Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Решением всякой пробленмы служит новая проблема.
(Гете)
 

Аçтахар Плотников: Судра пӗрремӗш хут пулса курни

Аçтахар Плотников25.07.2013 15:0110195 просмотров

Тунтикун пӗрремӗш хут судра пултӑм, унччен хам пурнӑҫра вӑл кантурпа ҫыхӑнма тивменччӗ-ха. Хальхинче те хамӑн ӗҫпе мар, Илле Ивановӑн судне ҫул тытрӑм.

Муркаш сучӗ пӗр енчен ман кӑмӑла кайрӗ — тунтикун эп кая юлса ҫитрӗм, ҫавӑнпа та ларӑвӑн пӗрремӗш пайне кӗреймерӗм. Ҫавах та кантур алӑкне сыхлакансем пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫни, суда килекенсемпе чӑрсӑррӑн тытманни ман кӑмӑла тивӗҫтерчӗ. Тунтикун эп паспорт чиксе кайсаччӗ, анчах вӗсем ун чухне ыйтмарӗҫ, ман сумккасене тӗрӗсленипе ҫеҫ ҫырлахрӗҫ (юнкун паспорта манса кайнӑччӗ, анчах унсӑр та кӗртрӗҫ). Ухтарасса вара лайӑхах ухтарчӗҫ-ха: пур кӗсьесене уҫса кӑтарттарчӗҫ, йӑлт тӗрӗслерӗҫ. Ӗҫӗ ҫавнашкал — хирӗҫлес шухӑш ҫук.

Хӑй сучӗ вара унран мӗн кӗтнине тивӗҫтермерӗ мана. Эп, паллах, унччен суд таврашне киносенчен кӑна пӗлетӗп. «Форс-мажоры» телесериал та ман кӑмӑла каять. Вӗсенче, паллах, анӑҫри патшалӑхсен суд системине сӑнласа кӑтартнӑ. Кунта вара пирӗн патшалах системин ӗҫне курма тиврӗ.

Судра пӗр хӳтӗлев енӗ кӑна тӑрмашни курӑнчӗ. Прокурор хӑйӗн ӗҫне ытла та ячӗшӗн туса пынӑ пек туйӑнчӗ. Тунтикунхи ларура та сӑмахран, хӑш-пӗр вӑл панӑ ыйтусен хуравӗ ытларах хӳтӗлев енӗ майлӑ пулса тухрӗ. Унашкал самантра ыйту паманни панинчен лайӑхрах пуль.

Тепӗр енчен суд ытла та айӑплакан майла пулни мана тӗлӗнтерчӗ. Чӑннипе, тен, апла та мар пулӗ, анчах мана ҫапла туйӑнчӗ. Хӑш-пӗр ыйтусене татса панӑ чухне те тӳре ытларах айӑплакан енне тӑрать. Ку та мар, хӑш чухне вӑл прокурор хирӗҫлемесен те хӳтӗлевҫӗсен енӗпе килӗшесшӗн пулмарӗ. Пӗр-пӗр кӑткӑс лару-тӑру пуҫлансанах шухашламашкӑн тӑхтав илни те суд айӑплакан майлӑ пулнине кӑтартрӗ. Тӳре хӑҫан таврӑнассине те прокурорпа пӗлме май пурччӗ (юнкун, сӑмахран) — вӑл таврӑнчӗ пулсан тӳре те пӗр-ик минутран таврӑнмалли лайӑх туйӑнатчӗ.

Пирӗн суд системи ҫавнашкал пулни мана чӑн та пӑшӑрхантарчӗ. Тӳре-шара патшалӑхра йӗрке пулмалли пирки сӑмахлать пулсан та хӑйсен хушшинче унашкалли ҫук пулсан ахаль ҫынсем епле йӗркеллӗ пулмалла-ха? Ман шутпа патшалӑха пысӑк сиене шӑп та лӑп ҫакӑнпа тӑваҫҫӗ те. Суд патшалӑх интересӗсене мар, уйрӑм ҫынӑннисене (хальхи вӑхӑтра влаҫ тытӑмне лекнисене) хӳтӗленӗ пек пулса тухать. Кунашкал судсем пулсан чӑн та вӗсемпе ҫыхланманни паха.

Лента.ру пӗрре суд системи ҫинчен ҫырсаччӗ: http://lenta.ru/articles/2012/11/06/pravo/ . Кунта вара ҫав статьяри тӗслӗхсем пурнӑҫпа чӑн пулнине хам куҫпа куртӑм теме пулать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

такам // 3401.27.1137
2013.07.27 23:13
Судьи: ан та çыр, пурпĕрех пĕр пус та илеймĕн унран тесе хучĕ...
Çапла вара, пирĕн суд - "кому война, кому мать родна"....
Сталин вăхăтĕнче зексем ик пая пайланнă - "Враги народа и друзья народа" , аса килчĕ темĕскер ...
Игорь Сайман // 1683.83.7922
2013.07.28 15:09
Çав Илле Иванова (Илле-паттăра) суд тунине хирĕçленине палăртма 1000 тĕрлĕ меслет пур. Çыру ярасси —çавсенчен пĕри çеç.
Игорь Сайман // 1683.83.7922
2013.07.28 15:18
такам:"..."судебный прецедент" пулса тăма пултарать," Пирĕн çĕршывра, Британгири пек, "прецедентлă право" мар. Анчах та , тĕрĕсех калатăр, прецедент вăл Африкăра та прецедент.
Игорь Сайман // 2842.44.6682
2013.07.28 17:50
Прецедентлă право пирки ак çакăнта: http://www.forbes.ru/column/47477-p ... avo-teper-i-v-rossii
Agabazar // 4766.0.1077
2013.08.07 19:52
Agabazar
Ак çак суд пирки вуласа пăхăр-ха, тархасшăн. http://www.newizv.ru/accidents/2013 ... govor-v-55-goda.html
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.08.08 08:43
Акапасара миçе хут ыйтатпăр:çырса парăр тархасшăн Илле пиччене хÿтĕлесе çыру влаç ячĕпе.Эс пĕр май калатăн влаçран ыйтмалла тесе.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.08.09 10:21
Акасапар темле адрессем патне пире ан хăвала. Хăв кайса кил-хе пĕрре. Пĕр асра юлакан утăм çухалакан халăхшăн ту. Урăх ним çинчен те ан çыр.
Agabazar // 2324.90.0101
2013.08.09 11:35
Agabazar
Ак çак суд пирки вуласа пăхăр-ха, тархасшăн. http://www.newizv.ru/accidents/2013 ... govor-v-55-goda.html МĔН, КИЛĔШЕТ-ИМ СИРЕ КУ СУД?
Agabazar // 2324.90.0101
2013.08.09 11:44
Agabazar
АК тата хÿри таталса ÿкмен каçă: http://www.echo.msk.ru/blog/statia_iz_regiona/1131338-echo/
Agabazar // 3976.09.8711
2013.08.09 12:32
Agabazar
Эп илсе катартнă каçăсем пурте темăпа килĕшсе тăраççĕ. Эппин мĕнле ыйту пулма пултарать?

Страницăсем: [1], 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики