Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Выбирая богов, мы выбираем свою судьбу.
(Вергилий)
 

Владимир: Европӑран вӗренмелли пайтах ха пирӗн.

Владимир19.02.2014 14:0215888 просмотров

Халӗ кашни ял ачи зоопарк мӗнне пит лайӑх пӗлет: тӗнчери мӗнпур чӗрчунпа таҫта ҫити каймасӑрах юнашар хуларах курса килленме пулать.Анчах та кунта эпӗ сире зоопарксем кӑна мар, этемпаркӗсем те тӗнчере пайтах пулни пирки каласа парасшӑн. Суймастӑп, юлашки этемпаркӗ европӑри Брюссель хулинче 1958-мӗш ҫулта "Экспо-58" ятлӑ куравӑшра пулнӑ. Этемсене тискер чӗрчун евӗр тимӗр картара 1936-37-мӗш ҫулсем ҫити таранах Базел тата Турин ятлӑ Европа хулисенче куракана укҫалла курма сӗннӗ. Ку тимӗр картасенче негрсем, индеецсем, эскимоссем тата пигмейсем пулнӑ имӗш. Европеецсем ку этемпаркӗсене талккишӗпех пуҫтарӑннӑ тет, 1929-34мӗш ҫулсенче ҫеҫ кризиса пула куракансен йышӗ чакнӑ пулать. Укҫасӑр кӗртмен ҫав. Чи малтан негрсене 16-мӗш ӗмӗрте аристократсем туянма пуҫланӑ,ҫемьисенче курса йӑпанма, 18- мешӗнчех вара вӗсене Раҫҫее те илсе ҫитернӗ иккен. Петӗр патшан Арапне астӑватӑр пулӗ ха? Анчах та Петӗр патшан арапӗ аристократсен шутне кӗрсе А.С.Пушкин маҫакӗш пулма пултарнӑ! Ку япала вырӑссене япӑхах палӑртмасть, паллах, анчах та пулнӑ-пулнах. Ҫав 18-мӗш ӗмӗртех чи пирвайхи зоопарксем те уҫӑлма тытӑннӑ.Шеремет ӑсчахсем ниепле те упӑтене негртан уйӑрма килӗшмен. ХХ-мӗш ӗмӗре кӗрекен Германи канцлерӗ О.Бисмарк та ҫак этемпарка ятарласа негра пырса курнӑ: упӑтех тесе килӗшнӗ! 1902-мӗш ҫулта Лондон хулинчи зоопарка негрсене сӑнама 800 пин ҫын хутшӑннӑ тет. Шеремет негӑрӗсем ку тыткӑнлӑхра нумаях пурнайман, Европа сиввисене хӑнӑхман - 1912-мӗш ҫулта 27-шӗ вилнӗ. New York Times хаҫат 1904-мӗш ҫулхи кӗркунне картара ларакан упӑтепе негр пирки ҫапла хуравланӑ: иккӗшӗте пӗр ҫӳллӗш, иккӗшӗте пӳрне кӑтартснах ҫӑвар карса шӑл йӗреҫҫӗ. Ак сана,тусам, Европа!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.20 10:19
Паллă тахçанах Европа икĕпитлĕ пулни! Кун пирки çырма та кирлĕ мар. Паянхи кун та вĕсем Раççей çĕршывĕнче пурăнакан халăхсенчен йĕрĕнеççĕ, кулаççĕ теме те юрать! Вĕсем çине ытлашши çаврăнса пăхмасан та юрать! " Европăран вĕренмелли пайтах пирĕн"-тесе кам çырнине ăнланимарăм-ха эпĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.20 11:15
Акасапарăн чунтан-вартан юратнă Европа пур тата ашшĕпе амăшĕнчен ытларах юратнă "незалежная Украина"!Акасапар тем çырма пăрахрĕ-ха Украина пирки, те сăмаххи пĕтрĕ, те юлташĕсем чарчĕç.Пĕлтĕр кĕркунне питĕ "Асса" кайнăччĕ-ха горе-Аналитик!
Agabazar // 2517.68.7378
2014.02.20 12:59
Agabazar
bor1959:"Паянхи кун та вĕсем Раççей çĕршывĕнче пурăнакан халăхсенчен йĕрĕнеççĕ, кулаççĕ теме те юрать!"

Камсем "Раççей çĕршывĕнче пурăнакан халăхсенчен" йĕрĕнни-кулнине пит аван пĕлетпĕр!
Agabazar // 2517.68.7378
2014.02.20 12:59
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: дубль
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.20 14:57
Акасапар:"Камсем "Раççей çĕршывĕнче пурăнакан халăхсенчен" йĕрĕнни-кулнине пит аван пĕлетпĕр!"-тет Акасапар.А мĕншĕн тата Европа умĕнче пуç таятăн,е вĕсенне çулласа илме хатĕр? Манса кайрăн-и,Акасапар,хăв Европăпа Украин çинчен мĕн çырнине?
Agabazar // 2517.68.7378
2014.02.20 15:12
Agabazar
bor1959:"А мĕншĕн тата Европа умĕнче пуç таятăн (таятăр темелле.—А.)..."
Ак çак хура ĕçе тунă услапсем умĕнче пуçăра тайăр эппин....
http://otvet.mail.ru/question/58319364
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.20 15:53
Акасапар эсĕ чăн ухмах е суккăр? Мĕн тума национализм темине хускататăн кунта? Сана чăнах та пăтраштарма ярса панă, эсĕ засланный казачок! Пÿтсĕр!!!Ниме тăман çын,латнă чăваш мар эсĕ,аттун питĕ намăс! "Европăран вĕренмеллипе" тенĕ тема леш "скинхедсем" темипе мĕнле пĕр темăра пулма пултараççĕ?Тавай тата кашни наци хăйĕн тĕслĕхĕсене илсе кăтарттăр( со смакованием!),вара мĕн пулать? Эсĕ,Акасапаркка,мĕн тусан мĕн пуласса ăнланатни?
Agabazar // 2517.68.7378
2014.02.20 16:29
Agabazar
"Европăран вĕренмелле тени" кунта ячĕшĕн, йĕкĕлтесе каланă япала çеç. Тĕрĕссипе Волоча текстĕнче çынсене читлĕхре усрани тата ытти çавнашкал усал ĕçсем пирки сăмах пырать.

bor1959:"эсĕ"
"Эсĕ" мар, "эсир" теес пулать.
Agabazar // 2517.68.7378
2014.02.20 16:29
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: дубль.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.20 16:31
Хушăран мана çак "Акасапар" ят илнĕ çын леш "Pussy Riot" хĕрарăмĕсем(вĕсене хĕрарăм теме хĕнтерех,паллах, ачисене киле пăрахса хăварнă упăтесене-мĕнлерех кăмăллă пресс-конференцинче лараççĕ вĕсем Америкра, ара все проплачено вĕт) пекех туйăнать. Вĕсем пекех сцена, трибуна, известность кирлĕ.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики