Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Чтобы написать красавицу, мне надо видеть много красавиц.
(Рафаэль)
 

Владимир: Ҫӗн Ҫулпа пире, сурӑхсене.

Владимир03.01.2015 12:5410633 просмотров

Паян эпир «Сурӑхсем Европӑпа пӗрле» партин хастарӗсемпе калаҫса пӑхасшӑн:

- Ыр кун пултӑр, эсир пит паха ҫӳҫ кастарнӑ вара!

- тавта пуҫ, сире те ҫавнах сӗнетӗп!

- Юнашар ҫӗнӗ ашкакай савӑтне уҫнӑ пирки эсир мӗн шутлатӑр?

- Тахҫанах кӗтне япала! Халӗ эпир те Европа шайӗпе пурӑнма тытӑнатпӑр.

- Унта така ашӗ кӑларма пуҫламаллине эсир илтнӗ-и?

- Ан ухмахланар-ха!

- Мӗншӗн?

- Пулма пултарайман япала пирки калаҫатӑр.

- ашкакакай кӑлармалла теҫҫӗ вӗт.

- чӑх ашӗ кӑларатпӑр тенеччӗ.

- Мӗншӗн ха вара чӑх-чӗп фабрики темен?

- Мӗн ӑнланми пур кунта? Аш вӑл яланах аш!

- эсир ашкакай фабрикин эмблемине курнӑ та ӗнтӗ?

- Аха ҫав, пит куҫа илӗртмелле тунӑ.

- Пит хитре така ӳкернӗ теҫҫӗ.

- ҫаплах, ҫаплах, пит паха ӳкернӗ.

- така аш теҫҫӗ те.

- Ан ухмахланӑр ха, ҫӑнне кӗске каснӑ ҫеҫ.

- Хула тӑрӑх юнпа вараланса пӗтнӗ урапа ҫӳренине эсир асӑрханӑ-и тата?

- Рекламине унта-кунта куркаланӑ енте.

- Кун пирки мӗн шутлатӑр?

- Томат сокӗ е урай сӑрри тӑкӑннӑ пуле.

- Юн теслӗ теҫҫӗ вӗт?

- Ҫук-Ҫук, ытла та хура тӗксӗм, юн хитререх те ҫутӑрах.

- Экспериза ку юнах терӗ пулсассӑн?

- Такам асӑрханайман пулӗ ӗнтӗ вара.

- Хула администрации умӗнче такасене персе пӑрахни пирки мӗн шутлатӑр тата?

- Ку халӑх хӑваласа янӑ нерсӗр сыснасен ӗҫӗ!

- сыснасен вара такасемпе мӗн ӗҫӗ пур?

- Мӗншӗн тесен сысна вӑл яланах сысна.

- Ашкакай фабрикинче халӗ кащкӑрсем хуҫаланнине пӗлетӗр-и?

- Тӗрӗс! Пит тӗрӗс япала- тахҫанах пур ҫӗрте те тирпей кӗртмелле.

- хӑрушӑ мар-и?

- Ҫук, мӗнрен хӑрамалли унта! Кашкӑрӗсем иккӗн-виҫҫӗн ҫеҫ вӗт. Кирлӗ пулсан сыснасене хӑваласа янӑ пекех хӑвалатпӑр.

- Кашкӑр сыснаран пахарах-им?

- Паллах. Сысна тирпейсӗр, кашкӑр тирпейлӗ.

- Фабрикӑна тата пилӗк кашкӑр килмеллине илтнӗ-и эсир?

- Илтнӗ, пӗлетпӗр, кӗтетпӗр. Ку паха япала пире европӑна хӑвӑртрах ҫитме пулӑшӗ.

- Сирӗн шухӑшпа хале пире мӗн чи кирли?

- Хӑрушсӑрлӑх. Вӑрманти упасенчен сыхланасси.

- Упасенчен хӑрамалла ши пирӗн?

- Паллах, вӗсенчен сыхланалла та ӗнтӗ пирӗн.

- Упа пулӑпа ҫирла кӑна ҫиет вӗт.

- Ҫамрӑк такасене те кӑмӑллаҫҫӗ тет.

- Мӗншӗн ҫапла шутлатӑр?

- Туртса ҫурнӑ такасен укерчӗкӗсене сахал мар кӑтартаҫҫӗ вӗт.

- Мӗншӗн вара кӑна упасем тунӑ тесе шутлатӑр тата?

- Тата кам урӑх?

- Кашкӑрсем мар-и?

- Кашкӑрсем тирпейлӗх куреҫҫӗ кӑна. Карта леш енчи вилесем - качакасем.

- Така евӗрлехҫке вӗсем.

- Ҫук, кусем упасемпе туслашма хӑйна качакасем.

- Сирӗн юратнӑ тус-така пур-и?

- Паллах, пур. Эпир пит туслӑ пурӑнатпӑр!

- Качакасене пулӑшма шутламаҫҫӗ-ши вӑл?

- Ҫук, вӑл ашкакай фермине ӗҫе вырнаҫнӑ.

- Ҫиру ҫирать-и?

- Ҫук-ха.

- Тахҫанах-и вӑл унта?

- Ик уйӑх кӑна-ха.

- Пурин те ҫӑн кастармалла тенине илтнӗ-и?

- Пит терӗс шухӑш. Тирпейленме вӑхаӑ. Европа кӗтсе ывӑнчӗ!

- Ҫӑнне фабрикӑра касас тенине мӗнле йшӑнтӑр?

- Тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Унта мӗнпур хатӗрӗ пур. Веҫех ҫӗнӗ, европари евӗрлех.

- Эсир каятӑр-и?

- Паллах! Рекамӑри пекех тутаратӑп.

- Тавтапуҫ! Ырӑ ҫул пултӑр апла!

- Сывӑ пултӑр пирӗн фабрикӑ!

- Сывӑ пулччӗр сурӑхсемпе такасем!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2015.01.06 16:29
Аçтахар Плотников
Володя, ара хими, физика тата ытти ӑслӑлӑх пӗрре те вырӑс чӗлхипе кӑна аталанмасть. Акӑлчансене шута илмесен те, ав яппунсем, корейсем вӑл ӑслӑлӑхсене хӑйсен тӑван чӗлхипе ӑса хываҫҫӗ! Мӗн, мӗскӗнсем, аслӑ пӗлӳсӗр юлаҫҫӗ-и-мӗн вӗсем? Ҫаплипех хӑйсен тӑван чӗлхипе вӗренеҫҫӗ. 1960-мӗш ҫулччен чӑвашсем те ҫак аҫлӑлӑхсене чиперех(!) хӑйсен тӑван чӗлхисемпе вӗреннӗ. Ҫын пулнӑ. Королёва пулӑшаканнисем (ҫаплаччӗ пулас) таранах ҫитнӗ! Эсир вара ҫав стереотипран (вырӑс чӗлхипе кӑна пӗлӳ илме пулать! текеннипе) ниепле те хӑпаймастӑр.
2015.01.06 16:39
Аçтахар Плотников
Ӑслӑлӑх вӑл тӗнчепе тан аталанса пырать. Чи кирли терминӗсене кӑна ытла ҫавӑрттарса ямалла мар. Тригонометри вӑл хуть акӑлчанла, хуть вырӑсла, хуть чӑвашла — тригонометриех. Хуть украинла. Математика вӑл виҫӗмлӗ ӑслӑлӑх. Вырӑсӑн 2 ҫумне иккӗ хушсан тӑваттӑ, украинӑн — 3, чӑвашӑн — 5 пулмасть. Пурин те — тӑваттӑ.
Чӗлхере вӑл расна: тӑваттӑ, четыре, four, чотири, дорт т.ыт.те.
Владимир // 2171.75.8605
2015.01.06 18:28
Ия,ҫав. Водород-шыв ами, Кислород-шыв ашшӗ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.06 19:56
Админ пит тӑнлӑ пулнине паян ҫеҫ чухласа илтӗм.
Владимир // 1620.24.5162
2015.01.06 21:41
Админа тӗрӗс ӑнлантӑм пулсассӑн Украинӑ халӑхӗ паянтан Европӑра вӗренме те ӗҫлеме те тытӑнать иккен? У-ух, ты! кур-ха эс вӗсене мӗнле мемме пурнӑҫа пырса лекрӗ украин халӑхӗ!
Тимӗр // 4916-2612
2015.01.06 22:13
Админ.Курмастӑн-им?.Каллех сана Украина темипе провокаци твасшӑн кусем.Эпир кашни кун сенкер экранпа Проханов,Жириновский,Зюганов,Мироновсене питӗ тимлӗ итлетпӗр.Кусем мӗн ҫӗнни калама пултарӗҫ-ши?.
Agabazar // 4200.32.8916
2015.01.07 07:22
Agabazar
Володя:<<Ҫав Украинара вырас чӗлхине вӑйпах шкулсенче вӗрентме пӑрахтарасшӑн пулсассӑн, вара кунта хими, физика, математика тата ытти наукасене мӗнле ӑнкарасшӑн-ши?>>

хам та çавăн пирки çĕрĕн-кунĕн шутлатăп пи-и-и-и-ит хуйхăрса!
Ара, тĕнчере наукăсене пĕртен-пĕр вырăс чĕлхи пулăшнипе çеç алла илме пулать мар-и? Ара, ытти "начар" чĕлхесемпе вĕсене ăнкарма та май çук мар-и? Американсене тата ытларах шеллемелле: вĕсем вара наукăсене украин чĕлхипе те мар, "ниме тăман" акăлчан чĕлхипе вĕренеççĕ тет... Мĕнешкел телейсĕр çынсем!
Agabazar // 4200.32.8916
2015.01.07 07:23
Agabazar
Тепĕр тесен ку тĕлĕшпе савăнма та май пур тен — çав Америкăран мĕн хăрушă усаллăхсем вĕçĕмсĕр тухса тăнине шута илсен! Çавă кирлĕ вĕсене, мурсене! :-)
Agabazar // 4200.32.8916
2015.01.07 07:28
Agabazar
Çапла вара шухăша хурланнинчен пуçларăмăр та шутсăр пысăк савăнăçпа вĕçлерĕмĕр. :-)

Нукăсене украинсем ăнкарайми пулнăран (сăлтавне Волоча каларĕ) каллех хурланма май çук пек. Кунта та алăсене кăмăллăн сăтăркаламалли çеç юлать-тĕр.... :-)

Вăт çавнашкал "дискуссисем" пыраççĕ кунта леш хайхи Асар юлташ. Эппин, килĕр кунта, тавай пĕрле сÿтсе явар.

Паллах, унашкал "тавлашусем" хĕрхÿлĕхсĕр пуçне ним те çуратаймаççĕ.
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 08:49
Ӗнер Россия 24 каналпа украинецсем кӗтӳллӗн европӑна тухса кайма пикеннине кӑтартрӗҫ.Порошенко президент иртнинче каланӑ тӑрӑх, хале вӗсемшӗн - уҫӑ алӑк. Э-эх, мӗнешкел савӑнаҫҫӗ пулӗ! Ирӗклӗх, ӗҫ,укҫа мӑй таран!

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики