Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Сильнее всех побед - прощение.
(Шиллер)
 

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148655 просмотров

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Victor // 3181.21.1480
2015.05.14 19:45
Victor
Вĕсен те пирнешкел - уйрăм, пĕрле е дефис урлă çырас орфографи терчĕ пур. Историлле пăхсан - Goodbye тĕрĕс. Синхронла пăхсан - Good Bye пулмалла пек (Good Morning, Good Day аналогийĕпеле). Good-Bye тенине те хăш пĕр словарьсем тĕрĕс теççĕ. Вăт сире орфографи фрончĕ. Чĕлхен философилле аспектне курăмлатакан пĕр ыйту. Тем пек кĕрешсен те татса параймăр.
Agabazar // 2691.53.0818
2015.05.14 20:50
Agabazar
<<Вĕсен те пирнешкел - уйрăм, пĕрле е дефис урлă çырас орфографи терчĕ пур.>>

Вĕсем ăна терт тесе шутламаççĕ. Çапла пулни вĕсемшĕн йĕркеллĕ, юрăхлă шутланать.
Agabazar // 2691.53.0818
2015.05.14 20:50
Agabazar
Эх, Матькасси, каллех дубль кайрĕ!..
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.14 21:42
Agabazar:-" Вĕсем ăна терт тесе шутламаççĕ.Çапла пулни вĕсемшĕн йĕркеллĕ,Agabazar, юрăхлă шутланать.".Пирӗннисем ҫухалса кайнӑ тейӗн.Тӑван чӗлхепе калаҫаканнисем пулсан савӑнмалла,а кусем дефиспа,пӗрле е уйрӑм-кама тӗлӗнтеретӗр. Тӑван чӗлхепе калаҫакансаем пӗр 5 мильюн пулсан шӑкӑртатма юрат,калаҫас текенсем 100 пин те юлман тӑр?
Agabazar // 1821.49.2448
2015.05.15 17:05
Agabazar
"...калаҫас текенсем 100 пин те юлман тӑр?"

Ия çав. Чăнласах калаçас текенсем ахартнех шăп çавăн чухлĕ. Пур паллах тата урăхла май çуккипе çеç калаçакансем. Чăннипе вара унашкаллисем çĕрен-кунĕн чăваш чĕлхинчен еплерех хăпасси пирки ĕмĕтленсе пурăнаççĕ. Тĕлĕкре те çавăн пиркиех тĕлленеççĕ. Чăваш чĕлхипе çыхăну пурри ун пек çынсемшĕн — нуша.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.15 19:29
Ман шутпа Акасапар хӑта тӗрӗс мар вектор илнӗ хӑйӗн дискусӗнче.Мӗн тери эгоист пулмалла кун пек калама:;Чăннипе вара унашкаллисем çĕрен-кунĕн чăваш чĕлхинчен еплерех хăпасси пирки ĕмĕтленсе пурăнаççĕ"-тӗрӗс мар,пачах та тӗрӗс мар.Эпир,аслисем,калаҫатпӑр,хутшӑнатпӑр чӑвашла.Анчах пирӗн умра ҫӗнӗ ӑрӑва хутшӑнтармалла вӗт-ха.Ку енчен пирӗн пулсах каймасть.Мӗн чухлӗ тупӑшрӑмӑр: хӑйне чӑваш "элити" вырӑнне хуракансен ачисене чи малтан килте тӑван чӗлхепе хутшӑнтармалла тесе.Ҫук,темиҫе Ӑру ҫитӗнсе ҫемьеленчӗ,урапи паян та вырӑнтах.Тимӗр калать килте вӗрентмелле,урамра ытти ҫӗрте хутшӑнмалла тесе.Акасапар сурчӑк сирпӗтсе тавлашать, паллӑ, ачисем ҫук пулмалла.Архиповӗ те уйрӑлса кайрӗ,унӑн та ачисене вӗрентес шухӑш пач пулман-кун ҫинчен те нумай кӑшкӑртӑмӑр.Усси ҫук.Акасапар ухмаха персех ларать.
Victor // 3181.21.1480
2015.05.15 19:50
Victor
bor1959, ашшĕн е амăшĕн ачана ÿстерес ĕçĕ мĕнле йывăр ĕç вăл. Ман пĕлĕшсем хушшинче те чăвашлах вĕрентĕп-ха текеннисем пурччĕ, анчах пулмарĕ, ача хăй те чухлать вĕт, унăн хăйĕн те кăмăлĕ пур, робот мар, чура мар. Çуратаканĕпе çури хушшине эсир кăшкăрашса та, вăрçса та кĕрсе каяймастăр. Ача чухне шăпах нумайтарах ирĕклĕх курас тенипе ют чĕлхине, ытти çынсен культтурине вĕреннĕ пулĕ хăвăр та. Вĕçĕм пусмăрлакан, икĕ ял хушшинчи хĕсĕнсе юлнă шурсухалсемпе мĕн тесе ĕç тăвас тет пысăккăн шухăшлакан-ĕмĕтленекен яш?
Agabazar // 2357.31.4929
2015.05.15 20:29
Agabazar
"... Çуратаканĕпе çури хушшине эсир кăшкăрашса та, вăрçса та кĕрсе каяймастăр..."

+100

Тимӗр // 4916-2612
2015.05.15 21:28
Хӑвӑра валли проблемӑ шырас темесен ачасене,паллах,ҫуралсанах чӑвашла вӗрентме кирлӗ мар.Садикре кампа чӑвашла калаҫӗ пепке.Сан пек ухмах тек ҫук.Пурте йӗркеллӗ ачасене вырӑслах врентнӗ.Чӑваш чӗлхипе мӗн тӑван.А кайран,совеҫ таса пултӑр тесе,садик-шкул ҫине йӑвантарма яланах пулать.Вӗсем пӗтӗмпех айӑплӑ,хамӑр мар.
Agabazar // 2357.31.4929
2015.05.15 21:36
Agabazar

Вăт çавнашкал япала вăл "Атилĕх" тени, эчсемри....

Кунта апла-капла ярлыксем ăсталанипе ĕç кăлараймастăн. "Совĕç" (=Çумхыпар) пирки асăнни те — ытлашши...

Страницăсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, ... 20

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики