Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Призвание художника - бросать свет в глубину человеческого сердца.
(Р. Шуман)
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273915 просмотров

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 2073.68.7975
2013.10.28 22:22
Админа: Ун чухне Станьял вăйпа чупса кĕрсе кайса сăмах хăй илчĕ-ку пĕрре.Аксара:"Фёдоров ларатчĕ пулин те, Аслă пухăва лекме нимĕнле йывăрлăх та çукчĕ."-ун чухне тумтирне улăштарнă "чекистсем-служба Безоп"çавăн чухлĕ пулнă, что Аксар шутласа иличчен ăна ярса илнĕ- ку иккĕ. Çавăнпа çырма пуçличчен информацие пĕлмелле-ку виççĕ. Тавай туслашар, тăвансем.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.10.29 13:32
ЧНК асла пухаве пирки чанах та информаци курмарам,илтмерем эпе, радиопа та, телевиденипе те... теленмелле ("Сапла пултар передачасар" пусне). Ялт сынсем пелмессе те мен вал ЧНК иккенне.
Атнер // 2877.23.7586
2013.10.29 13:41
Этот комментарий удален. Причина: кӳрентерӳ пур
2013.10.29 18:03
Аксар Чунтупай
"Кибеч вăл çыравçă, музыкант. Нимĕнле "...радикал" та мар вăл. Çавăн пекех Угаслвпа Ивантаев та нимĕнле "...венниксем" мар."

Вĕсен политикăлла тавракурăмне пăхса каланă кунта. Профессипе ĕç-хĕл çинчен пĕр сăмах та пымасть-çке.Текста кăштах ăнланма тăрăшмалла!
2013.10.29 18:05
Аксар Чунтупай
Икĕ идеологи тавлашăвне уçса парас тесе çапла каларăм эпĕ. Кам радикал , кам государственник кунта - хăвăр татса парăр. Анчах та пур япалана ма çук теес-ха... Тата ку сăмахсенчен пĕртте сехĕрленсе ÿкме кирлĕ мар... Никама та ярлăк çакса яман (эпĕ). Тата нимле усал шухăш та çук çак сăмахсенче. Ырламалла çеç çакăн пек идейăсем пурришĕн. Хăравçăлăх туйăмĕ юнра çав пирĕн...
2013.10.29 19:21
Аксар Чунтупай
Национал-радикал - наци идеййине пĕрремĕш вырăна лартакан, ăна пурнăçлассишĕн тăрăшакан, нацилĕхе хÿтĕлекен.
Национал-государственник - патшалăхлăх идеййине пĕрремĕш вырăна лартакан, патшалăх интересĕсене (пĕрлĕхпе суверенитетне)хÿтĕлекен. (Паллах, Раççейĕнне, мĕншĕн тесен Чăваш Республикин Конституцийĕнчен çак ăнлав тухса ÿкрĕ).
Agabazar // 2720.98.9610
2013.10.29 20:03
Agabazar
Эпĕ национал-радикал тенинчен ним чухлĕ те хăрамастăп.

Анчах та, ИМХО, Кипечĕн те, Ивантаевăн та, Угасловăн та нимĕнле политикăлла ориентирсем те çук. Паян -коммунист, ыран антикоммунист, унтан -радикал, унтан татах такам... Танлаштарăр:Владислав Сурков:"Политика енĕпе эп вырăс".
Якур // 1615.44.1958
2013.10.30 11:11
Акасапар,санăн Илле тете радикал-националист-и е çук? Интервьюне питĕ тимлĕ итлерĕм.Ну кун пек курайманлăх ун ăшĕнче В.Клементьев çуратать пулсан,Иллепе мĕн çинчен конструктивлă калаçма пулать.Клементьев та 5 ача ашшĕ,пурнăçне комсомолта та совет пичечĕнче те сутман(тата нумай калама пулать Илле пирки те хуратас тесе калас пулсан).
Якур // 1615.44.1958
2013.10.30 11:14
Тепĕр конгресс пирки калаçать, хăйсем 100 пин тенкĕ пухимаç. Пулман япалана ма каламалла. Комсомолта пĕрле алхаснă хăйсем М.Красновпа тата А.Леонтьевпа. Халь тин критиклеме пуçларĕç. Малтанах ăçта пăхнă эсир, Киремет пурне те курса тăнине ма асра тытмастăр?
Agabazar // 2381.77.4788
2013.10.30 12:03
Agabazar
Якур:"Акасапар,санăн Илле тете радикал-националист-и е çук?" Ăçтан илтнĕ эсĕр кăна? Шовинистсен çăварĕнчен, паллах! Илле-им-ха вăл Кавказ хĕрарăмĕсене виççĕмĕш ачашăн штраф тÿлеттермелле текенни? Мигрантсене концлагерьте усраканни те вăлах-и? Йĕри-тавралла "чурккă", "хаччик", "чрношоппăй" тесе сÿпĕлтетекенни те вăлах-и?

Страницăсем: 1, ... 19, 20, 21, 22, 23, [24], 25, 26, 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики