Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Развитая технология неотличима от магии.
(А.Кларк)
 

«Хыпар»: Хӑлхана «хӳптӗрлерӗ» Хэллоуин...

«Хыпар»08.11.2013 13:0720218 просмотров

Паян шкул ачисемпе ҫамрӑксем чӑваш уявӗсене, йӑли-йӗркине, культурине мар - анӑҫран килнисене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, чӑн та, Хэллоуин тени хӑлхана «ҫӗртрӗ». Радиопа та ун пирки калаҫҫӗ. Телеканалсем те /уйрӑмах ҫамрӑксен «Дисней» каналӗпе/ асӑннӑ уява епле палӑртнине кӑтартаҫҫӗ. Шкулсенче те уявлаҫҫӗ ӑна халӗ. Юпан 31-мӗшӗччен ачасем ятарлӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, кавӑнран сӗтелҫи ламписем хатӗрлеҫҫӗ. Интернетра кирлӗ материалсем пухаҫҫӗ. Хэллоуина хӑйне евӗр бал-маскарад тейӗн: кам кӑна ҫук-ши унта? Вупӑр, юмӑҫ, усал-тӗсел, ар ҫури, юн ӗҫен, усал кушак, тухатмӑш... Юн ӗҫенсен аллисем «хӗп-хӗрлӗ», вупӑр карчӑксен ҫӑварӗнчен ҫутатакан асав шӑлсем курӑнаҫҫӗ. Сӗтел ҫинче - «ҫутатакан» кавӑнсем...

Хэллоуин Самайн уявпа пӗрешкелтерех. Самайн авалхи ирланд чӗлхинчи Samhain сӑмахран пулнӑ, «ҫу вӗҫленнӗ» тенине пӗлтерет. Каярах вӑл Ирландире чӳк уйӑхӗн ятне ҫаврӑннӑ.

Оксфорд фольклор словарӗпе килӗшӳллӗн Самайн Британи утравӗсем ҫинчи пур халӑхӑн уявӗ те пулнӑ. Вӑл вилӗмпе тата тӗлӗнтермӗшсемпе ҫыхӑннӑ. VIII ӗмӗртен вара Пӗтӗм ҫветтуйсен кунне уявлама тытӑннӑ. Самайна та, Хэллоуина та юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле уявлаҫҫӗ. Шотландире тата Ирландире паянхи кунчченех вилнисене лӑплантарма ятарлӑ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче мӑн аслашшӗ-мӑн асламӑшӗ, йӑхташӗсем пирки халап каласа параҫҫӗ.

XVI ӗмӗрте юпан 31-мӗшӗнче килӗрен ҫӳресе пылак ҫимӗҫ ыйтасси йӑлана кӗнӗ. Ачасемпе аслисем пусмаран ӑсталанӑ маска тӑхӑннӑ, кӑштах ашкӑннӑ та. Ятарлӑ тумпа ҫӳресси, «Джек лампине» тӑвасси XIX ӗмӗр вӗҫӗнче - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ. Каярах Шотланди тата Ирланди ҫыннисем АПШна куҫса кайма тытӑнсан Хэллоуин унта та сарӑлнӑ.

«Ҫутатакан» кавӑна хатӗрлесси кельт йӑли-йӗркинчен куҫнӑ. Вӑл чунсене тасатмӑша ҫул тупма пулӑшать-мӗн. Шотландире ҫарӑк Хэллоуин палли пулнӑ. Анчах Ҫурҫӗр Америкӑра ӑна йӳнӗрех тата меллӗрех ҫимӗҫпе - кавӑнпа - улӑштарнӑ. Америкӑра асӑннӑ ҫимӗҫрен 1837 ҫулта пуҫласа лампа хатӗрлени паллӑ. Сӑмах май, АПШра касса вакланӑ кавӑн Хэллоуин «киличченех» пахча ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртнин паллисенчен пӗри шутланнӑ. Хэллоуина уявланӑ чухне чылайӑшӗ Муми тумне тӑхӑнать. Кил-ҫурта катемписемпе праҫник сӗмне кӗртеҫҫӗ. Хэллоуинӑн тӗп паллисем - вилӗм, усал-тӗсел, оккультизм тата монстрсем. Йӑлана кӗнӗ тӗссем - хура тата хӗрлӗрех сарӑ. Кавӑнран хатӗрленӗ лампа усал-тӗселе хӑвалама пулӑшнине халӑх питӗ ӗненнӗ.

Халӗ Америкӑран, Аслӑ Британирен Чӑваш ҫӗрне таврӑнма вӑхӑт. Пӗр вӑхӑт Раҫҫейре Хэллоуин уявне ирттерме чарнӑ. Халӗ ҫак йӑла шкулсене каллех таврӑннӑ. Аваллӑхпа кӑсӑкланакансем пӗлтернӗ тӑрӑх - чӑваш хутлӑхӗнчи хӑш-пӗр ялта та Кавӑн уявне палӑртасси йӑлара пулнӑ. Тепӗр тесен чӑвашсем те юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче - чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вилнисене асӑнаҫҫӗ. Ӗлӗкрех выльӑх пусса юн кӑларса чӳк тунӑ, ҫурта ҫутнӑ. Ҫакӑ, килӗшӗр, Хэллоуина аса илтерет.

Шел те, шкулсенче паян чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗрки, уявӗсем валли вӑхӑт сахал уйӑраҫҫӗ. Чӳк, Уяв Ҫинҫе, Сурхури /Раштав/, Улах, Акатуй, Аслӑ вӑйӑ, Ҫимӗк пирки ҫамрӑк ӑру питех тӗшмӗртмест.

Ҫапах та пӗлӳ ҫурчӗсенче ҫамрӑксем валли мӗнле уяв йӗркелесе ирттерме пулать-ха? Ача сачӗсенче хӗле ӑсатнине - Ҫӑварние - палӑртасси йӑлана кӗнӗ-ха. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче аслӑ классенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ. Питӗ аван ку! Аслӑ классенче вӗренекен хӗрсемпе каччӑсем Сурхури /Раштав/ уявлама пултараҫҫӗ. Унта вӗсем юмӑҫ яма /паянхилле/, юрлама, ташлама пултараҫҫӗ. Уява ҫӗнӗлле сӗм кӗртни те пӑсӑк пулмӗ. Пуҫаруллисем, тен, Улах йӗркелеме те мехел ҫитерӗҫ. Унта хӗрсен ал ӗҫӗ тума та, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те май килӗ.

Анӑҫран килнӗ уявсене тиркессӗм килмест. Вӗсем тем пек аван пулсан та хамӑр йӑла-йӗрке манӑҫса пынӑшӑн чунӑм ыратать.

Роза ВЛАСОВА

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 6906.2.4252
2013.11.16 15:10
Agabazar
<<Timer // 4204.84.9922
2013-11-16 11:16
Акапасар,эпĕ каласшăнчĕ эсĕ...>>
Акапасар сирĕншĕн ниепле те эс пулма пултараймасть..
Agabazar // 6906.2.4252
2013.11.16 15:12
Agabazar
<<bor1959 // 1039.8.4424
2013-11-16 10:00
Акапасар, хăвна...>>
Акапасар сирĕншĕн ниепле те "эс" пулма пултараймасть
Agabazar // 6906.2.4252
2013.11.16 15:28
Agabazar
Хăлхана нимĕнле Хеллоуинсем те хÿптĕрлемен. Хăлхана хÿптĕрленисем — пачах урăххисем. Пĕр енчен "чăвашлăхшăн кĕрешнипе" каçса кайса каппайланакансем (Арххиппăфпа тата Илле Ивановпа "кĕрешнине" çавăн вырăнне хураççĕ). Тепĕр енчен — пысăк укçаллă влаçа каçса кайса мухтаса тÿрре кăларакансем...
Agabazar // 6906.2.4252
2013.11.16 15:35
Agabazar
bor1959:"...чăвашлăха хăйĕнпе кăна ассоциировать тума..."Чăвашлăха никампа та "ассоциировать" тума кирлĕ мар: вăл е пур, е çук. Вăл Хеллоуинра та пур пулма пултарать, Акатуйра та ун шăрши тĕппипех çухалма пултарать. Калăпăр, "чăваш чĕлхи чечекленет" тесе каппайланса ларсан.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.16 19:55
Акасапар,кун пек кутăнлашан пулсан,маншăн эс яланах Эсĕ.Кун çинчен çырма чарăн.Тема сан çинчен мар.Тара тыт журналиста, сан çинчен çыртăр статья.Вара сÿтсе явăпăр Акасапар персонине.Чăвашлăх темипе çырнă страницăсенче сан çинчен калаçар мар.Сан персону кăшт хавшакрах. Заяви о себе сильно, тогда будешь признан чувашским сообществом.
Agabazar // 1230.05.4883
2013.11.16 20:25
Agabazar
<<bor1959 // 1039.8.4424
2013-11-16 19:55
Акасапар,кун пек кутăнлашан пулсан,маншăн эс яланах Эсĕ...>>
Вăт-вăт, тахçанах çапла калаççĕ ăна! Атту ялан пĕр юрă: халах йăли , халах йăли, халăх йăли, Волков академик... тата ытти çавнашкал темтепĕр....
Якур // 1484.93.3620
2013.11.16 21:25
Чăн та кутăнлашакан çын нихçан та "Эсир" пулимаç пуль.BOR,Ну кала
ĕнтĕ Акасапара пĕрре "Эсир" тесе, чунĕ кантăр. Анчах Станьял
пичче те, Лукианов Микулай пичче те, Кипеч пичче те калаçнă
чухне ним шикленмесĕр "Эс" тесе калаçаççĕ.Маншăн ку япала не критично.
Тимӗр // 2094.41.1087
2013.11.17 19:58
Станьял,Мадуров,Праски Витти,Юхма,Кибеч кÿренмеç Эсĕ тенĕшĕн.Пĕр Акапасар кăна "урать".Сисетĕр-и:чăваш мар пулмалла хисеплĕ Акапасар.Француз пуль?
Якур // 2243.99.1022
2013.11.17 23:33
Акасапар хăйне виртуаллă тесе килĕшрĕ, вара виртуаллă япала мĕнле "Эсир" пулма пултарать?
Agabazar // 3232.44.4599
2013.11.18 05:08
Agabazar
Вăт-вăт, сапла çав! Каллех "поймали на слове"! <<Якур // 2243.99.1022
2013-11-17 23:33Акасапар хăйне виртуаллă тесе килĕшрĕ, вара виртуаллă япала мĕнле "Эсир" пулма пултарать?>> Виртуаллă пулсан, бомж пулсан, чухăн пулсан, чăваш пулсан, пуçлăх пулмасан, президент пулмасан, прокурор пулмасан, судья пулмасан — мĕншĕн çынна "Эсир" тесе тертленес: "Эс" тени те çитет! Вăт, пурăнатпăр çапла...

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики