Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Неизвестность - самая мучительная из всех пыток.
(А. Мюссе)
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273917 просмотров

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.29 09:59
Нумай çырап,каçарăр мана,тархасшăн!Çырма чарăнап çавăн чухне,хăçан Акасапар хăйĕн Хастар ĕçĕсемпе паллаштарать.Вара Акасапар-хастар сывлăхĕшĕн,вăл нумай çул пурнассишĕн кĕл тăвап та çырма чарăнап,яланлăхах яла кайса пытанап.
Agabazar // 1022.26.6608
2014.01.29 13:39
Agabazar
Timer:"По делам надо судить,а не по словам"
Тархасшăн, кам та пулсан пулăшăр-ха Тимере çак сăмахсене вырăсларан чăвашла куçарма. Хăй вăл вырăсла шухăшласа çурма хрантсусла, çурма Чулхулалла çеç сăмахлама пултарать пулмалла.




bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.29 14:01
Чи малтан Акасапар-хăта сăмахпа мар ĔÇÿсемпе палăрт-ха хастарлăхна, тархасшăн турă пул.Эс ху та Акасапар вырăсла тата француцла перкелесе яратăн.Украин чĕлхи çинчен каламас та, вăл санăн аму чĕлхи пекех.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.29 14:25
Чĕлхе çинчен калас пулсан, Акасапар-хăта, пирĕн тăрăхра чĕлхесен пĕртанлăх саккунĕ пур вĕт.
Agabazar // 2355.85.7661
2014.01.29 15:06
Agabazar
Ну сăмахлăр эппин çурма вырăсла та çурма "чăвашла" тĕнчене тĕлĕнтерсе: Ни вырăс эп, ни чăваш —хама хам неснайски....

Сайтçăсене аса илтеретĕп: "Борпа" унăн "шайккине" эп хама "эс" теме ирĕк паман.
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.29 15:37
Акапасар,пустуй ан кутăшлан ĕнтĕ.Платон е Аристотель каланă сăмахсене чăвашла куçармасан та юрать пуль.Тимĕр çĕр çын таран сурхурине пухма пултарнă пулсан ку тĕлĕнмелле капашсăр пысăк ĕç.Пулăшăр ĕçлекенсене.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.29 19:53
Акасапар хăта "шайккине" темесĕр сăмах тупимарăн-и? Санăн сăмахсен пуххи( словарный запас) пуян пулмалла пек. Эпĕ сана хисеплесе "Акасапар каманди" тесе çырап вĕт.
РЕЙ // 3231.25.3302
2014.01.30 19:30
Кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ. Кам туса лартма ăста , кам тĕрĕс ишсе антарма ăста. Ăстасем пур çĕрте те кирлĕ.Тума пĕлекен ишме те пĕлет, ишме пĕлменни тума та пĕлместь.
Тимӗр // 2159.72.9502
2014.01.30 22:42
Тавах Акапасар."По делам надо судить,а не по словам "-тени сана пырса лекнине пĕр эсĕ çеç систертĕн.Мĕнех,тен тĕрĕсех те пулчĕ пуль.Таки пĕр пĕчик хăв тунă ĕç пирки пире каласа хавхалантараймарăн.
Agabazar // 3926.72.5424
2014.01.30 23:35
Agabazar
"По делам надо судить,а не по словам " Кам та пулсан çак сăмахсене чăвашла куçарма Тимĕре пулăшсамăр, тархасшăн!!!

Страницăсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики