Атнер // 3913.58.4645
2014.02.03 08:57 | |
Тымарлан чăваш чĕлхине хÿтĕлесе нумай нуша курнă.Унсăр пуçне никам та цивилизованно,трибуна çинчен кăшкăрмасăр,пиар тумасăр,чиновниксенчен кĕтсе лармасăр судра пире хÿтĕлекенни пулмарĕ. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.03 09:32 | |
АКасапар судсем тăрăх çÿримаç пуль,хавшакрах ун пек паттăрла ĕçсем тума.Тата- унăн вăхăчĕ те çук, Муркаша та виç сехетлĕх кайса килимарĕ вĕт.Тата- интернетăн асамлă тĕнчинче çÿреме те вăхăт самаях кирлĕ.Тата-çăкăр-тăварлăх ĕçлесе те илмелле вĕт. | |
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.03 23:44 | |
Акапăсар, ăçта каянть? Суда-и? | |
Микула // 3913.58.4645
2014.02.04 12:24 | |
Мĕн те пулин тумалла.Уссăр лараттăр интернетра бездельниксем интелигентсем.Чăвашсем вăтанатăр магазинра чăвашла çăкăр ыйтма.Кайăр Хусана курма. | |
Agabazar // 3108.69.5966
2014.02.04 15:33 | |
Микула:"Мĕн те пулин тумалла.Уссăр лараттăр интернетра бездельниксем интелигентсем."
Интернетра эпир лармасан — ыттисем лараççĕ. Кунтан тарнипе никама та хăратаймастăр. Пĕчĕк ачасем пек хăтлантарасшăн çынсене: лешсем хăрушлăх курсанах куçĕсене хупаççĕ -çапла майпа хăрушлăх çухалать имĕш. Е страус пек: пуçне хăйĕн "кайри шăтăкне" чиксе хурать. | |
Agabazar // 3108.69.5966
2014.02.04 15:42 | |
Микула:"Чăвашсем вăтанатăр магазинра чăвашла çăкăр ыйтма."
Хăвăр мĕнлерех-ши? Хăвăра курасчĕ çавнашкал лару-тăрура. Пур кунта сирĕнсĕр те çавнашкал каппайланакансем. Виртуаллă тĕнчере е кăмака çинче пурте паттăр, пурте "улăп"... Микула:"Кайăр Хусана курма." Мĕн курмалли пур унта курмалли? Хусан - Шупашкартан та вырăсларах хула. Шел пулин те. Пурăнакансенчен ытларахăшĕ те вырăссемех. Тăван чĕлхене еплерех аталантармаллине вĕренес тесен Хусана мар, Львова, Таллина, Ригăна кайса курас пулать. | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.05 10:04 | |
Чăвашла ыйтакнсем пайтах.Тымарлан,Илле,Тимер,Арслан,Валем-пур вĕсем.Тимер сурхури ирттерни пирки чăваш телевидени кăтартрĕ.Тĕлĕнмелле.Çавăн чухлĕ маттур чăваш пухăнма пултарнă.Кун пек пулсан тутарсен умĕнче те намăс пулмĕ чăваша. | |
Agabazar // 1608.67.7452
2014.02.05 15:20 | |
Атнер:"Çавăн чухлĕ маттур чăваш пухăнма пултарнă."
Чăнах та маттур иккенне епле меслетпе тĕрĕслерĕр? Пире те паллаштарăр-ха çав меслетпе! Атнер:"Кун пек пулсан тутарсен умĕнче те намăс пулмĕ чăваша." Камсем вара вĕсем, тутарсем, вĕсен умĕнче намăсланса тăма? Ытла та чăваша яланах çĕр çумне лапчăтасшăн-çке ку атнерсем! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.05 16:17 | |
Акасапар пуш параппан çапса ан лар-ха!Хăв мĕн çинчен калаçнине те манса кайрăн пулмалла.Калаçмастпăр прибалтсем çинчен,вĕсем аякра.Пирĕн кÿршĕсем тутарсем,эпир вĕсенчен хавшакрах пур енчен те:пурнăç шайĕпе, лидерсем пуррипе, мăнаçлăх пуррипе,пĕр пĕрне ăнланма тăрăшнипе.Анчах Акасапар пур пулăмсене те хирĕç,мĕншĕн тесен ку пулăма Акасапар пуçарнипе туман.Эпĕ халь кăна ăнланатăп:Акасапар Советсем вăхăтĕнче мĕнлерех карьера тума пултарнине. | |
Тимӗр // 1969.83.4668
2014.02.05 22:06 | |
Тутарсемпе мĕн танлашмалли.Акапасар хăй те лайăх пĕлет.Попробуй тутар лавккинче сутуçă тутарла ыйтсан "скажи нормально"-теме.Шупашкарта Тымарлан чылайччен кĕрешрĕ чĕлхемĕршĕн.Кунти виртуаллă "паттăрсем" айкинчен пăхса чĕтресе тăчĕç.Хăйсене хăйсем лапчăтрĕç. |