Ку шывсикки Венесуэлӑра вырнаҫнӑ, ун ҫӳллӗшӗ 1054 метр шутланать. Ниме те перӗнмесӗр юхакан шывӑн ҫӳллӗшӗ — 807 метр. Анхель ята ҫак шывсиккине Джеймс Энджел (Angel) вӗҫевҫӗ ячӗпе панӑ пулать.
Шывсиккине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Эрнесто Санчес Ла Крус уҫнӑ. Анчах та паллӑ вырӑн шутне вӑл ун тавра Джеймс Энджел вӗҫсе иртнӗ хыҫҫӑн кӗнӗ. Паллах, ку шывсиккине унччен те пӗлнӗ. Вырӑнти пемон индей йӑхӗ ӑна «Керепакупай вена» ятпа асӑннӑ пулать. Чӑвашла куҫарсан — «Чи тарӑн вырӑнти шывсикки».
Джеймс ку тӑрӑха алмас шыраса килнӗ теҫҫӗ. Вырӑнти йӑхсем каласа панӑ тӑрӑх шӑп та шай алмас йышши чул ҫак тӑрахра нумай пек пулнӑ имӗш — ҫакна пӗлсе ӗнтӗ Джеймс Энджел вӗҫсе килнӗ те. Анчах, каярах пӗлнӗ тӑрӑх, ку вырӑн алмаспа мар, кварцпа ҫеҫ пуян пулнӑ.
1933 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче хаклӑ чулсем шыракан Джеймс хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле Ауянтепуй сӑрт (кунта вӗсене тепуй теҫҫӗ) ҫине самолетпа ларма шут тытать, анчах ӗҫӗ ӑнмасть, самолётӑн кустӑрми шӑтнине пула сӑрт ҫинчен вӗсем ҫуран 11 кун анаҫҫӗ. Ушкӑнра унӑн арӑмӗ Мария та пулнӑ. Вӗсен приключенийӗ пирки хыпар питӗ хӑвӑрт сарӑлать те шывсиккине ун ячӗпе калама пуҫлаҫҫӗ. Мӗншӗн Энджел мар, Анхель? Вӗҫевҫӗн ячӗ испанла шӑп ҫапла илтӗнет иккен.
Сӑмах май сӑрт ҫинче юлнӑ вӗҫмеке (самолёта) каярах ҫав-ҫавах антарнӑ — 33 ҫул иртсен вертолетпа усӑ курса тавӑрнӑ та Маракай хула музейӗнче юсанӑ хыҫҫӑн Сьютат-Пуливар хулин аэропорчӗ умне вырнаҫтарнӑ.
2009 ҫулта Венесуэла Президенчӗ Уго Чавес шывсиккине вырӑнти йӑхсен ятне тавӑрса пама йышӑннӑ. Ку ӗнтӗ американсен империалисӑмӗпе кӗрешни шутланнӑ. Паллах, тӗнче ку шывсиккине ҫавах малтанхи ятпах пӗлет — Анхель.
Чи ҫӳллӗ шывсикки пулнӑ май кунта туристсем чылай килеҫҫӗ. Ҫитме, паллах, ҫӑмӑл мар — шывсикки Венесуэлӑн чӑтлӑх вӑрманлӑ тӑрӑхра вырнаҫнӑ. Унта сывлӑшпа е юханшыв тӑрӑх кӑна лекме пулать. Ҫулҫӳревҫӗсем валли ятарлӑ турсем хатӗрленӗ — ун шутне Канаймӑна ҫитмелли билет, апат-ҫимӗҫ тата ытти япалан кӗрет. Уйрӑммӑн тӳлесе шывсиккине сывлӑшран пӑхма май пур. Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулсан, паллах, ытлашши нимӗн те кураймӑн.
Анхель шывсиккине ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртнӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Пĕр çĕр çул каялла татах та çÿллĕрех пулнă пулмалла. Анчах та çÿлти пайĕ вăхăт иртнĕ майăн кăштах иксĕлнĕ. Ну тен аялти пайĕ те чул-тăпрапа пытарăннă пуль.
Эпĕ ăнланмарăм, сăмахсене кунта вырăсларан чăвашла Е авалхи чăваш чĕлхинчен вырăсла куçараççĕ. Мĕнле пек сирĕн шутпа? Мĕнле тусан тĕрĕсрех,Невашнă хăта?