Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Одному лучше - потому, что когда один - я с Богом.
(В. В. Розанов)
 

Agabazar: Валери Туркай патне Уççыру

Agabazar18.03.2015 20:0325215 просмотров

Ырă Çыннăмăр Валери Владимирович Туркай,

Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.

Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.

Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.

1)Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн.

2)Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн.

"Хыпар" хаçат та асăннă ыйтусемпе çыхăннă инсинуацисене тăрă шыв çине кăларасса шанас килет.

Салампа Акапасар.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Пĕр хĕрарăм // 3355.62.8854
2015.04.08 18:54
Тÿрчĕ мĕн-ха тата вăл?
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.08 19:00
Провокаторӗ вара пӗртте Туркай мар.Вӑл пайламасть.Вӑл упрамалла авалхи вирьял чӗлхине тет.Таймапуҫ ӑна.Экстремизма пиртен кӗтсе илеймӗр.Каҫарӑр.Пер хиеплепӗр порне те.Хамӑра та ытти чӗлхеллӗ пор халӑха та.
Ют Ҫын // 2794.64.4119
2015.04.08 20:38
Ку йӗркесен -"Ара çав // 4117.51.7078
2015-04-08 15:59
Акă мĕншĕн
Хирĕç мар пач
эп ухмах пулма. ... авторӗ В.Воробьев(туркай).Ҫапла мар-и7
Ют Ҫын // 2794.64.4119
2015.04.08 20:42
Пĕр хĕрарăм /;Тÿрчĕ мĕн-ха тата вăл?--тӳрчӗ вӑл ТӲР енӗ, урӑх май каласан ӖНСИ. Ӗнсерен парап тени вӑл сӑмах ҫаврӑнӑшӗ. Ҫавна сирӗн-филологсен эппин-пӗлмеллех пек.
Ют Ҫын // 2794.64.4119
2015.04.08 20:45
Agabazar текен профессӑрӑн хӑйне мӑнаҫлӑн тытмалла пек. Ялан экстремист пек тыткалать хӑйне.
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.08 21:59
Тӗрӗссипе вара тӳрт тени ҫурӑм пулать.Ӗнсе мар.Тӳртен тӑхӑннӑ тетпӗр.Ун пек сӑмахсем пит нумай вирьял чӗлхинче.Ҫитар,посма,омла,мӑн хӑйар.Тепри,анатри чӑвашӗ,ҫухалса кайма пултарать коками е мамок поплянине илтсен.Пуян аслӑ та мӑнаҫлӑ чӑваш-чоаш чӗлхи!.
Agabazar // 1714.70.3397
2015.04.09 00:34
Agabazar

Таймерсемпе унăн тусĕсем стандартлă чăваш чĕлхине шутсăр хытăн кÿрентереççĕ!!!



"Тÿрт" сăмах пирки ак çакăнта пăхăр: http://samah.chv.su/s/тӳрт
Куратăр-и, сăмахсарта ăна диал. текен паллăпа палартман. Эппин унра нимĕнле тĕлĕнтермĕш те çук. Стандартлă сăмах вăл!!!!
Agabazar // 1714.70.3397
2015.04.09 00:38
Agabazar
Ют Ҫын // 2794.64.4119 2015-04-08 20:45: <<Agabazar текен профессӑрӑн хӑйне мӑнаҫлӑн тытмалла пек. Ялан экстремист пек тыткалать хӑйне.>>

Кам стандартлă чăваш чĕлхи çине тапăнать — çавă чăн-чăн "экстремист." Ун пеккисен йышĕнче камсем иккенен хăвăр куратăр. Чăн малтанах куçкĕски çине пăхмалла.

Пасар // 4117.51.7078
2015.04.09 09:25
Эпĕ ăнланнă тăрăх, Тимĕр текенни литература чĕлхипе диалект хушшинчи уйрăмлăха пачах та пĕлмест.Ун логикипе кайсан, тепри те,вирьял чăвашĕ, анат чăваш пупленине илтсен çухалса каймалла. Кокамипе кукамай хушшинче мĕн уйрăмлăх? Иккĕшĕ те КĂК АМИСЕМ. Пĕтĕмпех ăнланмалла.Пирĕн пĕр КĂК: чăвашсем эпир, вирьялсен калаçăвĕнче çармăссен витĕмĕ нумай, анатрисен - тутар-мишер витĕмĕ, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар ... анатрипе вирьял хушшинче. Пушкăртстан чăвашĕсен калаçăвĕнче авалхи чăваш сăмахĕ мĕн чухлĕ!! Анчах вĕсем хăйсен уйрăм чĕлхи пирки калаçаççĕ-и? Çук!
Ара çав // 4117.51.7078
2015.04.09 09:27
ЮТ ÇЫН сăвă авторне тĕрĕс палăртнă. Малалла, логикăпа йĕрлесе, эпĕ унран Туркайăн "çĕнĕ теорине" хаклама ыйтасшăн.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики