Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Без книг тяжко.
(В.И. Ленин)
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273936 просмотров

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимӗр // 2903.1.6053
2013.12.08 22:14
Чăваш чĕлхине хирĕç кĕрешекеннисене ăçтан щыраса тупрăн тата ,Акапасар?Каллех тăшмансене шыран?Хăв çемьере тата кÿршĕсемпе тата урамара ытти нумай патриотсем пек чăвашла калаçма хал çитереймерĕн пулсан татах кама айăплпнан?Вĕрен Илле-паттăртан.Тымарланран.
Agabazar // 3576.06.6424
2013.12.09 06:17
Agabazar
Ще не вмерла Украйына,
Хай живе и геть руина!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.09 09:26
Акасапар пуш параппан,çакăнпа килĕшетпĕр те унăн опусĕсене(суясăмахĕсене)вулама пăрахаппăр.Тутарсем те, дагестанецсем те,çармăçсем те ыйтаççĕ:хăв мĕн турăн?Акасапар цитатăсемпе тăрантарчĕ ĕнтĕ,çитет пулĕ.Тинех ăнлантăм Акасапар пухусенче сăмах мĕншĕн илменнине:пăсăлнă çăмартапа е йÿçĕ помидорпа перетчĕç ăна.
Agabazar // 1254.18.8959
2013.12.09 15:11
Agabazar
Гімн України
"Ще не вмерла Україна"

Ще не вмерла України, ні слава, ні воля,
Ще нам, браття українці, усміхнеться доля.
Згинуть наші вороженьки, як роса на сонці,
Запануєм і ми, браття, у своїй сторонці.

Душу й тіло ми положим за нашу свободу,
І покажем, що ми, браття, козацького роду...

Тĕппипех ак кунта пăхăр: http://www.pesnihi.com/u/ukrainskie ... ie_gimn_ukraini.html




Тимӗр // 2240.83.2281
2013.12.09 21:56
Маттур Акапасар тăванăм.Хохолсем пекех.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.11 10:01
Акасапар хăта!Валери Туркайпа тепĕр пĕр-ик çамрăк поэта илĕр те кайăр в Мать городов русских.Ахăртнехъ поэтсен мĕнле те пулин хĕрÿ йĕркесем çуралĕç.Аттун тахçанах пулать ним те çырăнмаç вĕсен.Енчен те хăв та поэта тухса кайăн. Мĕнле янăрать: чăваш-сувар-пулкар халăхĕн( Акапасар тăрăхĕнче çутă кун курнă) кăвар чĕреллĕ поэçи-юрăçи АКАСАПАР.
Атнер // 3913.58.4645
2013.12.11 10:44
АКАСАПАР! Остап Бендер калашле:конгениально!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.19 11:01
Акасапар, эс ма вара Украина Гимнне кашни темăра банлаттаран? темăпах калаçма тăрăш-ха.
Agabazar // 3237.07.0842
2013.12.19 14:48
Agabazar
bor1959, эсир ма вара кашни темăра "эслететĕр"? Темăпах калаçма тăрăшăр-ха, тархасшăн.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.19 15:35
Акасапар хăта, эп вулама ытлах пĕлмес украин чĕлхипе. Ку:"Гімн України
"Ще не вмерла Україна"

Ще не вмерла України, ні слава, ні воля, "- конгресс темипа-ши вара?

Страницăсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, ... 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики