Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Не говори всегда что знаешь, но знай всегда что говоришь.
(Клавдий)
 

Юрий Яковлев: Тен, чӑваша сӑвар(сувар) ятпа мар – Василий Петрович Тяпкин ятпа улӑштармалла?..

Юрий Яковлев31.10.2018 09:438559 просмотров

Тяпкинла калаҫури «чӑваш чӗлхи пӗтнинчен, чӑваш халӑхӗ пӗтнинчен трагеди тумастпӑр, караул кӑшкӑрмастпӑр» теекен дискурс («Чӑваш халӑх сайчӗ». 21.09.2018.) ҫынсене калаҫтарчӗ, ҫынсемпе калаҫтарчӗ… Калаҫнӑ ҫемӗн, шухӑшланӑ ҫемӗн эп анӑраса та анӑраса пытӑм: «Камсем эпир?..» Чунпа хама ҫывӑх ҫынсемех мана: «Мӗн тӑван-ха ӗнтӗ, ним те тума ҫук. Ку вӑл естествеллӑ процесс», – тесен эп тӳнсе кайманни кӑна. Хыт чӗреллӗхе, чул чӗреллӗхе епле ӑнланмалла/ӑнлантармалла?..Тяпкин чирӗ пур чӑваша та ернӗ-ши?.. Е Тяпкин чирӗ чир те мар? Тен, эпир ҫуралассах Тяпкин пулса ҫуралнӑ?.. Пӗр вӑхӑт Владимир Геннадьевич чӑваш халӑх ятне улӑштарассишӗн ӑшталанса ҫӳретчӗ…

– Халӑх ятне улӑштариччен, тен, сан малтан хӑвӑн хушаматна улӑштармалла? – тенӗччӗ эп ӑна, «А подать сюда Ляпкина-Тяпкина!» каларӑша асра тытса. 20-30 ҫул каялла «Тяпкин тата чӑваш халӑхӗ» темӑра таҫта мура е Пысӑк стиль (пӑсӑк стиль?) патне илсе каякан тымарсем пуррине эп шутлама та пултарайман.

«Мулкач калать тет: – Эп шуралтӑм та – пӗтӗм тӗнче шуралчӗ». Юрий Скворцов кун кӗнекинчи мулкач мар эпир, паллах. Анчах та чӑваш наци политики сцени ҫине В.Г. Тяпкин шавлӑ тухнинче хушма пӗлтерӗшсем те пурах. («Шумим, братец, шумим», - тенисӗр пуҫне.). Тяпкина эп чӑваш хутлӑхӗнче хуҫаланакан/пуҫ пулса тӑракан пысӑк стилӗн палли/палӑрӑмӗ пек куратӑп. («Кам вара вӑл Тяпкин?..» – терӗ Н.Е. Лукианов тутине пӑрса, эп ӑна хамӑн шухӑшсемпе паллаштарсан. Николай Егоровичпа пач килӗшместӗп: Тяпкин – чӑваш политика сцени ҫинче пыракан спектаклӗн тӗп ролӗсенче.). Паянхи чӑваш ячӗн корреляцийӗ те, коннотацийӗ те тяпкинла стиль тӗлӗшпе пырать. 19 ӗмӗрте чӑвашсене «Василь Иванч» тесе чӗннӗ пулсан, 21 ӗмӗрте эпир «Василий Петрович» ята тивӗҫрӗмӗр. «Василий Петрович» ҫумне «Тяпкин» хушса хурсан истори чӑнлӑхӗ тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс пулассӑн туйӑнать. Енчен те эпир, ПАЯНХИ ЧӐВАШСЕМ, пурсӑмӑр та тӑван халӑх, тӑван чӗлхе пӗтнинчен трагеди тумастпӑр пулсан, енчен те эпир Тяпкин пулса ҫуралнӑ пулсан, тен, чӑваша сӑвар/сувар ятпа мар – Василий Петрович Тяпкин ятпа улӑштармалла?.. Тен, вӑхӑт ҫитнӗ?..

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2018.10.31 11:01
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...ПĂЛХАРСЕМ эпир Чăвашсем... "Сувар" ята пире нумайтарах чухне тутарсем тĕксе параççĕ, Пăлхар ята вăрлас тесе... Вырăк (суварсен пĕчĕк пайĕпе) ислама кĕрес мар тесе уйралнă чухне те, унпа пĕрле нумайтарах эсегель тата ытти темиçе ăрат/йăхсенчи çынсем кайнă.., пурте вĕсем патшалах ячĕпе - Пăлхарсем...
Базиль Кириллов // 2015.0.1810
2018.10.31 11:56
Тимӗртен тяпка тӑваҫҫӗ,
Хурҫӑран таптаҫҫӗ хӗҫ.
Agabazar // 6370.6.7018
2018.10.31 12:49
Agabazar
Тяпкин тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕрен калаçнă. Унăн сăмахĕсене тĕпе хурам пекки туса çавăн тавра тавлашкалани — кулăшла. Ку вăл Валери Туркайăн Крым хыççăнхи хăпартланăвĕ тĕлĕшпе сăмах сăвăрнипе пĕрех! (Чăн та, юлашки ыйту тĕлĕшпе пурпĕрех ирĕклĕн калаçма май çук, мĕншĕн тесен Пуçиле Кодексĕ чарать).
Микула // 9259.3.8429
2018.10.31 18:59
Тимĕре сăнаса , "ăнланни" паян пире ăна тиркенинчен маларах кирлĕ. Юлташĕсем улшăннă ,вăл та улшăннă. Кĕскен каласан "бизнес" малта . Шель пулин те ,сăнанă тăрах калатăп, пирĕн чăвашлăхшăн тахçан "кĕрешнисем","кĕрешÿрен" бизнес тума тытаннă. Юрă -ташă ,национальный костюм, атрибутикă,кĕнеке кăларасси,паломничество унталла-кунталла тата ытти те- пĕчĕк бизнес-проектсем. Ача сачĕсене тăван чĕльхепе ÿстермелли тени пачах тухăçлă мар ,çавăнпа та ЭТНКОММЕРСАНТСЕМ ун пирки сăмах пуçламаççĕ. Услам унта çук. Чăваш халăхĕн прависене хÿтелесе паян каръера тăваймастăн,паян сăмахпа халăх майлă пулса ,чăннипе ăна сутса "пысăк" çын пулма меллĕрех.
Agabazar // 3488.90.2686
2018.10.31 20:37
Agabazar
Ту, ту, ту, ту ача сачӗсене! Яра пар! Урса кайса ту! Ача сачӗ хыҫӑн ача сачӗ ӑстала! Унтан татах тепре! Вуннӑ, ҫирӗм, ҫирӗм пиллӗк, хӗрӗх, аллӑ, ҫӗр, икҫӗр....! Пинӗ-пинӗпе туса хур хайхи ача сачӗсене!... (music) (music) (music) (music) (music)

......................................................................................

Ту, ту, ту, ту ача сачӗсене!
вова // 1328.72.8776
2018.10.31 21:43
У Крылова басенника есть замечательные строки: "А, вы, друзья, как не садитесь, все в музыканты не годитесь!" Что вы все время хороните меня чуваша и мой чувашский язык? Не с нас с вами все начиналось, и не с нами все это закончится! А, вот с каждого из нас, когда-нибудь, спросится: Что ты, конкретно ты, сделал, чтобы жил и развивался твой народ и твой родной язык!
Базиль Кириллов // 3126.54.5767
2018.10.31 21:58
Каҫарӑр, юлташсем. Йӗпреҫре эпир ҫывӑрса ҫӳретпӗр: "Хурҫӑран туптаҫҫӗ хӗҫ", - тесшӗн пулнӑ. Ват пуҫ ӗнтӗ.
Базиль Кириллов // 3126.54.5767
2018.10.31 21:59
Вова - демагог. Точно!
Agabazar // 3488.90.2686
2018.10.31 23:55
Agabazar
Вова хăта, чăвашла калаç. Кунта Путин çук.

Страницăсем: 1, [2]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики