Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Иной бесполезен в первом ряду, но во втором блистает.
(Вольтер)
 

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4125479 просмотров

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2995.71.4272
2014.12.26 21:08
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424 2014-12-26 19:48: <<Аршиновă чăвашла хăшпĕр чăвашсенчен лайăхрах калаçма ĕмĕтленет. Чарăнмасăр 5 предложени калать те ĕнтĕ.>>

Апла-тăк ЧНК Президенчĕ пулса тăрассинчен ăна хăтарас. Пире унашкал чăрмавлă çынсем, чăваш чĕлхипе тертлентерекенсем, кирлĕ мар. Çÿреççĕ унта хăшпĕрисем пустуй хăмпăланса.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.26 21:14
ЧНК преçитентне Акасапара ярас!Аршинăвă çав вырăна кĕрсе çăрăлса çÿреместь пуль ĕнтĕ.Акасапарах хăй пĕлнĕ пек çăрăлтăр!Паллах ним те тăвимаç, хăй хăнăхнă пек ĕçлĕ пулса çÿретĕр.
Agabazar // 2995.71.4272
2014.12.26 21:41
Agabazar
Тавтапуç. :-)
Тульккĕш Акапасар, Пор çапла каланине пула, савăнса кайнă тесе шутламалла мар кунта. :-)

Çитменнине тата вăл (Пор ĕнтĕ) "за здравие" пуçлать те, "за упокой" вĕçлет.
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.26 23:02
Юман тете.Чăвашлăхшăн хăш вăрçра çапăçнă вĕсем?.Аманнă та пуль.Е трибунă çинчен кăшкăрнипех çырлахнă.Саккунпа килĕшÿллĕн судра Иллепе Тымарлан пек чĕлхене хÿтĕлеме мар,пырса ларма та хал çитерейменскерсем.
Agabazar // 2995.71.4272
2014.12.26 23:10
Agabazar
Трибуна çинчен кăшкăракан та кирлĕ.
Халь ун пеккисем те сахаллансах пыраççĕ.

Вăрçа хĕтĕртсе тăракансене, Тимер юлташ, саккунпа айăплаççĕ. Чĕлхĕре чармасан сире те лекме пултарать вăл. Сыхланăр!

Иллене ма Конгреса кĕртместĕр?
Пил Тымарлан хоспочын ăçта çухалнă тата? Ĕлĕкхипех хастар-и? Е, алла илнине кура, урăхларах юрăсем юрлать-и?

Мĕншĕн "Юман тете", мĕншĕн "Юман шăллăм" мар?
Якур // 2483.74.8448
2014.12.27 01:31
Пĕтĕмпех ăнланмалла ку Акапасара,унăн хăйне тыткалани пĕтĕмпех Раççей телевиденине çавра сĕтеле килнĕ Украинă журналисчĕсенни пекех. Пĕтĕм хусканăвĕсем.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.27 09:40
Иллене конгреса кĕме никам та чармасть ман шутпа,Акасапар хăта! Илле вĕт-ха вăл ахаль кĕрсе çÿреместь, ăна "ни много,ни мало" эльтепер пуканĕ кирлĕ конгрессра. Вăл Бор пек,Якур пек,Тимĕр пек кĕрсе çÿресшĕн анчах мар çав. Ăна кирлĕ Преçитиум,эльтепер пуканĕ.Вăл шутлать:"мана хаклама пĕлмеççĕ","рядовой" ЧНК членĕн вырăнĕ кăна мана кирлĕ мар. Тен тĕрĕс те тăвать пуль, анчах конгрессра чăмăртантарма пултаракан этем кирлĕ, салатаканни мар.
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.27 11:05
Виртуаллă Акапасар провокатаор пулни паллă.Юман каларĕ санăн кумиру чăвашлăхшăн тахçан тата таçта çапăçнă тесе.Эпĕ темиçе хутчен каланă.Трибунăран кăшкăрса,çапăçа çÿремелле мар.Саккунпа кăна,судра хÿтĕлемелле чăвашлăхпа тата чĕлхемĕрпе çыхăннă пăтăрмахсене.Ку ĕç вара çĕр хут йывăртарах.
Agabazar // 2918.19.6894
2014.12.27 17:18
Agabazar
Трибунăран "кăшкăрни", мĕн, саккунсăр-им тата?

Суд тăрăх çÿресе мĕн хÿтĕлесе хăварма пултарнине каласа парăр-ха, тархасшăн, Тимер хоспочын!

Лидия Филиппован (Михайлован) "Чĕлхене... суд тăваççĕ" статйипе паллашма сĕнетĕп пурне те. Вăл статья "ăçтиçук" Левентей редакторта чухне "Хыпарта" икĕ хут пичетленнĕ.
Agabazar // 2918.19.6894
2014.12.27 17:29
Agabazar
Якур // 2483.74.8448 2014-12-27 01:31 <<Пĕтĕмпех ăнланмалла ку Акапасара,унăн хăйне тыткалани пĕтĕмпех Раççей телевиденине çавра сĕтеле килнĕ Украинă журналисчĕсенни пекех. Пĕтĕм хусканăвĕсем.>>

Телеканалсем Украинăран пули-пулми çынсене чĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен унта ухмах çынсем лармаççĕ. Чĕнеççĕ "Русский мир" çыннисене çеç. Çавсене çеç. Урăх никама та чĕнмеççĕ.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 11

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики