Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Можно устать от мужчины, от его денег - никогда.
(Мавпа)
 

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2333705 просмотров

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3036.35.7021
2013.11.29 06:31
Agabazar
Светлана И.:"Надо же, чувашскому языку деньгами заманивают." Калап вĕт çапла тесе: "шпийон" пек çын каланине хăлхана чиксе çÿрекенсем пур авă — чăваш чĕлхипе чăнласах пурнăçра усă курас текенсем çукрах... "Надо же" текелеççĕ мар-и!

Чĕлхе пĕлекен çынна хавхалантарасси — пиртен тухнă йăла мар!
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.29 09:10
Тимер калашле пĕтĕмпех хамăртан килет тени каллех тĕрĕс пулнине палăртать лавккасенче чăвашлăха хисеплени.Нимле хуçа та хушса тÿлемĕ сутуçăна чăвашла пĕлнишĕн.Çулталăкра пĕр-ик çын кăна ыйтать чăвашла.Тымарлан пек принципла таварне илмесĕр тухса кайаканни кам пур?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.29 10:37
"Чĕлхе пĕлекен çынна хавхалантарасси—пиртен тухнă йăла мар!"-тет Акасапар.Тĕнчере темле Йăла-йĕрке те пур-тăр.Малтан чăн чăвашсен чăвашла хитре поплемелле кăкăра çапмасăр куллен кун, вара ыттисем те çав пархатарлă ĕçе кÿлĕнĕç.Калаçма ыйтни, хистени нумаях пулăшаймĕ.
Agabazar // 1282.28.0352
2013.11.29 13:27
Agabazar
Атнер:"...пĕтĕмпех хамăртан килет..." ĂÇТА РЕЗУЛЬТАТ? Атнер:"... Тымарлан пек..." ĂÇТА РЕЗУЛЬТАТ?
bor1959:"... Малтан чăн чăвашсен..." ĂÇТА РЕЗУЛЬТАТ?
bor1959:"...Калаçма ыйтни, хистени нумаях пулăшаймĕ..." ЫТТИСЕМ ПЕК ыйтса пăхăр-ха, хистесе пăхăр-ха малтан, вара пĕтĕмлетÿсене тăвăр кайран.

Рига мэрĕ Нил Ушаков вырăс хăйĕн ĕçне латыш чĕлхипе туса пырать. http://ru.wikipedia.org/wiki/Ушаков,_Нил_Валерьевич
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.29 17:21
Мĕн результачĕ кирлĕ сана Акапасар.Кашни хăйшĕн яваплă Аслă Киремет умĕече.Несĕлсем ыйтаç санран.Тепĕр тесен результат пур.Нумай чăн патриотсем çемьере чăвашла кăна калаçаççĕ ачисемпе.Акапасарсăр пуçне, паллах.
Вихтăр // 3913.58.4645
2013.11.29 17:43
Атнерпе bor "чарăнăр-ха" калаçма,Результат Акапасарăн кăна пулма пултарать.Результат пулать Тепĕр 100-200-...900 çултан,анчах Акапасарăн.Акапасарăн ку пурнăçра та Нимле Результат та çук,вăл пытанса пурăннипе пулма та пултараймасть.
Вихтăр // 3913.58.4645
2013.11.29 17:51
И.Я.Яковлев та, А.Г.Николаев та яланах каланă:чăвашлăха, тăван чĕлхене аталантарасси кашни чăвашăн тивĕçĕ тесе.Çав шутрах чăваш каччин-Акапасарăн та.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.29 19:30
Акасапар вăл Нил ушаков патне çитет, Шварцнегеггер патне çитет,тата темтепĕр.Хăйĕн патне çитме çеç вăй-хал çитеримаç, тем чăрмантарать ăна.
Agabazar // 5207.6.0431
2013.11.30 08:39
Agabazar
Атнер:"Мĕн результачĕ кирлĕ сана Акапасар." Результатсăр пуçне тата мĕн кирлĕ сире, "сана" тенипе каппайланакан юлташ?

Пурте хуть те мĕнле ĕçре те результатшăн ĕçлетпĕр вĕт.

Алран кайса çеç пултăр теекене "очковтирательство" теççĕ. Кирлĕ мар никама та унашкал ячĕшĕн тунă ĕç!

Паллах, "Сире" теме те вăтанса тăракан çынран нимĕнле пархатар та пулас çук. Нихçан та!
Владимир // 1664.02.6741
2013.11.30 17:33
Журналистăн шалувĕ, ман шутпа, мĕнле чĕлхепе калаçнинчен килместь. Вулакана интереслĕ тăк, вăл вулать. Вулать тăк хаçатăн рейтингĕ хăпарать, бюджечĕ те ÿсет, хальхи журналистăн та шалу укçийĕ хăпарать. Кунта шахтăрипек тоннăшăн тÿлемеççĕ. Чăвашла калаçма пĕлнĕшĕн укçа ыйтма тытăнсан пĕтрĕмĕр вара!

Страницăсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики