Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Кредиторы отличаются лучшей памятью, чем должники.
(Б. Франклин)
 

Софья Савнеш: Культура керменĕнче эрех сутни, спектакль вăхăтĕнче телефон янăрани килĕшÿллĕ-и?

Софья Савнеш09.07.2015 23:0415159 просмотров

Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?

Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет. Пĕлĕшĕм пĕррехинче аван мар лару-тăрăва çакланнă. Антракт çитсен хайхискер коридора тухма тăнă, анчах юнашар ларакан икĕ хĕрарăм ăна тăрса ирттерсе яман. Унăн лешсем эрех ĕçсе ярасса кĕтсе лармалла-мĕн. Юлташăм çамрăк та – сăмах чĕнмесĕр, анчах кăмăлсăрланса та тĕлĕнсе кĕтнĕ çавсем эрехе тĕппипе пушатнине. Кун хыççăн та çав хăрарăмсем сăмах чĕнмесĕр ирттерсе яман. «Эсĕ хăвна эрех ĕçтерессе кĕтсе лартăн пулĕ-ха», - çапла лаплаттарнă çав сĕмсĕрсем.

Театрта, концертра çынсем хăйсене тытма пĕлменни вĕчĕрхентерет. Чăваш патшалăх драма театрне çÿреме кăмăллатăп, çавăнпа сăмах ун пирки пулĕ. Сахал мар спектакль курнă эпĕ унта. Аристсем, чăнах та, ăста выляççĕ. Анчах вĕсене сăнара «путма», ахăртнех, залра телефон хыççăн телефон шăнкăртатни чăрмантарать. Спектакль пуçламăшĕнче телефонсене сÿнтермеллине ахальтен асăрхаттараççĕ-ши? Нумайăшĕн хăлхине кĕмест вăл. Пĕррехинче юлташпа шăнкăравсен хисепне ятарласа шутларăмăр. Антрактчен 13 шăнкăрав зала янраттарччĕ. Юлашкинчен шутлама чăтăмлăх çитмерĕ. Пĕрин телефонĕ шăнкăртатнине кура хăйсенне те сÿнтерме мĕншĕн шухăшламаççĕ-ши?

Концерт патнех таврăнам-ха. Унта, паллах, шавлă та телефон янăрани илтĕнмест. Анчах çынсем юрăçсем сцена çинче юрланă вăхăтрах унталла-кунталла уткалани никама та тарăхтармасть тесе шутлаççĕ-ши? Паян концерт тăршшĕпех çынсем ман куç умĕнчен мĕлтлетсе çÿрерĕç… Ку, паллах, килĕшÿсĕр.

Культура çуртне е театра кайсан чунпа канас килет. Анчах темшĕн çынсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ, хăйсем пирки çеç шутлаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеменни мар-ши çакă?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Марине // 1016.91.4764
2015.07.10 22:05
Вапше=ПАЧАХ!
Agabazar // 7503.2.7951
2015.07.11 04:27
Agabazar
Вапше < Вообще

Вырăсла форумсенче "ващще" тенисене курнă.

Ют Ҫын // 6379-1406
2015.07.11 12:44
Agabazar тете, йӗркеллӗ пул, вырӑс форумри сӑмахсемпе усӑ курмалла мар.
Agabazar // 3525.73.8267
2015.07.11 18:51
Agabazar
Акапасар сирĕн тетĕр мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.12 11:26
Акасапар пирӗн ҫулпуҫ, пире ҫул кӑтартакан элтепер. Ниепле те пирӗн ТЕТЕ анчах пулма пултараймасть вӑл. Анчах та Акасапар хӑта ертсе пыма пуҫласан пирӗн ҫутӑ пуласлӑх путланать. Пире виртуалли те ҫитет.
2015.07.12 11:42
Аçтахар Плотников
Акапасарпа «ҫапӑҫса» йӑлӑхмарӑр-и ӗнтӗ? Акапасарӗ те ним калама-ҫырма пӗлменрен тӗрлӗрен «эсӗ», «тете» сӑмахсем ҫине тӑрӑнать.
Ҫыракансем хушшинче эсир кӑна пулни, эсир мӗн ҫырнине ҫынсем вуламаҫҫӗ тесе ан шутлӑр-ха! Ҫитӗ пуль ниме тӑман япала пирки ҫырма?
Ют Ҫын // 3170.69.2107
2015.07.12 16:10
Тӗрӗс Аҫтархар юлташӑм, ним ҫырма аптраса ҫырса лараҫҫӗ. Кунта сӑмах культурӑ ҫинчен пырать. "Культура начинается там, где начинается ограничение своего "Я""- тенӗ ҫыравҫӑсемпе философсем. Кӑшт сӑпайлӑрах пулмалла пек пурин те, культурлӑрах эппин.
Agabazar // 4026.00.3509
2015.07.12 22:21
Agabazar
Çыравçăсемпе философсем вырăсла çеç калаçаççĕ-шим? Вĕсем каланисене вырăсла çеç илсе кăтартма пулать-шим?

Культурăлла пулмалла тени хăвилоссăхсен сăмахĕсене вырăсла пĕлтермелле тени-шим?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.13 09:35
Акасапар хӑта! Кунта пурте ыйтаҫҫӗ: 1. Акасапар, ограничивай свое Эго, свое "Я". 2. Аҫтархар та чӑтаймасть уже-вӑл та санран ыйтать:"ҫынсене кӑшт хисеплеме пӗл,тархасшӑн", "культурный ты наш".
Agabazar // 2263.94.1538
2015.07.13 11:25
Agabazar
Çынсене шутсăр хисеплетĕр пулсан, вĕсене "эсĕр" тесе чĕнĕр; лешсем çаплах ыйтаççĕ пулсан — пушшех те! тепĕр тесен, кунта "пушшех" тени те çителĕксĕр. Чăннипе ку категорилле императив пулса тăрать. http://ru.wikipedia.org/wiki/Кат ...

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики