Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Если человека ужалила змея, значит он кого-то обидел.
(А. Дюма-сын)
 

Аçтахар Плотников: Эпир сире пусмӑрлатпӑр, эсир вара сас пама ан хӑйӑр!

Аçтахар Плотников29.11.2017 19:1617239 просмотров

Тутарстанра паян кӳршӗри Патшалӑх Канашӗ чӗлхе вӗрентесси тавра калаҫу ирттернӗ, пӗр саслӑн постановлени йышӑннӑ. Ӑна ӗненес пулсан патшалӑх чӗлхине вӗренме май пур, анчах хӑйсен ирӗкӗпе кӑна. Сӑмах, паллах, республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисем пирки пырать. Вырӑс чӗлхи вӑл Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шутланать, ҫавна май ӑна имӗш пурин те вӗренмелле. Тепӗр май каласан тем тесен те пирӗн чӗлхесем ҫак патшалӑхра пӗр тан пулма пултарайманнине тепӗр хут ҫирӗплетсе кӑтартрӗҫ.

Сӑмахӗ, паллах, вӗренӳ пирки мар. Сӑмахӗ хисеплесси ҫинчен. Путин киличчен вӑл хисеп кӑшт та пулин пурччӗ пулсан, вӑл ларнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм ирӗклӗхсем майӗпен ҫухалса пыма пуҫларӗҫ. Президент пулма май ҫук, Конституцири «патшалӑх» сӑмах та тухса ӳкрӗ. Халь ак, вӗренӳ системинчен пирӗн чӗлхене урапа тапса кӑлараҫҫӗ. Путин тата Мускав политики пире уҫҫӑн кӑтартать — вырӑс халӑхӗ улпут шайӗнче, чӑвашсем — тарҫӑ-чура.

Пусмӑрлаҫҫӗ пулин те пирӗн хамӑр сасса калама та май ҫук. Тутарстанра иртнӗ сессирех Тутарстан прокурорӗ чӗлхе таврашӗпе экстремистла чӗнсе калама юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах мӗн тумалла-ха пирӗн? Темле ӑслӑ-тӑнлӑ ӑнлантарса пама тӑрӑшсан та пире итлесшӗн мар. Вӗсен ҫулӗ тӗрӗс маррине кӑтартсан та хӑйсеннех переҫҫӗ. Нивушлӗ пирӗн чӗлхен статусне вӗренӳре ют чӗлхесенчен те аяларах (калӑпӑр, акӑлчан чӗлхинчен!) антарса лартни — тӗрӗс япала?

Паллах, вӗсем ӑна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тӗллевӗ те чӗлхере мар. Вӗсем вырӑс мар халӑхсене хӑйсенле тӑвасшӑн, вырӑслантарасшӑн. Вӗсем вак халӑхсен культури ҫине яланах йӗрӗнчӗклӗ пӑхнӑ. Пирӗн йӑла-йӗрке самаях паха пулнӑ пулсан та тӳре-шарана вӗсем нихҫан та килӗшмен (калӑпӑр чӑваш туй йӑли-йӗрки хальхи вырӑс йӑли-йӗркинчен мӗнпе кая??? Ҫук вӗт, пӗтерчӗҫ!), хӑйсенне кӑна чи ҫӳллӗ шайри шутне хунӑ. Чӗлхере те ҫавах. «Великий могучий русский язык» теҫҫӗ. Мӗнлерех эпитетсем! Тӗрӗссипе вара ҫак сӑмахсенче ытти чӗлхесенчен мӗнлерех йӗрӗнни кӑна курӑнать. Ҫавӑн пекех-ши вара чаплӑ та мӑнаҫлӑ вӗсен чӗлхи? Усал сӑмахсемпе ҫавӑрттарса хума пултарнине те ялав пек ҫӗклеҫҫӗ-ҫке. Ҫак-и вӑл мӑнаҫланмалли сӑлтав? Е, тен, усӑ куракан сӑмахсенчен ҫурри ытла ют чӗлхерен кӗни-ши? Шовинистла калани кӑна пуль.

Эпир ҫак вырӑсланассине хирӗҫ тӑни вара — прокурорсен шучӗпе экстремизмла чӗнӳ. Пире пусмӑрласан хирӗҫ тӑни — эктремизм шайӗнче. Сана хӗнеҫҫӗ, эсӗ вара чӑт?

Ку шухӑш ман пата тахҫанах пуҫа килсе. Усалӑн вӑйӑ Ырринчен вӑйлӑрах. Анчах Усалӗн вӑйӗ ҫав тери пысӑк — вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйне хӑй пӗтерет. Вӗҫӗнче вара тем тесен те Ырри юлать. Ҫӑвӑнпа Ырри усала ҫӗнтерет тесе калаҫҫӗ те. Мускаври хальхи тӳре-шарана пирӗн пек пусмӑрланакан халӑхсем мар, Мускав хӑйне хӑйех аркатӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Кто вы там? // 3053.68.1065
2018.04.26 18:03
Аскапасар или Аскабазар...Русские непобеимыми стали благодаря слияния, ассимиляции с другими народами - этносами. До образования Московской Руси (точнее Московского княжества) на финно-угорской земле, русских имели и топтали как петухи кур со всех сторон (с Запада и с Востока...)... А когда уже было заложено Московское княжество, что явилось предвестием образования современной многонациональной России, русских уже не победить было. Чем многонациональнее страна, тем она более непобедима. Таковы закономерности. Если бы чуваши остались в Казанском ханстве (т.е. если бы не были великие события 1552 года), чувашей уже не было бы давно. Конечно, так нельзя говорить, был бы какой-нибудь этнос, был бы. Там, где вмешивались русские, там остальные руссели, а сам народ русский сильно ассмилировался с другими, изменялся, чего не скажешь, например, о китайцах, там только окитаивание и только... Куда подевались этносы МЭРЯ, МЕЩЕРА, МУРОМА на границах современной Нижегородской и Владимирской областей?.. Они стали сегодняшними русскими Нижегородской области и ... Поэтому ЭПИР ПЕТСЕН - УРАХИСЕМ БУДУТ, а это закономерно как смерть и жизнь любого человека. В ядре смерти заложена семя жизни.
Agabazar // 5564.6.0022
2018.04.26 19:13
Agabazar
Чăвашла калаçма пултараймастăн-им?
2018.04.26 20:37
Акапасар, чăвашла калаçма вăтанаççĕ вĕсем), пурте эпир мар вĕт.
Agabazar // 5564.6.0022
2018.04.26 20:45
Agabazar
Хăта, çав çынна эс "вăтанаканни" тесшĕн-и? Куратпăр еплерех "вăтаннине"!
2018.04.27 05:55
Акапасар, пирĕн ял-йышсем, ытларах ĕнтĕ çамрăксем чăвашла калаçма вăтанатпăр теççĕ, çавăнпа çавнашкал шутлатăп та
владимир // 3957.56.0551
2018.04.28 16:47
Хаклă тăвансем, сирĕн "калаçăвăр," пĕр енчен, хĕрÿллĕ пек туйăнать, анчах та пур-ши унăн хĕрÿлĕхĕ? Усăллă хĕрÿлĕхĕ?! Ман шухăшпа, эсир каллех те чăваш халăхĕ вырăсланссинчен хытă хăранăлăхăра çеç кăтартатăр пек туйăнать. Мĕн кăна "кăтартмарĕç"-ши Çулпуçăмăра, Иван Яковлевич Яковлева, унăн "веренекнĕсем" çавах сăлтавпаланах?! В.И.Ленин, чăвашла лайăх пĕлекенскер, Ульяновсен çемйипе тачă туслăхра уссе-çитĕнсе, хăйĕн Ашшĕ чăваш шкулĕсенче инспктăрта ĕçленине, чăвашсем мĕнле шайра пурăннине курса-пĕлсе тăрса, чăвашсемшĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хураканăн хутне кĕнипе анчах пĕтĕмĕшпех пĕтересрен çăлса хăварма пултарнă Ăсчахăмăра хирĕç пыма хăятăр вĕт!!! Унăн, И.Я.Яковлевăн, Пехилне хирĕç! Тĕплĕнрех вулама сĕнетĕп Чаваш Ене Г.Н.Волковăн "Судьба Патриарха" ятлă кĕнекине те, ыттисене те. Пĕтĕм пуласлăхăмăр Яковлевăн "Пехилĕнче" тата Волковăн "Этнопедагокинче". Мана хирĕç пер хуравăр та çук. Самах тупайсăр тертленместĕр-ши?
Agabazar // 2628.98.8301
2018.04.28 17:25
Agabazar
Санпа ман "хĕрÿлĕх" никама та ним тума та кирлĕ мар. Вăл "хĕрÿлĕхне" леш тĕле чиксе хума пултаран.
2018.04.30 15:21
Владимир, эпĕ сăмахран, халăх вырăсланасран хăраса каймастăп, этем, енчен те вăл чăнласа этем, хăйĕн тăван чĕлхине сутас çук. Вунă чăваш пултăр, анчах та вĕсем чунтан тăван чĕлхене парăннă чăвашсем пулаççĕ.
Agabazar // 5859.2.0270
2018.04.30 16:52
Agabazar
Ай, малачис, ай маттур, пĕртте хăрамастăп тит, амитке! Вăт пултарать, вăт Улăп-тăк, Улăп!

А эпир пур, ăнмансем, хамăр пурнăçа хăра-хăрах ирттерсе яратпăр. Мĕн тăвас — пирĕн телейĕ çавнашкал!
Agabazar // 5859.2.0270
2018.04.30 17:03
Agabazar
Мĕн тăвас тен, пирĕн пек Улăп мар çынсен час-часах тăван чĕлхене те сутма тивет çав. Уншăн пире Аскольд персе пăрахас тейĕ-ши?

Ак, калапăр, троллейбус е автобус çине ларсан сайра хутран çеç çав пилĕк пуса малалла парăр-ха тархасшăн тесе чăвашла калакалатпăр. Ытларах чухне сутатпăр тăван чĕлхене, вырăсла "передайте пожалуйста" теме тивет. Макаçына кĕрсен те ытларах вырăсла калаçма тивет пирĕн пек "халсăррисен".

Çук, пултараймастпăр тăван чĕлхене кирек хаçан та мала хумашкăн. Мĕншĕн тесен Аскольд пек Улăп мар эпир.

Ĕмĕр тăршшĕпе яланах тăван чĕлхене сутмасăр пурăнма никамăн та нихçан та ниепле те чăтăмлăх, вăй-хал, сывлăх, энерги, хăват çитеес çук.

Пил Тымарлан шăпине аса илĕр. Ну, хăтланса пăхрĕ Тымарлан, — вара мĕн?

Ăçта вăл паян çав Тымарлан? Икĕ хутчен алла илнĕ аслă пĕлÿ ăна мĕн параять? Тăван чĕлхене сутмасăр пурăнма тăрăшни мĕн пачĕ Тымарлана?

Страницăсем: 1, [2], 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики