Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Если хочешь победить весь мир, победи самого себя.
(Достоевский)
 

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5734702 просмотров

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Улатимир, Канаш // 4186.57.1361
2013.10.13 23:33
Лукианове кам вал? Астан сиксе тухнаскер? Халах пелети-и ана?
Якур // 3513.93.4718
2013.10.14 07:44
Лукианов çав Сĕтев хаçатри пăтăрмахсемпе хутшăнкаларĕ пулмалла, вара Мочалов ăна палланă пек пулчĕ. Шел пулин ,те çав конгресс пуçлăхне ĕмĕтленекенсем ,пурте укçасăр нимех те тăвасшăн мар. Çав вăхăтрах халăх хушшинче тивĕçлисем те пур. Лукиановăн команди пулсан ,может, ÿсĕмсем тума пултарать халăхшăн.
Якур // 4705.3.0144
2013.10.14 09:15
Пире марионетка кирлĕ мар конгрессра. Тавай рекомендацилес, ярас унта Акасапара. Только вăл хăйĕн ăс-тăнĕпе, тарăн шухăшĕпе, эволюционный туртăмĕпе(порыв пуль ку) халăхăмăра çутă пуласлăха илсе çитерме пултарать. Тавай коптаци, тавай Акасапара!
Серте Унтри // 3856.74.2752
2013.10.14 09:38
Республика тулашĕнчи çынсене мĕншĕн пахса тухмаçĕ? Ăçта пулнă вăл çын 20 çул хуши. Çак чăваш сайтĕнче пĕр виçĕ сăмах çырса кăтартрĕ и?
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.14 10:16
Архипова Клементьевпа Ивантаев конгресран кăларса ярсан кăна тупăнчĕç-ха президент пулас текенĕсем.Малтан ăçта пулнă вĕсем хăйсен тăнлă доклачĕсемпе?.Архипов тивĕçтернĕ пулать вĕсене?
2013.10.14 12:10
Аçтахар Плотников
Атнер-Якурсем, эсир вара Угаслов енне талпăнатăр пулас-ха. Ачи вăл маттур-ха, анчах бизнеса та наци конгресне те пĕрешкелех ертсе пырĕ-ши? Вăхăчĕ тупăнĕ-ши?
Эп, хам пулсан, вăл вырăна Александр Блинов пек хастар çамрăксене лартнă пулăттăм.
Якур // 2107.62.7722
2013.10.14 13:58
Админ юлташ, тăванăм. Эп ăнланнă тăрăх эсĕ чунпах çунан пуль чăвашлăхшăн, анчах Якур чисто Угасловшăн мар,Якур йĕркеллĕ чăваш йĕкĕчĕшĕн-кам,сăмахран,10çул е 15 çул каярахах ЧНК-ра йĕркесĕрлĕхе хирĕç вĕрме пултарнă, когда все члены Президиума кричали"Одобрямс".Угаслова илес пулсан, ăна иртнĕ Пухурах суйласшăнччĕ, вăл демократично и дипломатично отказался.

Страницăсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики