Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Глаза дружбы редко ошибаются.
(Вольтер)
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5144624 просмотров

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атила // 3913.58.4645
2015.06.06 17:48
Поплянӑ вӑсам.
Ют Ҫын // 3358.63.0340
2015.06.06 18:52
Вӑт ку темӑ Agabazar тете валли, аттун Атом темипе темскер поплякалат. Калаҫ фонетикӑ/синтаксис, масар/уяв пирки.
Михаил Волков // 1575.21.5374
2015.06.06 23:48
Акăлчансен орфографине мухтани тĕлĕнтерет, Шыравçă ульăм. "Ливерпул" çырнине "Манчестер"тесе вуламалла", - шÿтлеççĕ акăлчансен "фонема çырăвĕ" пирки. Тен грексенне те мухтас тейĕр: вĕсен кашни сăмахрах пусăма (ударение) палăртмалла.
Чи уçăмлă орфографи латинсемпе нимĕçсен теме пулать. Нимĕç темиçе сăмахран тунă термина ПĔРЛЕ çырать. Испансен орфографийĕ те ансат. Анчах латин алфавиче хăшпĕр сассене темиçе литерăпа палăртни пур çырăва йывăрлатать.
Михаил Волков // 1575.21.5374
2015.06.07 00:24
Эсир çакна манатăр: сĕм авалхи чĕлхере палтатса тухакан хупă сасăсем сăмах вĕçĕнче те пулман. Сингармонизм уçă (ĕнермелли) сыпăксем "тутарнă". Европа чĕлхисем сăмах вĕçĕнчи уçă сассене кĕскетнĕ (редукциленĕ), Ази чĕлхисенче ĕнерÿ вăйланнă. Танлаштарăр: "Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен". - Çак çут тĕнчере вăйли çук та этемрен.
Agabazar // 2345.39.1621
2015.06.07 06:37
Agabazar
"акăлчансен "фонема çырăвĕ" пирки.",

Мĕншĕн "фонема çырăвĕ" пултăр-ха?
Малта унта çапах та традицилĕх тăрать.

грексенне, испансенне аса илтерни кирлех те мар пуль, мĕншĕн тесен вăл чĕлхесене пурпĕрех никамах та чухламасть
Victor // 4069.09.0268
2015.06.09 10:33
Victor

Акăлчансен орфографине мухтани тĕлĕнтерет, Шыравçă ульăм.


1) Эпĕ "ульăм" мар, "oğlum" мар.
2) Акăлчан орфографине хăçан мухтаса каларăм-ши? Пулман япалана ман çăвартан тухрĕ тесе суйса ан тĕлĕнсе ларăр, тархасшăн.
Victor // 4069.09.0268
2015.06.09 10:45
Victor
Мĕншĕн "фонема çырăвĕ" пултăр-ха?
Малта унта çапах та традицилĕх тăрать.


100% Фонемăлла мар.

Акăлчан çырулăхĕ - историлле (традицилле) тата фонетиккăлла. Акăлчан чĕлхин 44 фонеминчен кашнине тенĕ пекех темиçе тĕрлĕ çыраççĕ. Тĕнчен чи асар-писер çырулăхĕсенчен пĕри.
Victor // 4069.09.0268
2015.06.09 11:22
Victor
Тен грексенне те мухтас тейĕр: вĕсен кашни сăмахрах пусăма (ударение) палăртмалла.

Грек чĕлхин уйрăмлăхĕ вăл - çавăнпа çавнашкал çыраççĕ. Вĕсен чĕлхинче ударени фонемăлла (пĕлтерĕше улăштаракан) пулăм.

Грекла: πότε "хăçан" - ποτέ "нихăçан"

Вырăс чĕлхинче те фонемăлла ударени пур.
замки - замки.

Чăваш чĕлхинче ударени пĕлтерĕше (ни лексиккă, ни краматтиккă) улăштармасть. Вăл фонеттиккăлла.

[1] кăмака | [2] кăмака | [3] кăмака

Фонологи енчен [1] = [2] = [3]
Фонеттиккă енчен [1] - тĕрĕс акцент, [2]-[3] - ют акцент.


Agabazar // 2585.60.2528
2015.06.09 20:15
Agabazar
Пурпĕрех кунта пĕрремĕш вариант çеç тĕрĕс шутланать. Эппин çавнашкал пусăм çеç сăмаха палăртать. Ыттисем палăртмаççĕ. Кăмака сăмах пур. Кăмака тата Кăмака сăмахсем çук. Стандартлă чĕлхере çапла. Çук япала пирки калаçмалли те çук теме пулать.

"Вырăс чĕлхинче те фонемăлла ударени пур.
замки́ - за́мки."

Вăт çак тĕслĕх мана килĕшет. Атту теприсем Замок — Замок текелеççĕ. Тĕрĕссипе вара çак юлашки ик сăмах пусăмпа çеç мар уйралса тăраççĕ. [Замок]. [Замăк]. Лере О, кунта Ă

Victor // 1989.01.2746
2015.06.10 16:02
Victor
Şyrura pĕr pek, fonemise pĕreh - şavănpa unaškal ta palărtma pulat'. Ancah epĕ maksimum pĕrpĕklĕh, ujrămlăhĕ şara utareni pulni kurăntăr terĕm.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 19

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики