Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐНА кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/10.html
1. «Упраса хӑварас» ҫаврӑнӑшсемпе пӗрлех «Аталантарас» сӑмаха ытларах усӑ курмалла. Ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе чӑваш халӑхӗ мӗн аталантарнипе кӑна ҫырлахмалла мар, ҫав пурлӑха хальхи самана ыйтнипе малалла ӳстермелле.
2. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика пайӗнче чӑваш ялӗ пирки кӑна асӑнни пур, хулари пурнӑҫ ҫинчен вара маннӑ. Хальхи вӑхӑтра — ҫамрӑксем ытларах хула таврашне талпӑннӑ май — хуласен социаллӑ пурнӑҫпа экономики, социокультура аталанӑвӗ пирки манмалла мар, хулара та культурӑпа чӗлхене аталанмалли майсем туса парас ӗҫпе ӗҫлемелле.
3. Чӑваш культурине тӗрлӗ сферӑсене анлӑрах кӗртессине те шута илмелле — архитектурӑра, тимӗрпе ӗҫлекенсен ӗҫне чӑвашлӑх эрешӗсене ытларах кӗртме сӗнмелле. Ҫапла май пирӗн хуласен хӑйне евӗрлӗхӗ, апла тӑк хуласен кӑсӑклӑхӗ (тепӗр май каласан туриссене нумайлатасси) ӳсмелле.
4. Чӑваш чӗлхипе литературине тата культурине вӗрентес ӗҫре республикӑпа ун тулашӗнчи шкулсемпе тата ача пахчисемпе ҫыхӑну йӗркелеме сӗнмелле (тулаш вӗренӳ заведенийӗсене учебниксемпе тата республикӑра хатӗрленӗ хатӗрсемпе тивӗҫтермелле; вӗренӳ опытне сарма пулӑшмалла).
5. Тулай чӑвашсем хушшинче шкул тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине тата культурипе историне вӗренмелли майсем туса парассине кӗртмелле.
6. Чӑваш чӗлхин вӗрентӗвне шкул умӗнхи вӗренӳ заведенийӗсене сарасси пирки сӑмах хушмаллах; чӑвашла воспитани паракан ача пахчисен йышне, уйрӑмах хуласенче, ӳстермеллине шута илмелле.
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников
25.10.2013
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.