Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Чтобы царствовать - надо мыслить.
(Элифас Леви)
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1947891 просмотров

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Вихтăр // 1163.17.7659
2013.11.09 17:42
Лукианов "частное лицо" мар пуль ĕнтĕ.
Agabazar // 2808.78.3861
2013.11.09 19:59
Agabazar
Якур:"Лукиановăн..." Якур хоспочын, эсир чăваш халăхĕ валли хăвăр ĕмĕрĕрте парти (политикăлла парти) ăсталаса курнă-и? Çук-и? Эппин ку хушамата падежсем тăрăх суллантарма пăрахăр.
Якур // 1032.15.2964
2013.11.10 08:52
Этот комментарий удален. Причина: кӳрентерӳ пур
Якур // 1032.15.2964
2013.11.10 09:18
Акасапар,вара ман Раççей шайĕнчи Березовскисене, Жириновскисене, Чубайссемпе Немцовсене пуç çапмалла-и? Ăсталама тем те пулать, усси пулать-и ха çынсен пуçĕсене минретни пуçсăр?Акасапар:"чăваш халăхĕ валли хăвăр ĕмĕрĕрте парти (политикăлла парти) ăсталаса курнă-и? :" -ку уж перебор. Кам валли ăсталани- тем более!
Agabazar // 2445.8.4162
2013.11.11 04:54
Agabazar
Мĕн, парти ăсталани начар япала пулчĕ-им вара?

Ытти халăхсене пурне те парти кирлĕ те — чăваша парти кирлĕ мар иккен. Çынсен пуçĕсене хамăр "минретмесен" вĕсен ыттисем (юттисем) минретеççĕ. Вăл çапла пулса пырать те...
Agabazar // 2445.8.4162
2013.11.11 05:09
Agabazar
Вихтăр // 1163.17.7659
2013-11-09 17:42
Лукианов "частное лицо" мар пуль ĕнтĕ.

Кам вара вăл? Пĕр-пĕр пуçлăх-им?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 09:05
Лукианов не частное лицо,он общественно-значимое для чувашей лицо,себя позиционирующее в национальном сообществе Поволжья как негласный чувашский национальный лидер.Парти ăсталарĕ тет Акасапар,тĕллевĕ мĕнле пулнă или тетте вырăнне тунă-и ăна?
Agabazar // 7147.1.8182
2013.11.11 15:19
Agabazar
Лукианов — "частное лицо". Пĕр-пĕр "кресло" йышăнакан çын пирки çеç эпир урăхла калама пултаратпăр. Калăпăр, Лукианов ЧНК Президенчĕ пулма суйланнă пулсан ун пирки урăхла калаçăс пурччĕ. Халь вăл Иванов, Петров ,Сидоровран нимпе те уйрăлса тăмасть. "Арăм çук —парăм çук, Хуньăм çук —хуйхăм çук". :-)
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 16:25
Акасапар,пурнăç таппинчен ан юл!Лукианов ЧНК Президиум членĕ, тата вăл Атăлпа Кама тăрăхĕнче,Европа шайĕнче пĕрлешмен вак халăхсен пухăвĕсенче Чăваш наци юхăмне палăртать няк. Ку япала Акасапар шутласа кăларнă шкалапа "частное лицо" пулать пулмалла. Акасапар леш патшалăх чиновникĕсемпе( ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин)пăтраштарать пулмалла!
Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 17:41
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики