсенче яла кайнӑ чухне автобусра шкул ачисене сӑнарӑм. Пурин те аллинче - планшет е ноутбук. «Кунашкал техникӑпа «авӑрланса» каякансем ашшӗ-амӑшне пахчари ӗҫсене тума пулӑшӗҫ-ши ӗнтӗ?» - шухӑша путрӑм эпӗ. «Эх, ачасем! Компьютерсӑр пӗр утӑм та тумаҫҫӗ. Пирӗн вӑхӑтра пуҫ компьютер вырӑнӗнче пулнӑ. Халӗ вӗренекенсен пуҫӗ - компьютер», - манӑн кӑмӑла ӑнланнӑн хушса хучӗ юнашар ларакан хӗрарӑм.

Паллӑ, халӗ ӗнтӗ этемлӗх компьютерсӑр пурӑнаймасть. Кирек хӑш сферӑра та ҫак техника пулӑшӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа юратнӑ тӗпренчӗке электроникӑран «пӑрни» те тӗрӗс мар. Ачан пурнӑҫа мӗнле пур - ҫавӑн пек йышӑнмалла.

Раҫҫейре шӑпӑрлансен 80 проценчӗ Интернетпа усӑ курать. Вӗсен вӑтам ҫулӗ: 8-10. Хӗр ачасемпе арҫын ачасем Интернетпа харпӑр хӑй компьютерӗпе те, карас телефонпа та кӗреҫҫӗ.

«Рамблер Топ 100» рейтингӗпе килӗшӳллӗн 2012 ҫулта ачапча ытларах вӑйӑ, кану сайчӗсене кӑмӑллани палӑрать. Ҫав вӑхӑтрах хатӗр сочиненисемпе, киле панӑ ӗҫсемпе, рефератсемпе йышлӑн усӑ курнӑ.

Шел те, ачасенчен ытларахӑшӗ сете аслисен тӗрӗслевӗсӗрех кӗрет. 2012 ҫулта авӑн уйӑхӗнче Раҫҫейре «Ачасене вӗсен сывлӑхне тата аталанӑвне сиен кӳрекен информацирен хӳтӗлесси» Федераци саккунӗ вӑя кӗнӗ. Тепӗр икӗ уйӑхран ҫамрӑк ӑрушӑн сиенлӗ информациллӗ сайтсен пӗрлехи реестрӗ ӗҫе кӗнӗ. Раҫҫейре виҫӗ ҫул ытла ӗнтӗ «Дети онлайн» пулӑшу линийӗ ӗҫлет. Интернет аталанӑвӗн фончӗн пуҫарӑвӗпе «Ачасем - Интернетра» вӗренӳ проекчӗ те йӗркеленнӗ. Вӑл хӑрушлӑхсӑр Интернетпа усӑ курма вӗрентет. 2013 ҫул пуҫламӑшӗнче «Вымпелком» компанипе Раҫҫей патшалӑх ача-пӑча библиотеки «Веб-ландия» сервис йӗркеленӗ. Унта шӑпӑрлансемшӗн усӑллӑ сайтсен ярӑмӗ пичетленнӗ. Ӑна ҫӗнетес е хушас ыйтӑва экспертсен канашӗ - педагогсем, ача-пӑча психологӗсем тата библиотекарьсем - татса парать.

Компьютер сывлӑхшӑн сиенлӗ хум кӑларать тени хыҫа юлнӑ ӗнтӗ. Специалистсем хальхи, ҫӗнӗ техника ку енӗпе начарах марри пирки калаҫҫӗ. Анчах компьютер, Интернет ҫитӗнекен ӑрӑвӑн психикине пысӑк витӗм кӳнине пытармаҫҫӗ. Пурнӑҫра пӗтӗмпех виҫеллӗ пулмалла-ҫке. Психологсем палӑртнӑ тӑрӑх - хӑшӗсем Интернет витӗмӗпе кӑна пурӑнаҫҫӗ. Депрессие кӗрсе ӳкекенсем те пур. Ҫапла чирленисене Интернетри пурнӑҫ ытларах килӗшет. Виртуаллӑ уҫлӑхра 18 сехет ларакансемшӗн чӑн пурнӑҫ интереслӗ мар. Юлташсене те, пулас мӑшӑрсене те яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ паян Интернет урлӑ тупать. Мӑшӑрлану агентстви те, улах каҫӗ те кирлӗ мар. Ҫав вӑхӑтрах компьютер умӗнче нумай ларакансен куҫ вӑйӗ чакать, пуҫ, ӗнсе, ҫурӑм ыратма тытӑнать, ыйхӑ вӗҫет. Ҫын майӗпен мӑнтӑрланса пырать.

Раҫҫейри ҫынсен 53 проценчӗ компьютер умӗнче тӑтӑш ларать. Ҫав вӑхӑтрах кӗнеке, хаҫат вулакан йышӗ ҫулсерен чакать. Шел, юлашки вӑхӑтра компьютер витӗмне пула шкул ачисен хушшинче харпӑр хӑй ҫине алӑ хунӑ тӗслӗхсем те пулчӗҫ. Тӳнтерле ҫак утӑма тӑвиччен вӗсем Интернетра суицид пирки ҫырнине тупса вулани паллӑ.

Ҫитӗнекен ӑрӑва пурнӑҫра Интернетсӑр та интересли темӗн чухлех пулнине курма вӗрентесчӗ те... Шел, чӗрӗ хутшӑну сахалланса пырать. Чунлӑх, ҫынлӑх, ӑшӑлӑх, ӗлккенлӗх ҫитмест. Ҫынран этемккене, ӗмӗлкене ҫаврӑнар мар. Ача-пӑчана ҫут ҫанталӑкпа килӗшӳре пурӑнма хӑнӑхтаракан акци, мероприяти ытларах йӗркелесчӗ.

Роза ВЛАСОВА

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владо // 1129.75.8908
2013.05.30 20:15
Пĕр шухăша ик страницăна вырнтаçтарма вĕренеймерĕм.

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики