Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Наши добрые качества больше вредят нам в жизни, чем дурные.
(Л. Толстой)
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтарманни чӑваш чӗлхине аталантарни пулать-ши?

Аçтахар Плотников17.12.2014 15:2917347 просмотров

Пирӗн сайтра «Хыпар» издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫырӑнтару мероприятийӗсене ирттерни пирки пӗрре мар хыпар пулчӗ. Валери Туркай пӗтӗм чӑваш хаҫачӗсен хуҫи пулса тӑнӑ хыҫҫӑн хаҫатра чӑн та улшӑнусем пулма пуҫларӗҫ. Кӑна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче те пӗрре мар калать. Хӑшӗ-пӗрне мухтамасӑр май ҫук (самах кунта «ҫӗршыва» пӗрлештерни пирки), теприсене вара ниепле те ырӑ пулӑм теес килмест вара. Ак, сӑмахран, уйӑх ячӗсенех илес. Юрать-ха хаҫат пуҫелӗкӗнче те пулин вӗсене хӑварнӑ. Анчах шалта — йӑлт «декабрь», «ноябрь», «октябрь». Туркай ҫапла каланӑ пулать, тет-и: «Мӗнле уйӑх вӑл ака уйӑхӗ? Кам пӗлет ӑна?» Вара вырӑссенчен лекнӗ уйӑх ячӗсемпе усӑ курма тытӑннӑ. Белоруссемпе украинсем хӑйсен ячӗсемпе усӑ курма хал ҫитереҫҫӗ, эпир вара пире мӑн асаттесенчен ҫитнӗ ятсене — ҫук.

Ак тепӗр япала — терминсем. Туркай «малашне хаҫат халӑха ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтармасси» ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла май «заместитель», «генеральнӑй», «сотовӑй», «указ» сӑмахсем хаҫатра ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫав-ҫавах, «культурӑпа кану центрӗ», «курав», «ҫавра сӗтел», «таврапӗлӳ», «ӗҫтӑвком» терминсем пач ҫухалман-ха — ҫӗнӗ кӑларӑмра та сахал мар.

Алексей Леонтьев пуҫлӑхра ларнӑ вӑхӑтра, паллах, ҫитменлӗхсем сахал марччӗ, анчах вӑл чӑваш чӗлхине аталанма ҫӗнӗ терминсем кирлине ӑнланатчӗ пулас — вӗсем унта тӑтӑшах тӗл пулатчӗҫ. Тен, кирлех те мар вӗсем? Тен чӗлхене аталанма чӑрмантараҫҫӗ? Анчах «вулакана чӑрмантараҫҫӗ» тейӗпӗр те ҫӗнӗ пӗр термин та кӗртмӗпӗр. Вара мӗн пулса тухӗ? Терминсем ҫаплипех юлӗҫ. Вырӑс чӗлхинчи пеккисем — ара пурте тенӗ пекех вырӑсла вулатпӑр, калаҫатпӑр, ҫапла май вӗсене лайӑхрах пӗлетпӗр мар-и? Чӑваш чӗлхине аталантарни пулӗ-ши вӑл? Ҫӗнӗ терминсем чӗлхеҫӗсен пуҫӗсенче ҫуралса унтах пӗтни, вулакан халӑх патне ҫитейменни усӑллӑ пулӗ-ши? Ман шутпа ку пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнипе тан.

Совет саманинчи текстсене вулатӑн та... те вырӑсла текста вулан, те чӑвашлине — ӑнланса илме май ҫук. Тӗрӗссипе каласан вӑл вӑхӑтра текст чӑвашла пулни ытларах туйӑнатчӗ-ха ӗнтӗ — ун чухне ҫыраканӗсем хальхи пек вырӑсла шухӑшӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырса хуракан марччӗ-ха. Анчах чылай термина вырӑслинчен илсе ним уямасӑр усӑ курни хальхилле пӑхсан тӗлӗнтерет. Халь вара вулакан хыҫҫӑн кайса тексчӗсем те — вырӑсла шухӑшласа ҫырнисем, терминӗсем те — вырӑсла. Малашне вырӑс чӗлхи ҫине куҫасси кӑна юлать. (Ак сӑнатӑп та «Хыпар» сайтне, вӑл ытларах та ытларах вырӑсланса пынине куратӑп — паян тӗсӗсене те Раҫҫей тӗсӗсем ҫине улӑштарчӗҫ пулас).

Ҫавах те Петӗр Хусанкайӑн вилӗмсӗр сӑвӑ йӗркисене асаилтерес килет:

 

Никамран та ютшӑнмасӑр,

Тан курса пур йӑхсене,

Ят хума пултарнӑ хамӑр

Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене.

 

Чӑн та, енчен те ытти халӑхсем пӗр-пӗр япалана хӑй ятне пама пултарнӑ пулсан, эпир те чӑвашсем, вӗсенчен пӗрре те катӑк мар пуль. Эпир те ҫав япалана хамӑрла, чӑвашла, калама пултаратпӑр. Ҫав ята вара халӑх патне ҫитерекенни чӑвашсен хаҫачӗ пулмаллах. «Хыпар» хаҫат тиражӗ Туркай калашле пӗчӗк пулин те, вӑл ҫавах пирӗн сайта кӗрсе тухакансеннинчен пысӑкрах.

Чӑваш терминӗсене хӳтӗлесе, вӗсем валли те «Хыпарта» вырӑн тупӑнасса шанса, Николай Плотников.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2157.33.2501
2014.12.26 13:16
Agabazar
Çак Асар текен чĕлхе тасалахĕшĕн тăрăшать имĕш.
Курасчĕ ăна хăйне кулленхи пурнăçра!
Эрнере пĕр-ик хут чăвашла калаçса илем пек тăвать те ыттисене "тасалăха" вĕрентет имĕш. Куркаланă ун пеккисе не, унашкал паттăрсене. Сăмсаран чышсах ав вĕрентетĕп "правило" мар, "йĕркев" тесе. Хăнк! та тумасть. Ахальтен шарлас çук та, хăй пĕрмай туртать çав реçинккăна!
Асар // 4117.51.7078
2014.12.26 15:46
Каçар, Акапасар, йĕркев темеллеччĕ, аван сăмах. Резина латинларан сăмала тени пулать, сăмала вара чăвашла - сухăр. Чăваш ачи сухăр чăмласа ÿснĕ, çавăнпра шăлĕ çирĕп пулнă. Эс вара реçинка тетĕн. Аван мар.
Agabazar // 3419.79.5349
2014.12.26 17:39
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2014-12-26 09:19: <<Акапасар, июнь мĕнпе ирттерет Утă уйăхĕнчен? >>

Мĕншĕн тесен "Утă" тенине "уйăхĕ" текен пулăшу компоненчĕсĕр асăнма çав тери йывăр, тертлĕ, май та çук тĕрĕссипе. Танлаштарар: Июнь пуçланчĕ/Утă пуçланчĕ. Хашĕ меллĕрех? "Хыпар" хаçат та хăйĕн заголовокĕнче пулăшу компоненчĕсĕр асăнмасть унашкал ятсене. Тепĕр енчен ку сăмахăн хăйĕн ТĔП пĕлтерĕш пур. Сено пĕлтерĕш. Кунашкал омоним ытлашшши. Тертлĕ, чăрмавлă. Уйăхсен хăйевĕрлĕ ячĕсене официаллă шайра сыхласа хăварнă халăхсем сайра. Нумай мар ун пеккисем.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.26 18:58
Чăваш ытти халăха пăхса пурăнман. Омоним путсĕр япала мар. Вара мĕн - утă уйăхĕ! Пирĕн уйăх! Юлисемпе Джулисен, Джульеттăсен мар. Утă сено иккенне санăн мăн аслаçу пĕлнĕ-ши? Манăн та. Вăл çав уйăхра ут çине тухнă, санăн августунта, манăн çурла уйăхĕнче, паллах, çурла хăйраса тырă вырнă. Мĕншĕнне пĕлетĕн: санпа иксĕмĕр паян пурăнса чăвашла калаçчăр, хаклă сăмахсене сыхласа пурăнччăр тесе... Эх, эсĕ те, Брут, каçар, Акапасар...
Agabazar // 3419.79.5349
2014.12.26 19:23
Agabazar
Асар: <<сăмала тени пулать, сăмала вара чăвашла - сухăр.>>

Сăмала тата сухăр чăваш чĕлхинче тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем.

Асар: <<реçинка тетĕн>>

реçинккă тенĕ унта. Анчах та мана мĕншĕн претензи? Эп "таса" калаçатăп тесе каппайланмастăп вĕт? Ыттисенчен "тасарах" пулма та мекĕçленместĕп!

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.26 20:08
Акасапар:"Çак Асар текен чĕлхе тасалахĕшĕн тăрăшать имĕш.
Курасчĕ ăна хăйне кулленхи пурнăçра!"- вăт,вăт çапла. Кунашкал эпĕ Акасапар çинчен çырнăччĕ çулталăк каялла.Халь Акасапар текен виртуал та çапла çырма пуçларĕ.Вăхăт шăвать. вăхăт хăйĕнннех тăвать.Акасапар хăй те ним те туманни( сÿпĕлтетет анчах)çинчен аса илме пуçларĕ пулас.
Agabazar // 2995.71.4272
2014.12.26 21:19
Agabazar
Асар: <<Эх, эсĕ те, Брут, каçар, Акапасар...>>

Эсир хăвăр вара Цезарь-им?
Хуть те хăш халăхра та çав "тасатавçăсем" хуть те хăш саманара та кулăшла (шутсăр кулăшла!) субъектсем шутланаççĕ. Сăлтавĕ пур çапла шутлама!

Мана брутлатиччен малтан "терминсем" сайта кĕрсе пăхăр. Калăпăр, унта ман сĕнÿсемпе те паллашма пултаратăр. Е тата хăвăр сĕнĕвĕрсене хăварăр. http://termin.chv.su/a/terminsem
Асар // 4117.51.7078
2014.12.29 11:44
Утă уйăхĕ, çурла уйăхĕ - сăмах майлашăвĕсем. Питĕ йĕркеллĕ.Чăн чăвашла. Кам хушать сана утăра е çурлара теме! Шăпах та утă уйăхĕ темелле! Аса ил "Нарспи" пуçламăшне: пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса... Кĕçтентти айван ача пулман. Март уйăхĕ тесе каламан.
Agabazar // 3307.23.0383
2014.12.29 22:12
Agabazar
Кулленхи пурнăçра уйăхсене ялан "сăмах майлашăвĕпе" асăнни меллех мар вăл.
Сарбай // 4186.57.1361
2014.12.30 01:00
Мĕн çурла, утă уйăхĕсем унта. Кама кирлĕ ку? Никам та пĕлмест, ăнланмасть те. Малтанхи пекех лайăх.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики