Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Чтобы царствовать - надо мыслить.
(Элифас Леви)
 

Agabazar: Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть

Agabazar21.03.2018 16:0923692 просмотров

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Шкулта ҫавна ятарласа вӗренмен ҫын чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра туллин, йӗркеллӗн усӑ курма пултараймасть.

Хуть те мӗн чухлӗ тулхӑр — ку чӑнах та ҫапла. Калӑпӑр, ак мана илер. Мӗншӗн-ха эп сак статьяна ҫырма пултартӑм? Мӗншӗн тесен шкулта 10 (вунӑ) ҫул чӑваш чӗлхине тата литературине вӗреннӗ. Ячӗшӗн мар, тарӑшса, пикенсе вӗреннӗ. Ҫапла пулман пулсан — ним те пулмастчӗ. Унашкал пӗлӗве тата хӑнӑхӑва мана атте-анне ҫапса пӑрахсан те парайрас ҫукчӗ. Ҫавӑн пекех — асанне-кукамай та....

Акӑ тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен хаҫачӗ сӳнсе ларчӗ теҫҫӗ. Мӗншӗн? Чи пысӑк сӑлтавӗ — унти чӑвашсене ӗнтӗ 50-60-70 ҫул хушши йӗркеллӗн чӑвашла вӗрентменнинче. Вара унашкал шкултан тухнӑ ҫын паллах, чӑвашла ни вулама, ни ҫырма, ни ытти енӗпе усӑ курма пултараймасть. Калаҫасси те йӗркеллӗн пулса пыраймасть. Мӗншӗн тесен — вӗренмен тата вӗрентмен! Вӗренесси тата вӗрентесси вара хӑй тӗллӗн пулмасть.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.04 21:23
Agabazar
Вырăсла Википедире çапла çырнă:

Род Лермонтовых происходил из Шотландии и восходил к полумифическому барду-пророку Томасу Лермонту. В 1613 году один из представителей этого рода, поручик польской армии Георг (Джордж) Лермонт (около 1596—1633 или 1634), был взят в плен войсками князя Дмитрия Пожарского при капитуляции польско-литовского гарнизона крепости Белая и в числе прочих так называемых «бельских немцев» поступил на службу к царю Михаилу Фёдоровичу. Лермонт перешёл в православие и стал, под именем Юрия Андреевича, родоначальником русской дворянской фамилии Лермонтовых[9]. В чине ротмистра русского рейтарского строя он погиб при осаде Смоленска[10]. Британская компания Oxford Ancestors, составляющая родословные, провела работу по проверке данной версии происхождения Лермонтова при помощи анализа ДНК[11]. Однако обнаружить родство между современными британскими Лермонтами и потомками Михаила Лермонтова не удалось[12].

https://ru.wikipedia.org/wiki/Лермонтов,_Михаил_Юрьевич
2018.04.05 21:14
Акапасар, енчен те çыракан хăйĕн ятне палăртнă, мĕншĕн ăна хăвна кирлĕ пек улăштармалла? Енчен эпĕ ята палăртнă, кам сире манăн ята пăсма ирĕк панă, е çавнашкал хăтланса мĕскер-тăр хăвăрăн енне улшăнасса кĕтетĕр-и? Эпĕ вĕт сирĕн ятăра мĕнле çырас тенĕ пек çырни çук, кунта сайт çине килсе ларнă тÿс тени килпетсĕр. Вăл çынна хисеплеменни мар, пĕрремĕшĕнчен хăвна хисеплеменни
Agabazar // 2217.2.8881
2018.04.06 13:28
Agabazar
Ним те улăштарман.
Лермонтов пирки эп мар, хăвăр пуçласа ятăр, таçтан теменле "Де Лермон" туртса кăлартăр.

Манăн ирĕксĕрех тÿрлетме тиврĕ.
2018.04.06 17:19
Ку ĕнтĕ манăн çылăх мар, вĕрентекенĕн. Тата эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтра интернет çукчĕ çав, сăмах çине шанма тивнĕ. Ят улăштарасси пирки, Де Лермонт мар, çырнă Де Герсо, значит Де Герсо. Эпĕ те çавнашкал сирĕн никăра ылмагштарма пултаратăп, çитменне вăл сирĕн ник, ман хамăн ят
Agabazar // 3879.8.5005
2018.04.06 17:47
Agabazar
Пули-пулми ниме тăман япаласем çинчен итлесе хăлха йĕрĕнсе çитрĕ ĕнтĕ. Нăйкăшу, нăйкăшу, нăйкăшу, ....
2018.04.06 20:00
Акапасар, тĕрĕсне кăтартни нăйкăшни пулнине пуçласа сиртен илтетĕп, хăть эсир хăвăра этнограф тесе палăртатăр пулсан та. Е аслă пĕлÿ илнĕ çĕрте çынран тăрăхлама вĕрентеççĕ-ши? Апла-тăк, вăл аслă пĕлÿ вунă пуса та тăмасть.Аслă пĕлÿ нихăш енчен те воспитанностьа палăртмасть тесе пĕлмесĕр каламан Александр Дубяго. Хăшĕ пĕрне аслă пĕлÿ илнин пайти çук
Agabazar // 3879.8.5005
2018.04.06 21:10
Agabazar
Хăвăн троллингна тата мĕн чухлĕ тăсма шутлатăн? Миçе çуллăха ячĕç сана кунта "командировкăна"?

Ăçта куратăн эс кунта акапасар хăйне "этнограф" тесе палăртнине?
2018.04.06 21:15
Акапасар. бессрочно, чăвашла каласан ĕмĕрлĕхе). Ку çителĕклĕ-и? Плотников темшĕн эсир эпĕ сирĕн вырăнна йышăнасран хăратăр тесе асăрхаттарнăччĕ. Апла, пĕрремĕш тролль вăл Акапасар, ку евĕр шутласан мана сирĕн хыççан ăсатнă
2018.04.08 12:18
Тĕлĕнмелле, чăваш чĕлхи Аçтахар Плотников, Акапасар тата мансăр пуçне урăх никама та кăсаклантармасть, тен? Е эпир пурте майĕпен-ерипен вырăса çаврăнса каятпăрши е тата?
Agabazar // 3516.58.2883
2018.04.08 12:36
Agabazar
Такки çăварне карма пăрахасшăн мар иккен-ха хайхи "Улăп"....

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики