Якур // 3256.11.6045
2014.03.24 08:03 | |
Ай уй,пĕтрĕмĕр ку Админпа. Логика текен предмет пур тĕнчере. Тата пур темтепĕр йышши "закон сохранения".Эпĕ каласшăн Севастопольтен Раççей флочĕ кайсан, унта пырса тулатчĕç Америк карапĕсем. Мĕн кунта кунта ăнланманни çук Вĕсен десантнăй карапĕсем уше ишсе çÿреççĕ Хура тинĕсре вырăн шыраса, а вăтаçĕр тинĕсре карапĕсем вуншарăн-вуншарăн.Референдум пирки: вĕсем уш 25 çул референдум çинчен шухăшламасăр çывăрма выртмаççĕ. Крым малтанхи президенчĕ Ю.Мешков психушкăра-тĕрмере те ларса, аран вилĕмрен çăлăнса юлчĕ. | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.24 08:41 | |
Якур,турă пул.Тархасшăн ан хăрат халăха.Пĕрре октябрь уйăхĕнче ÿсĕр матроссем Зимний двореца тустарчĕç те паянхи кун та вырăс халăхĕ ура çине тăраймасть.Мĕн çинчен калаçма пулать вĕсемпе?.Кам та пулин сайт уçса хăйĕн укçипе пĕтĕм чăваш тĕнчине пĕрлештерме пултарать-и Микулай пек? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.24 09:27 | |
Раççей флочĕн карапĕсем Хура тинĕс бассейнĕнчен тухса кайнă хыççăн камсен карапĕсем кĕрсе вырнаçма пултарнине Админăн ăнланмаллах ĕнтĕ. Ухмаха пемелле мар Акасапар пек. Эпĕ астăватăп кунти форумçăпа леш Навальнăй текен персонаж пирки тупăшнине. Вăл калать вăт Навальнăй пирĕн "Ялав" тет.Эпĕ калап:вăл америксен агенчĕ пулнă, пулать те.Вăт америксенчен укçа илмесĕр оппозици çулĕ çине тăнă пулсан, пачах урăхла япала.Укçине илме пăрахать, пĕр сăмах та хирĕç каламасть. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.24 09:33 | |
Атнер хăта,ăнлан.Кунта Якура хÿтĕлесе пĕр-ик сăмах калам-ха. Пĕрремĕшĕ -кунта пĕтĕм чăваш тĕнчине тесен ытлашши пулать(калаçаканни 5 çын),иккĕмĕшĕ-сайт уçакансем паян пит нумай(эпир пĕлменнисем,вăйлăрах сайтсем), виççĕмĕшĕ-маттур,Микулай Плотников,анчах та сайт уçасси шахтăра ĕçленинчен е çар ĕçĕнче хĕсметре вăй хунинчен( именно вăй хурса çар ĕçне тунинчен) нумай йывăр ĕçех мар.Маттур ним те каламас. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.24 12:44 | |
Микула Плотников хăйне евĕрлĕ Олимп чемпионĕ-терĕ "СУВАР"хаçатăн тĕп редакторĕ Малышев Хусанти уявра." CУВАР"хаçата та,конгреса та,тата ыттисене сайт туса панă вăл.Шахтăра ĕçлени кирлĕ.Анчах тĕнче информаци технологипе аталаннине пурте пĕлеççĕ.Микула пулмасан хăçан хăть виртуальнă хамăр шухăшсене наци шăпи пирки палăртăпăрчĕ?. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.24 17:01 | |
Маттур Микула,ним те каламас. Анчах "А" саспалли каланă хыççăн "В" саспаллине каламалла. Микула кăшкăрать вырăс темине хирĕç, мĕншĕн кăшкăрать, хăй те пĕлместь. Компьютер пулмасан, аслă шкулта вĕренмен пулсан навус хырма лекетчĕ-ха унăн та. Навусне Акасапар та хырасшăн мар.Вот парадокс. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.24 21:53 | |
Олимп чемпионне ма навус хыртармалла? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.25 10:19 | |
Муркашра çуралнă Олимп чемпионĕ Валя Васильева-Егорова навус хырать çке, америкри Флоридăра пурнать пулсан та. Микулай мĕнпе уйрăмрах? | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.25 16:08 | |
Эпĕ тата эпĕ пĕлекен юлташсем паянхи кун никам та навус хырмаççĕ. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.25 17:07 | |
Ан хырччăр навус, кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Анчах та выльăх ÿстерсе навус хырнинче ним те начарри çук.Кам вăтанать çак ĕçрен,эпир унпа пĕр çулпа кайимастпăр. Укаслу мĕн ачаран кĕтÿ кĕтнĕ, çын пулнă. Çавăн пекех академик Николаев В.В. |