Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Неизвестность - самая мучительная из всех пыток.
(А. Мюссе)
 

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4125485 просмотров

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.25 15:52
Акасапар каланинчен кам кама мухтани паллă мар.Акасапар хăта,сана Лушков тете мухтарĕ вĕт,çитместь-и тата? """нацилле" текен нишлĕ пурнăç"-айккинчен кичем ан курăнтăр тесен çанă тавăрса ĕçлемелле,самурайсем,кореецсем тата китаецсем пек.Кун çинчен мĕн калама юрать?Урăхла май çук,Акасапар тăванăм!Ĕçлесен вара "наци" те вырăнта пулать, кульрурă та, социалкă та!
Agabazar // 3645.21.2333
2014.11.29 10:27
Agabazar
Каталонирен килнĕ Эктор çине еплерех сиксе ÿкрĕç тиексем! Чăвашла вĕренекен ачасем тăхăр процент çеç (9%) тени килĕшмерĕ хайхисене!http://www.youtube.com/watch?v=OYXv ... eature=youtube_gdata
Тимӗр // 4916-2612
2014.11.29 21:48
Пăхрăм,итлерĕм Акапасар.Яланхи пекех чăваш чĕлхине мĕнле майпа сыхласа хăварас,аталантарас тесе пире ăнлантаракансем тата чĕнсе калакансем,паллах,килĕнче тата урамра хăйсен ачисемпе вырăсла кăна калаçаççĕ.Икĕпитлĕхе пула пĕтсе пырать чăваш ачи.
Agabazar // 3859.23.2430
2014.11.29 22:18
Agabazar
Намăс мар-и, хăта, çав реçинăна вĕçĕмсĕр туртма?
Тимӗр // 4916-2612
2014.11.29 22:51
Икĕпитленни-хăрушла намăс.
Agabazar // 3859.23.2430
2014.11.30 00:09
Agabazar
Кам икĕпитленет? Угаслов-и? Клементьев-и?

Кама чăваш чĕлхи кирлĕ мар? Алексей Петрович Леонтьева кирлĕ мар-и чăваш чĕлхи? Çавă çĕрĕн-кунĕн ĕмĕтленсе ларать-и юлашки чăваш çĕр çинчен çухаласса кĕтсе? Е Хенначий Арххиппăф тĕлĕкĕнче те чăваша хирĕç шăл хăйраса выртать-и?
Agabazar // 3859.23.2430
2014.11.30 00:09
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: хам катертнĕ: дубль
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361
2014.11.30 02:45
Timer, килĕшетĕп сиренпе. Икепитлĕх хуçалать.
Якур // 3704.66.6171
2014.11.30 08:43
Тимĕр пит тĕрĕс калать, пурин те ачисем килте вырăсла пуплеççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.30 09:53
Акасапара миçе хутчен каламалла:ну кирлĕ мар Архиппăфа чăваш тĕнчи(ыттисене те).Ăна чăваш чĕлхи кирлĕ пулнă "ровно столько" "ровно на сколько этот самый язык" позволяет ему сидеть в Президиуме и в теплом кабинете.Çакăн пирки 10 çул çыратăп,анчах çак ансат япалана ăнланмалла пек ĕнтĕ.Ыттисем те пурте тенĕ пекех çавăн пек.Анчах та чиновник маррисен,ахаль çынсен чăвашлăхшăн чĕри çунса тăни курăнса тăрать.

Страницăсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики