Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Выбирая богов, мы выбираем свою судьбу.
(Вергилий)
 

Agabazar: Тӗрӗс ҫырмалли йӗркевсем епле пулмалла?

Agabazar09.02.2014 11:1927628 просмотров

Чӑваш сӑмахӗсене епле ҫырас ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗ пуху ирттернӗ. http://www.youtube.com/watch?v=SIVO ... eature=youtube_gdata

Кун пирки ҫавӑн пекех ак ҫакӑнта пӑхма пулать: http://chuvash.org/news/4844.html

 

Тен, ҫакӑн пирки хӑйсен шухӑшӗсене калас текенсем ҫак Блорумра та пулӗҫ. Атту ав леш хайхи пухӑва хутшӑннисем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ, пӳлеҫҫӗ пӗрне-пӗри. Ҫав вӑхатрах ку пирӗн лаптӑкра вара ҫав ыйтусемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫма пулать. Калӑпӑр, хайхи пухӑва хутшӑннӑ ҫынсен те кунашкал майсем пур. Хапӑл тӑватпӑр!

Ҫавӑн пекех ак ҫак тӗле те пӑхса илме сӗнетӗп: http://pkanash.chv.su/5_92_1.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Migulaj // 5955.7.4537
2014.06.30 16:17
Тĕрĕс çырмалли йĕркевсем тĕнчери чĕлхе саккунĕсене пăхăнса пымалла çеç. Атту пирĕн чекистсем чăваш чĕлхине вырăс чĕлхи çине хуртарасшăн (хунă та ĕнтĕ).
Agabazar // 9141.6.5812
2014.07.21 22:01
Agabazar
Эх, Микулай, мĕн пĕлетĕр-ши эсир "чĕлхе саккунĕсем" пирки.....
Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.22 07:04
Эсĕ вара чăваш чĕлхине вырăс чĕлхине çине куçарса аталантарасшăн пулĕ. Çав сăлтав пирки Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çухалчĕ.
Agabazar // 1554.68.6322
2014.10.31 19:27
Agabazar
Кунта хускатнă ыйтусем тĕлĕшпе çĕнĕ тема. http://chuvash.org/blogs/comments/2181.html

Элĕкре пурăнакан гени Никита Ларионов вĕрентнисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ теме пулать. Тепĕр тесен Элĕк таврашĕнчен тухнă И.А.Андреева та эп гени теме хатĕр. Маншăн шалккă мар. Чĕлхене тăлласа тăрасси çеç пăчлантăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.31 19:59
Акасапар:"Эх, Микулай, мĕн пĕлетĕр-ши эсир "чĕлхе саккунĕсем" пирки....."- пурин пирки те Акасапар çакăн пек сăмахсемпе перкелешеть.Хăй кам-ши? Хăй мĕн ăнланать-ши кунта сÿпĕлтетсе ларнисĕр пуçне? Мĕн тунă-ши хăй пурнăçĕнче?
Agabazar // 1554.68.6322
2014.10.31 22:13
Agabazar
Хăйне "ГЕНИ" теменшĕн кÿренекен тепĕр çын тупăнчĕ иккен.... :-(
Неважно 2 // 1307.33.4992
2014.11.01 05:24
Ма-ра йĕркисем мар? Хăш пĕр чĕлхесенче (якут чĕлхинче) в çук, курăнать Agabazar мĕнле вăл чăваш.

Видно Agabazar какой он чуваш.

http://rus21.info/music/420.mp3
2014.11.01 09:31
Аçтахар Плотников
«Неважно 2», мĕншĕн тесен «йĕрке» текен сăмахан пĕлтерĕшĕсем ытла та нумай. Терминсем тăвас ĕçре унашкаллинчен хăтăлма ыйтаççĕ. Йĕрке вăл «порядок» та. Енчен те «Порядок правил» тенине куçарас пулсан «йĕркесен йĕрки» теме сĕнетĕн-им?
Чăваш чĕлхи çĕнĕ сăмах тăвас енĕпе ытти чĕлхесенчен пĕрре те кая мар. Вăл енчен чĕлхене чухăнлатма кирлĕ мар. «-ев», «-в» аффикссем тухăçлисенчен пĕрисем.
Agabazar // 3638.04.9645
2014.11.05 13:40
Agabazar
Çавăн пекех ак çак тĕле те пăхса илме сĕнетĕп: http://pkanash.chv.su/5_92_1.html

Шел пулин те çак темăна сайт хуçисем кăларса пăрахнă.

Анчах Интернетра пулнă япаласен пурин те копийĕсем пур. "Сохранённая копия" тенĕ çĕре пуссан тупăнать. Адресĕ паллă вĕт!
Agabazar // 3638.04.9645
2014.11.05 13:40
Agabazar
Слапух Турра, Элĕкре Никита Ларионов текен ГЕНИ пурăнать!

Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики