Аскольд Де Герсо // 1118.51.3398
2018.08.05 10:17 | |
Ужасно, сирĕн паспорт çинче те çаплах палăртнă-и, ятăра? Эпĕ ăнланатăп, в контактере е одноклассникра тĕрлĕ никсемпе палăртаççĕ хăйсене, пĕлĕшсем ан пĕлчĕр камне тесе, кунта вара мĕскертен шикленетĕр? Хăвăра чăваш иккенне пĕлтересрен-и? Апла кĕмессе те пултаратăр, хăвăр чăваш пулнинчен вăтанатăр-тăк. Хсмăн пирки калас-тăк, манăн хăть статьясем, хăть калавсем пĕр ятпа тухаççĕ, пур "Угрюм-река" текен кино, унта тĕп сăнар хăйне пур çĕрте :эпĕ Громов тенсе пĕлтерет. Çавăн пек пулмалла çын, лармалла мар эпĕ ужасно е кунтата е тата мĕнле тĕр сăмах тупса папуассем евĕр | |
Agabazar // 3018.91.4109
2018.08.05 14:49 | |
Ма хăран акăлчан чĕлхинчен? Акăлчан чĕлхи — чăваш чĕлхин конкуренчĕ мар. Мĕн "çĕнĕллетсе" тăран тата? Акăлчан чĕлхи паян е ĕнер пуçланман, вăл тахçанах пур. Чăннипе вара акăлчанла пĕлекен чăвашсем, шел пулин те, питĕ сахал-ха. Çавна пула, авă, кирлĕ куçаруçăсене те варяг шучĕпе таçтан çичĕ ютран илсе килеççĕ. | |
Аскольд Де Герсо // 3694.59.9291
2018.08.05 14:56 | |
Акапасар, эпĕ темĕн тавçăрса çитерейместĕп. Чăваш чĕлхине çĕклемелле тенĕ çĕртех çав йышши ыйтăва тепĕр тĕрлĕ лартсан пачах урăхла хуравлатăн. Е кирлĕ сана чăваш чĕлхи е çук, пустуя çаптарса ларатăн. Акăлчанла пĕлекен чăваш сахал çеç мар, ют патшалăхра та пирĕн таврашсем тăрăшаççĕ. Ку улталани пулать. | |
Agabazar // 3018.91.4109
2018.08.05 15:01 | |
Ачам, чăваш чĕлхине акăлчан чĕлхи мар, вырăс чĕлхи пурнăçран хĕссе-хăваласа пырать. | |
Аскольд Де Герсо // 2187.05.1383
2018.08.05 20:25 | |
Кашни путене хăйĕн шурлăхне мухтать темеççĕ-и? Вырăсĕсем хăйсем кăшкăраççĕ чĕлхене хĕстереççĕ тесе. Кай та ăнлан. Эпĕ хам çинче пĕртте туймастăп нихăш енчен те хĕстернине, çав-çавах çыратăп чăвашла та, вырăсла та. Вулакансем те пур. Тепĕр хут та калатăп: Павлăра иртекен "Гений чувашской поэзии" конкурса çу вĕçне хăварчĕç, хутшăнакансем çук тесе. Ман шутпа çакă пĕртте тĕрĕс мар. Енчен те конкурс çав кун вĕçленет тесен, çапла пулмалла та, чĕннисем килмесен, мĕншĕн тилмĕрсе çÿремелле? Тата çитменне: çакăн пек шухăш та çуралчĕ - конкурс вĕçленмесĕрех çĕтет, хутшăнакансем çук тесе. Пуррисене асăнмаççĕ те, Павлă район хаçачĕ маншăн хупă, эпĕ вĕсен шучĕпе неформат çыратăп. Анчах та эпĕ çырнă йышши статьясем пурте иртеççĕ ыттисен, мĕншĕн тесен вĕсем хурламаççĕ, çука та пур туса çыраççĕ. Ак çапла вăл тĕрĕслĕх | |
Agabazar // 1176.43.2928
2018.08.05 23:29 | |
Аскольд, эс хăвăр йăхăртан пĕр-пĕччен тăрса юлнă "тунката-и" е, çапах та, тăвансем пур? Аппу, пиччÿ, шăллу, йăмăку? Кукка тавраш пур-и? Йăхсем текеннисем тата?
Çавсенчен чăвашла калаçма пултараканнмисем — миçен? Чăвашла вулама-çырма пĕлекеннисем миçен? Кам валли çыран? Павлă районĕнчи Усăллăра, Тăмпарлăра, Туйраллăра сан "шедеврусене" вулама пултаракансем миçен юлнă? | |
Аскольд Де Герсо // 9212.0.9712
2018.08.05 23:46 | |
Усăллă, Туйраллă ялĕнче халлĕхе аванах пур, Путапра вара чăннипе те сахал. Акапасар, ăçтан çав тери лайăх пĕлетĕр пирĕн района? | |
Аскольд Де Герсо // 9212.0.9712
2018.08.05 23:51 | |
Эпĕ, тен, тунката пуль, çавах та сирĕн йышши пуш сăмах хыçĕнче пытанса лармастăп. Аскольд Де Герсо районĕпе çеç мар, Тутарстанĕпе паллă!!! Чăваш Енре те пĕлекенсем пур.
Если есть желание переходить на личности. вначале представляться надо, как того и требует этикет, а не вести себя подобно ночному злодею, скрываясь под пустой, ничего не значащей маской!!! Аскольд Де Герсо Честь имею | |
Аскольд Де Герсо // 2708.14.4612
2018.08.06 06:53 | |
Тата хăçан пирĕн пултаруллă çынсене асăрхани пур? Малтан таçта айккинче паллă пулаççĕ, унтан тăван тăрăхра та хыпăнса: ара, ку вĕт пирĕн ялсем, имĕш.
Тата та асăрхаттаратăп: енчен те эсир хăвăра ăсчах тесе палăртатăр, мĕншĕн-ха вăтанатăр чăн ятăрсене çырма? Е хăвăра Ленин йышши шутлатăр? Тĕрĕсне, чăнлăха калакан çыннăн питлĕх хыçĕнче пытанмалли çук. Кун пирки манăн "МАСКА,Я ТЕБЯ ЗНАЮ?" СТАТЬЯ ПУР КУНТИ ДНЕВНИКРЕ. | |
Agabazar // 1753.69.7589
2018.08.06 19:24 | |
Санăн Ванюк куккун ачисем хăш чĕлхепе калаçаççĕ? Наçтук йăмăкун ачисем — хăш чĕлхепе? |