Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
В мужчину,которого любят все женщины,не влюбится ни одна из них.
(В.Ключевский)
 

Victor: Манăн чĕлхе кунĕ ячĕпе!

Victor24.04.2015 19:3326431 просмотров

 

Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,

Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…

Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,

Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.

 

- Çеçпĕл Мишши

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Айван // 3785.98.0134
2015.05.01 14:49
"Акапасара лапчăтса хунине кура" (:-)),- ку йӗркесе Пӗрлӗхлӗ кунӗнче ҫырмалла мар. "Лапчӑтса" хуни те курӑнмас. Ырри пулсан ҫынра Илле Ивановпа Микулай Лукианова анчах мар асӑнма юрат. Ырри нумай ҫыннӑн пурах тетӗп.
Agabazar // 3509.29.3189
2015.05.01 19:23
Agabazar
Ют Ҫын // 3720.04.1295 2015-04-30 22:22: <<Agabazar юлташ,пустуях пӑс кӑларатӑн.Нумай чӑваш ачисене килйышрах вӗрентет тӑван чӗлхене>>

Урса кайса алă çупатăп! Овацие куçакан аплодисментсем! Эппин, тавайăр, шкулта чăвашла вĕрентекен учительсене кутран тапса ĕçрен кăларса ярас. Хăвалас вĕсене пурне те кирпĕч купалама! Аслă шкулсенчи чăваш чĕлхипе кăштах та пулин çыхăннă кафедрăсене хупас! Ква лификацие ÿстермелли курссене пĕтерес! Чăваш ттеатрне тĕп тăвас та артистсене каллех кирпĕч купалама! Гуманитари пĕлĕвĕсен институтне хупас! Чăваш Наци Конгресĕ те ним тума та кирлĕ мар! Ну, калăр, тархасшăн, тата мĕн юлчĕ унта чăвашлахпа çыхăннă учрежденисенчен? Вĕсене йăлт пĕтермелле! Пурте тăпсакайнелле анас та ватти-вĕтти унта хамăр тĕллĕн, патшалăх е общественность хутшанмасăрах чăвашла вĕренес! Çакă кирлĕ-и сире? Çакă-и пирĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕт? Намăс та мар-и?

Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.01 19:37
Пурнӑҫра тем те пулат. Килте вӗренни те,шкулта вӗренни те пӑсмаст. Шкулта анчах вӗренни ҫине пуҫҫапма юрамас
Agabazar // 3509.29.3189
2015.05.01 19:49
Agabazar
Айван: <<Ырри пулсан ҫынра Илле Ивановпа Микулай Лукианова анчах мар асӑнма юрат.>>

Ия çав. Илле Ивановпа Микулай Лукиановра та ырри кăштах пур пуль ĕнтĕ. Ара, Сталин юлташăн та пулнă теççĕ вĕт унашкал ырă енсем... Тавтапуç Илле Иванов тата Микулай Лукианов ячĕсене асăнма ирĕк панăшăн. Çĕре çити тайăлса пуç таятăп!

Ют Ҫын // 1562.38.7780
2015.05.01 21:34
Ку Agabazar текеннин ирони пит нумай. Пуҫна тайса пилӗкне ан хуҫ.
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.01 22:08
Акапасар каллех ухмаха перет.Пурте ӑнланнӑ.Эсӗ асӑннӑ учрежденисемпе организацисем пулни аван,анчах та чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе ҫыхӑнман вӗсем .Чӗлхене упраса хӑварма пултараҫҫӗ килӗнче ачасене чӑвашла врентекен ашшӗ-амӑшӗсем.Акапасар тата Ют Ҫын асӑннӑ пурте пӗлекен патриотсенчен тӗслӗх илмелле кӑна.
Agabazar // 3509.29.3189
2015.05.01 22:37
Agabazar
Микулай Лукиановпа Илле Иванов ячĕсене асăнма юрать терĕç-ха.
Анчах та Геннадий Архипов тата Алексей Леонтьев ячĕсене асăнма юрать-ши?
Agabazar // 3509.29.3189
2015.05.01 22:44
Agabazar
"...асӑннӑ учрежденисемпе организацисем пулни аван,анчах та чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе ҫыхӑнман вӗсем..."

Унпа мар пулсан, тата мĕнпе çыхăннă вĕсем?
Ирокез чĕлхине сыхласа хăварассишĕн тăрăшаççĕ-им хайхи учрежденисем, организацисем, институцисем? Е тата — калама та хăрушă!— чăваш чĕлхине тĕп тăвассишĕн тĕрмешеççĕ-шим, калăпăр, шкулта чăвашлăха вĕрентекенсем, Гуманитари институтĕнче е Ехрем хуçа керменĕнче шаккаса ларакансем? Э? Мĕнле тĕллевсемпе ĕçлеççĕ вĕсем?
Зина // 1045.6.3746
2015.05.02 06:27
Чăваш чĕлхине малалла аталантарас тата лайăхлатса пырас ыйтусене татса памашкăн пĕрле килĕштерсе ĕçлемелле.Кун пек харкашса "ĕçленинче" ырри патне çитес çук. "Ăста епле-ĕçĕ çапла",-теççĕ халăхра.Кунти "ăстасем" вара тем пайласа "ĕçлĕççĕ" , уйăраççĕ.
Чăваш чĕлхипе культурине сарма пулăшакан волонтёрсен ĕçне «Чăваш волонтёрĕ» пĕрлешĕвĕ урлă анлăрах ĕçлеме явăçтармалла. Вĕсем ,тен,хут çинче пур пуль-ха, анчах çынсен хушшинче ĕçлени çук.Шăпах çак ĕçрен халех!пуçăнмалла.
Тари // 3967.90.5328
2015.05.02 08:25
Агабазар тусӑм! Фотоне улӑштараймастӑр-ши! Ӑнсӑртран ачасем курчӗҫ те эп кунта вулакансем тупӑшнине вуласа ларнине: Ой-ой, еплерех хӑрушӑ сӑн лартнӑ ку ҫын, - теҫҫӗ. Сӑнӗ хӑйӗн мар пуль-ха вӑл, - терӗм.Халь Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарать, пурин те савӑнмалла, куҫ айӗн пӑхса лармалла мар...

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 9

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики