Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Нельзя ничего сказать о глубине лжи, не попав в нее.
(Миппер)
 

Аçтахар Плотников: Наци республикисем патшалӑхӑн чӗлхе политикине хирӗҫ тӑнӑ

Аçтахар Плотников26.12.2015 22:059936 просмотров

Нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗсене Мускавран пӗр хут саланчӗ — «Концепция преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях РФ» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцийӗ). Раҫҫей Федерацийенче унпа килӗшӳллӗн вырӑс чӗлхине вӗрентесшӗн. Документри хӑш-пӗр пунктсем республикӑсенчи тӳре-шарана килӗшсех каймарӗ ҫав. Тутарсемпе якутсем хӑйсен хирӗҫле сӑмахне калама хӑват ҫитерчӗҫ. Пирӗн патра та ӑна сӳтсе яврӗҫ-ха та ӗнтӗ, анчах Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ни хӑватлӑ хыпар тухмарӗ, ни тӳре-шара ҫак концепцие хирӗҫлени пирки татӑклӑн каламарӗ. Ҫапла май вара эпир сире тӗнче тетелӗнче шӑрҫаланӑ пӗр статьян куҫарӑвӗпе паллаштарас тетпӗр.

 

«Концепция преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях РФ» проекчӗ патшалӑхри наци республикисенче ҫивӗч ыйту кӑларса тӑратнӑ.

Тӑван чӗлхене вӗрентессипе хӑрушлӑх кӑларса тӑратасси пирки чи малтанах Тутарстанра каларӗҫ. Республика ертӳҫи Рустам Минниханов та, каярах Фарид Мухаметшин РФ Патшалӑх Думин спикерӗ, концепцие хатӗрлекен ушкӑн ертӳҫи Сергей Нарышкин умӗнче ыйтусем ҫӗкленӗ, ТР вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Энгель Фаттахов вара «концепци проекчӗн уйрӑм положенийӗсем» тивӗҫтерменни пирки РФ Патшалӑх Думин аналитика тытӑмне ҫӑхавланӑ.

Тутарстанри тӳре-шара «тӗп патшалӑх экзаменне тата пӗтӗмлетӳллӗ госаттестацине вырӑсла кӑна ирттермелле, аслӑ пӗлӳ программисене те вырӑсла ҫеҫ хатӗрлемелле» текен нормӑсем ытлашши пулнине пӗлтернӗ. Наци шкулӗсенче вӗренсе тухакансем вырӑс чӗлхине ҫителӗклӗ пӗлменнине шута илменни «патшалӑхри чӗлхе пӗрлӗхне ҫухатма, халӑх хушшинчи танмарлӑха аталантарма, ӳпкевлӗхе ӳстерме пултарать, ку вара наци хӑрушсӑрлӑхне сиен кӳрейрет» тени Тутарстанрисене килӗшмен.

«Чи хӑрушӑ пункт: «Вырӑс чӗлхине тӑван мар чӗлхе пек вӗрентмелли пӗрлехи патшалӑх вӗренӳ системине хатӗрлемелле, унпа килӗшӳллӗн тӗп предметсене вырӑсла ҫеҫ, тӑван чӗлхепе культурӑна тарӑннӑн тӗпчесе вӗрентмелле». Ку вара РФ Конституцине, РФ Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна тӳрремӗн пӑсни пулать! Унта вара РФ кашни гражданин тӑван чӗлхепе пӗлӳ илме пултарассине ҫырса хунӑ», — пӗлтерет Тутарстан Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Разиль Валеев.

Общество хастарӗсен шухӑшӗпе ҫак пункт предметсене тутарла вӗрентекен наци шкулӗсене хупасси патне илсе ҫитерӗ.

Якути Патшалӑх канашӗн депутачӗ те «Концепци» унӑн кӑмӑлне кайманни пирки пӗлтернӗ. Тӳре-шара шухӑшӗпе вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци патшалӑхӑн федеративлӑ тытӑмне сиен кӳме пултарать. Хӑйӗн шухӑшӗсене вӑл та ҫыру ҫырса РФ Патшалӑх Думин Председательне Сергей Нарышкина ярса панӑ.

Шамаев чӑн концепцие, политикӑпа ҫыхӑнманнине хатӗрлеме ыйтать. Якути Патшалӑх Канашӗн депутачӗ шухӑшӗпе ку документ вӗренӳ тата чӗлхесем пирки калакан федераллӑ саккунсене пӑсать, Наци политикин стратегине хирӗҫлет. «Концепци хӑйӗнче наци шкулӗсене хирӗҫле вектора сыхласа хӑварсан вӑл патшалӑхӑн федеративлӑ тытӑмӗн йӗркине аркатма пултаракан пӗрремӗш хут пулса тӑма пултарать», — тенӗ Иван Шамаев.

Депутат шухӑшӗпе Концепци пур тӑван чӗлхене те, вырӑс чӗлхисӗр пуҫне, аталанма чӑрмавсем тӑвать. Ку хут «наци шкулӗсене тӗп тума» тӗллев лартать. Шамаев каланӑ тӑрӑх кунашкал Концепци халӑхсене хирӗҫтерет, Раҫҫейри наци хӑрушсӑрлӑхне пӑсать. Шамаев шухӑшӗпе ҫак хутӑн пӗтӗм сиенлӗ витӗмӗ Раҫҫейри 4 пин наци шкулӗсем пирки калакан абзацра. Ҫавах та депутат ачасене мӗн пӗчӗкрен вырӑс чӗлхине вӗрентмеллипе килӗшнӗ-ха.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3469.78.0701
2015.12.27 03:07
Agabazar

Такки "улӑпах" тухасшӑн пулмалла Волоча....

 :)  :)  :)

Володя // 1929.8.3471
2015.12.27 03:19

Халӑха пӑтратни нихӑҫан та ырӑ патне илсе ҫитермеҫҫӗ. Чӑваша ахальтен йӑваш тесе каламан. Вӑл йӑваш кӑна мар, яланах асӑрхануллӑ та пулнӑ, хӑйӗн паянлӑхӗпе килленсе, ҫырлахса маласлӑхӗшӗн шутлама пултарнипе те палӑрнӑ. Пӑхӑр ха украин халӑхӗ ҫине: сике-сике ӑҫта сиксе ҫитрӗҫ! Вырӑса кашни утӑмра варалаҫҫӗ пулсан та, хӑйсем вара вырӑс ӗнси ҫинче паянхи куна та пыйтӑ евӗр пурӑнаҫҫӗ.

Agabazar // 2301.65.7161
2015.12.27 07:13
Agabazar

Браво, Волоча! )) Хальхинче шухӑшӑрсене шухӑшӑрсене татах та "улӑпларах" каласа хутӑр!

Agabazar // 2301.65.7161
2015.12.27 07:21
Agabazar

Ӗнтӗ пӗтӗм шанчӑк Волоча йышши, Алмантай йышши улӑпсем ҫинче. Вӗсем пулмасан — пӗтетпер....

Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.

петр // 5059.3.5746
2015.12.28 19:52

Кам пиртен чӑваш чӗлхине вӑйпа туртса илчӗ чӑваш шкулӗсенчен? - ЦК КПСС 1956 ҫулта хупрӗ Ульяновск хулинчи И.Я. Яковлев шкулне (уҫнӑ 1868ҫ). Хӑвах пӗлеӗтр чӑваш шкулӗсем ӗмӗрне врентнӗ вырӑс халӑхне тата ытти халхсене юратма, ҫӗршыва юрӑхлӑ пулса ӗҫлсеме, хӳтлеме. ЦК КПСС идеологи пайӗсем каярах ытти СССР-ти 1300 ытла чӑваш шкулӗсене хупрӗҫ. СССР потенциалне уҫса параймаӗрҫ халӑха пуҫлӑхсем, вак халӑхсене вӗҫӗмсӗр хӗстерсе. Хӑйсемех алӑ пусса СССР- не те аркатрӗҫ. Вӑйлӑ хӗҫпӑшаллӑ Ҫӗршыв пулсан та.

Нимӗҫ-фашистсене 1945ҫ. аркатсан та хӑйсен ирӗкӗпе капитуляци туман, вӑйпа тутарнӑ СССР, США, Англия тата Франция.

Виктория Нуланд США Госдеп представителӗ:Среди прочего Нуланд заявила: "С момента провозглашения украинской независимости в 1991 г. Соединенные Штаты поддержали украинцев в выработке демократических навыков и институций, в продвижении гражданского общества и хорошей формы правления - всего, что необходимо для достижения Украиной своих европейских целей.Мы инвестировали более 5 млрд. долларов, чтобы помочь Украине в достижении этих и других целей". Нуланд не пояснила, что она включила в эту сумму.

Нуланд заявила, что США будут продолжать "продвигать Украину к будущему, которое она заслуживает".

Напомним, 3 апреля 2014года президент США Барак Обама подписал принятый обеими палатами конгресса закон о поддержке Украины в виде 1 млрд долл. и санкциях в отношении российских и украинских граждан, которых США считают ответственными за кризис в этой стране.

СССР-а аркатма та США 1945 - 1991ҫҫ 40 млрд.$ хывма пултарнӑ. Малтан тытӑннӑ ку ӗҫе вак халӑхсенчен.

петр // 5059.3.5746
2015.12.28 19:52
Этот комментарий удален. Причина:
e // 7210.0.4679
2015.12.30 06:24
Этот комментарий удален. Причина:
e // 7210.0.4679
2015.12.30 06:26
Этот комментарий удален. Причина:
e // 7210.0.4679
2015.12.30 06:26

«Пуҫламӑш шкулта чӑваш ачисене чӑваш халӑх чӗлхипе литература, историне вӗрентмеллех. Экзаменӗсене те ҫирӗплетсе ирттермелле. Ку енпе тавлашу пулмалла мар. Ман шухӑшпа., 9-мӗш класра та ку предметсемпе экзамен пулмаллах! Анчах та кашни чӑваш ачишӗн малашлӑх малти вырӑнта пулмаллах! Вырӑс тата акӑлчан чӗлхисӗр чӑвашӑн нимӗнле малашлӑх ҫук! Куна кашни ашшӗ-амӑшӗ пит лайӑх ӑнланать.»

Чӑвашла пӗлекенсен малашлӑх ҫук-им? Хӗвелӗ пур халӑх ҫине те пӗрешкелех пӑхать вӗт.

e // 7210.0.4679
2015.12.30 06:26
Этот комментарий удален. Причина:

Страницăсем: [1], 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики