Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Я не против полиции, я просто боюсь ее.
(Альфред Хичкок)
 

«Хыпар»: Ял пурӑнсан - чӑваш пӗтмест

«Хыпар»29.10.2013 09:2729015 просмотров

Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.

Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те. Пысӑк пайӗ хӑйне вырӑс тенӗ. Шутлавҫӑ ыйту памасӑрах ҫырса хунӑ. Халӑха демократи панӑ-ҫке. Кирек хӑш нацие те суйласа илме пултаратпӑр. Чӑн та, ҫавнашкал шухӑш тытнисенчен ытларахӑшӗ федерацин патшалӑх чӗлхине килӗштерет.

Республикӑри 814750 ҫын 2010 ҫулта чӑваш пулсах пурӑнас тенӗ. Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, кунашкал шухӑшлисен хисепӗ татах пӗчӗкленчӗ. Тутарстанра - 116252, Пушкӑртстанра - 107450, Чӗмпӗр облаҫӗнче - 94970, Самар енче - 84105, Тюмень облаҫӗнче - 25690, Эрӗнпур, Мускав, Сар ту хутлӑхӗсенче - 12-шер пин ытларах, ытти регионта 3-11-шер пин ҫын хӑйӗнче чӑваш юнӗ юхнине уҫҫӑн пӗлтернӗ.

Тулашри чӑваш республикӑринчен хӑвӑртрах хухать. Ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран кайсан мӑнукӗсем вырӑса тухаҫҫӗ. 1990 ҫулсенче унти йӑхташӑмӑрсене чӑвашла вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ку ӗҫ начарланчӗ.

Чӑваш халӑхне ҫӗр питӗнчен ҫухаласран упраса хӑвармалли вырӑн - республикӑмӑртах. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял-поселокра 499,8 пин /Чӑваш Енре пурӑнакансен 40,2 %/ ҫын пурӑннӑ. Ку хисепрен Улатӑр, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Комсомольски, Етӗрне районӗсенчи, ытти ҫӗрти вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсенче пурӑнакан 70 пин ҫынна кӑлармалла. Ҫапла вара яллӑ вырӑнта 429 пин майлӑ чӑваш пурӑнать.

«Чӑвашлӑх - ялта. Ял пурӑнсан чӑваш пулӗ, йӑх тӑсӗ», - тенине час-часах илтетпӗр. Хулана куҫнӑ чӑваш ачи пурӑна киле пур пӗр вырӑсланать. Чӑваш чӗлхине упракансем, ӑна ламран лама тӑсакансем - ялта. Халӑхӑмӑр шанӑҫӗ - ялти ҫамрӑк ҫемьесенче.

Шел те, иртнӗ ҫирӗм ҫулта ялта ача ҫураласси ҫуллен чакса пычӗ. Вилекене ытларах шута илнӗ. Каялла чакни халӗ те ура хурать /Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче ҫеҫ ҫуралакан вилекенрен нумайрах/. Чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине хӳтӗлеме тивӗҫлӗ республика влаҫӗн ял ҫыннисен шутне ӳстерес тӗлӗшпе сулмаклӑ утӑм тумалла. Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлесе хӑварас тӗллевпе патшалӑх программи йышӑнма сӗннӗччӗ. Тен, чӑваш чӗлхине вӑл ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӗ?

Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме чӑрмантараканни пайтах. Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркасси /Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ/, Кӳкеҫ, Ҫӗнӗ Тренккасси, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗсенчи шкулсемпе ача сачӗсене ҫитсе кӑсӑклантӑм. Вӗрентекенсемпе ача пӑхакансем шкул-садикре е вӗсен тулашӗнче /чӑваш чӗлхи урокӗсемсӗр пуҫне/ ачасемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫаҫҫӗ. Хыркассинчи ача пахчин ертӳҫинчен: «Чӑваш ачисемпе мӗншӗн вырӑсла ҫеҫ калаҫатӑр? Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫма район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен хушаҫҫӗ-и?» - тесе ыйтрӑм. «Вырӑсла ҫеҫ калаҫма ашшӗ-амӑшӗ ыйтать. Вырӑнти влаҫ органӗнчен никам та хушман», - пулчӗ хурав. Чӑваш ялӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачине вырӑсла кӑна калаҫтарма ыйтать тенине ӗненме йывӑр.

Ялта ачасем пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе тата ҫемьере тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсмесен каярахпа унран писесси куҫ кӗрет. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче кӑна тӑван чӗлхене юратма вӗрентеймӗн. Вырӑслатас туртӑм ытти чӑваш районӗнче те вӑй илнӗ. Райцентрсенче пур чухне те тенӗ пекех - шкул-садикре, вӗсен тулашӗнче, ҫемьере - республикӑн иккӗмӗш патшалӑх чӗлхипе /вырӑсла/ калаҫаҫҫӗ. Пӗр енчен - лайӑх: хамӑр ҫӗр-шыв чӗлхине сума сӑватпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин пӗрремӗш чӗлхипе калаҫманни е калаҫайманни пӑшӑрхантарать. Ҫулсем иртнӗҫемӗн чӗлхемӗр иксӗлес хӑрушлӑх ытла та пысӑк.

Ял ҫынни лайӑхрах пурӑнтӑр тесе федераципе республика хыснинчен социаллӑ тӗрлӗ программӑна пурнӑҫлама, аграрисен тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма укҫа ҫуллен уйӑраҫҫӗ. Анчах вӑл ял пурнӑҫне палӑрмаллах лайӑхлатма ҫителӗксӗр. Ахӑртнех, чӑваш ҫавӑнпах ӗрчесшӗн мар. Хӑйне патшалӑх лайӑхрах пӑхсан ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ытларах ҫавӑрӗччӗ, ача нумайрах ҫуратӗччӗ. Федераципе республикӑран паракан амӑшӗн капиталне ырлатӑп. Унпа - 500 пин тенкӗпе - нумайӑшӗ пӳрт тума усӑ курать. Анчах укҫа перекетлесе пысӑк мар ҫурт-йӗр ҫавӑрма та 1,5 млн тенкӗрен кая мар кирлӗ. Нумай ҫамрӑк шухӑшласа пӑхать те чӑматан ҫӗклесе хулана ҫул тытать. Хваттер туянмалӑх кӗмӗл ӗҫлесе илме ӗмӗтленет, ҫемье ҫавӑрать, общежитире е ҫын патне хваттере кӗрсе пурӑнать. Ачисем тӑван чӗлхене ӑша хываймаҫҫӗ.

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк тӑван вырӑнтах пурӑнма юлтӑр тесен мӗн тумалла? Ӑна районта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле. Унта тӗрлӗ производство ытларах уҫасчӗ. Кашни ҫын валли ӗҫ пултӑр. Ӑна шыраса тӗнче касса, алӑ тӑсса ан ҫӳретӗр. Ял-йышпа пурӑнӗ, тӑван чӗлхе те упранӗ.

n Юрий МИХАЙЛОВ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Петюк пичче // 4186.57.1361
2013.12.27 22:30
Аре. Юр хырасси Agabazarа тивĕçлĕ еç мар! Апла иккен! Еç çынна илем курет, нимĕнле ĕç те алă çумне çыпаçмасть тееççĕ. Компьютер умĕче ларнă чухне Agabazar кутне шăрпăк кĕтĕр!
Agabazar // 4026.06.7415
2013.12.28 00:14
Agabazar
Юр хырас тата тислĕк хырас ĕçсене Акапасар юратать çеç мар, хушăран хушă пурнăçлать те.

Анчах та çавнашкал ĕçсемпе çеç чăваш пурнăçне майлаштарса яма çук. Ыттисен сумлă, престижлă, пысăк пайта кĕртекен ĕçсене тумалла та, чăвашăн вара пăх хырса çÿресен те çитет-шим?

Çук, хамăн халăха эп унашкал шăпа сунмастăп!
Тимӗр // 2338.0.9813
2013.12.28 21:56
Акапасар,ухмаха ан пер.Никам та сĕнместь халăха çав ĕç шайне кăна антарса лартмалла тесе.Вула БОР мĕн çырнине тепĕр хут.Ирех тăрса юр хырать вăл.Кайран ĕç вырăнĕнче.Пушă вăхăтра чăвашсем ирттерекен тĕрлĕ пухусене ĕлкĕрет.Укçа тÿлемеççĕ ăна чăвашлăхшăн тăрăшнăшăн.
Agabazar // 9987.4.6323
2013.12.28 23:11
Agabazar
Ну, хытă савăнтартăр, Тимер юлташ. :-)

Атту эп хăраса ÿкнĕччĕ "бор" пуйса каясран. Слапух Турра, ăна пĕр пус укçа та памаççĕ иккен. Ĕнтĕ тинех кăмăлăм тулчĕ. :-)

Тĕрĕс, ма памалла чăвашлăхшăн тарăшакансене укçа-тенкĕ. Выçса вилччĕр эппин вĕсем пĕреххут: хăйсем те, ачи-пăчи те. Вăт çаванашкал хĕрхÿ кăмăл кунта... Те кулмалла, те йĕмелле...
Якур // 2305.71.4689
2013.12.29 00:18
Петюк пиччепе Тимер ыйтăвăн тымарне кураççĕ пек туйăнать.Анчах Акапасар кутăна переть те переть. Хăй чăвашлăхшăн мĕнех тунине нимпе те палăртимасть, пурпĕрех укçа çинчен çырать те çырать. Акапасар çырать:"Ыттисен сумлă, престижлă, пысăк пайта кĕртекен ĕçсене тумалла та,". Аре,кам чарать сана та пысăк пайта кĕртекен ĕçсене тума, тыт та ту.Анчах Акапасар-хăта, "пысăк пайтана" куçса кайсан эс чăвашлăхшăн "çунма" пăрахăн. Тем более паян та çунмастăн, компьютерпа йĕм витĕр шăрпăк кĕричченех çырса ларан. Ку чăвашлăхшăн ĕç туни мар, ку виртуаллă фобия.
Тимӗр // 2582.83.0381
2013.12.29 21:28
Чăвашлăхшăн чунпа ĕçлемелле ,Акапасар юлташ.Пачăшкăсенчен тĕслĕх ан ил.Бизнес ан ту чăвашлăхшăн кĕрешем пек туса.20çул хушшинче çур миллион çухатрĕ чăваш çав спекулянтсене итлесе.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.30 11:19
Акасапар укçасăр утăмсем тумаç.Вăл профессионально ĕçлесшĕн, профессиональсене укçа тÿлемеллех тесшĕн вăл.Ав футболист-профессионалсем эрнере пĕр-ик хутчен выляма тухаç те уйăхне 150 пин Евро кăсьере вĕсен. Акасапар мĕнрен кая, тоже профессионал.
Тимӗр // 3137.79.3249
2013.12.31 14:14
Çапла çав.Чăвашлăхшăн ĕçлессинчен нумайăшĕ професси туса хучĕç çав.Çавăнпа ,тен 20 çул хушшинче чăваш шучĕ çур миллиона яхăн чакрĕ.Пирĕн асаттесем чăвашлăхшăн тесе ĕçлемен.Пурăннă çеç чăвашла.Çавăнпа упраннă.
Тимӗр // 3137.79.3249
2013.12.31 14:29
Çапла çав.Чăвашлăхшăн ĕçлессинчен нумайăшĕ професси туса хучĕç çав.Çавăнпа ,тен 20 çул хушшинче чăваш шучĕ çур миллиона яхăн чакрĕ.Пирĕн асаттесем чăвашлăхшăн тесе ĕçлемен.Пурăннă çеç чăвашла.Çавăнпа упраннă.
Петюк пичче // 4186.57.1361
2014.01.09 13:18
Чăваш çынни нихăçан та хура ĕçрен пăрнман."Икĕ алла пĕр ĕç", "Куç хăрать те -ал тăвать", "Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр", "Нимле ĕç те алă çумне çыпçанмасть"... Ялти урамсенче юр хырни- интернетра палкаса ларнинчен усаллăрах.

Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики