Agabazar // 6344-5785
2019.04.05 21:35 | |
ТУРКАЙ // 3595.28.0701
2019.04.06 06:15 | |
Лайӑх, тӗрӗс статья, Валерий Алексин!
Пӗтӗмпех тӗрӗс! Тахҫанах КУН ПЕККИНЕ вуламан... Николай Сорокин питӗ, ҫине тӑрса, сӗннӗччӗ мана ҫак хайлавне чӑвашла куҫарма, анчах та эпӗ килӗшмерӗм, "Аттемӗр Атӑлӑн" 2-мӗш томне (е 3-мӗшне) куҫарса патӑм пулин те. "Хыпар" ҪАКНА пичетлеме килӗшменни эпир паян ХАҪАТСӐР тӑрса юлнине пӗлтерет. Тата МӖН курӑпӑр? | |
Алексин // 2997.4.7774
2019.04.06 07:07 | |
Никифор Мранька пирки вула Акапасар: Н. Григорьев "Ӗмӗр сакки сарлаках пулчӗ" ("книга остается с нами", Ш.,2010, 104 стр.). | |
Agabazar // 5363.9.7570
2019.04.06 08:43 | |
Тӗлӗнтерен эс, Акапасар. Туркай "Хыпара" ертсе пырса пурсӑмӑра та усӑ пачӗ тетӗн. Пӗлсех калаҫатӑн-и?Туркай тунтикун, ытларикун, юнкун, кĕçнерникун тенисене пĕрле çырас традицие тавăрчĕ. Ним те тумасан та, пĕр çавăншăн çеç ун ячĕпе мăнаçлă палăк лартма пулать. "Хыпар" нуши - Демьян шайӗнчи ертӳҫӗ ҫукки. Леонтьева илсе пӑхӑр-ха. Мӗн кӑна хӑтланмарӗ."Демьян" совет тапхăрĕнче ĕçленĕ. Паянхи кун вăл вăхăта тавăраймастăн. Леонтьев "Хыпара" 20-30 çул хушши ертсе пынă. Çав тапхăрта тем те пулнă. Мăйран пĕр-пĕр ярлык çакса янипех хаклаймастăн кунашкал ĕç-хĕле. Сăмахран, унта Илле Иванова кутран тапса кăларса пăрахни те курăнса тăрать. Тата ытти нумай-нумай япала. Николай Сорокин питӗ, ҫине тӑрса, сӗннӗччӗ мана ҫак хайлавне чӑвашла куҫарма, анчах та эпӗ килӗшмерӗм, "Аттемӗр Атӑлӑн" 2-мӗш томне (е 3-мӗшне) куҫарса патӑм пулин те.Эй, тĕнче! Вара тĕнчере çакнашкал япала та пулать-и? Калапăр, Андриян Николаев та хăйĕн хайлавĕсене ятарлă çынсем пулăшнипе çырнă (çавсенчен пĕри — Валерий Юрьевич Михайлов, Каçалти хаçатăн редакторĕ пулнăскер). анчах та çакна вăл нихçан та пытарман, уççăн каланă. Пулашавçисем те пытарман. Кунта вара мĕн пулса тухать? | |
Agabazar // 5363.9.7570
2019.04.06 10:04 | |
Валерий Владимирович Туркай,
ку кĕнекене чăвашла "Тăлăх арăм минтерĕ" ят панă-ха та, вырăсла ячĕ мĕнлеччĕ? Жанрне "савнисен романĕ" тенĕ. Вырăслинче епле? Хветĕр Уяр каланисем аса килеççĕ. Пирĕн вырăс чĕлхине чăваш чĕлхинчен лайăхрах пĕлекен авторсем пур та, апла пулин те çавсем чăвашла кĕнекесем кăларассишен тĕрмешсе çÿреççĕ, тетчĕ. Ара, вырăслăх тĕнчинче унта конкуренци пысăкрах, апла-капла пырса перĕнейместĕн! Çав вăхăтрах чăвашла пĕр-ик кĕнеке пекки кăларатăн та эсĕ сасартăк "гений" тата "чĕрĕ классик" пулса тăма пултаратăн! Тухчăр-ха вĕсем, чăвашла кĕнекесем, уншăн савăнмалла çеç. Чăвашăн ытлашши кĕнеке çук, пулма та пултараймасть. Анчах та мыскаралла лару-тарăва кĕрсе ÿкес марччĕ. | |
ТУРКАЙ // 3595.28.0701
2019.04.07 03:27 | |
Сорокинӑн черетлӗ "романӗн" (унӑн"Аттеҫӗм Атеҫӗм" чӑнах та РОМАН!), вырӑсла ячӗ - "Вдовья подушка", Вырӑссен ҫавӑн пек
сӑмах ҫаврӑнӑшӗ-сӑнар пур. Н.Сорокин - пысӑк талант. Унӑн инкекӗ - чӑвашла йӗркеллӗ вӗренсе ӳсменни. Тата Сталина ПАТАЛОГИ ШАЙӖНЧЕ курайманни. Эп ӑна кун пирки каланӑ. "Чӑваш халӑх писателӗ" ят пики те каланӑ. Усси ҫук. Эп те кутӑн та, вӑл тата кутӑнрах! | |
Базиль Кириллов // 2997.4.7774
2019.04.07 14:21 | |
Мана ҫакӑ тӗлӗнтерет: "Хыпара" юхӑнтаракан Леонтьев ма шарламасть? | |
Agabazar // 7487.5.0727
2019.04.07 17:00 | |
Леонтьевăн мĕншĕн "шарламалла"?
Вăл санпа ун пек контракт туман вĕт. Унӑн инкекӗ - чӑвашла йӗркеллӗ вӗренсе ӳсменни.Ун пекки Николай Сорокин кăна мар. Ун пеккисем татах та пур. Çав тери нумайăн. Сăмахран, Атнер Хусанкай та вăтам шкула вырăс программипе пĕтернĕ. Аслă шкулта та чăваш чĕлхине вĕрентмен ăна. Тата Сталина ПАТАЛОГИ ШАЙӖНЧЕ курайманни.Мдда... Ку чăнах та начар япала вара. Сталин юлташ, нумайăшĕ илтнĕ пуль ĕнтĕ, чăвашсене Вашингтон евĕрлĕ тĕп хула туса пама шантарнă. Тата кăштах пурăннă пулсан, туса паратчех пулĕ. "Чӑваш халӑх писателӗ" ят пи[р]ки те каланӑ.Чăвашла çырма-вулама пултарайман çынна унашкал ят пани — кулăшла. Николай Сорокин хăйĕн пурнăçĕнче пĕр-пĕр чăвашла кĕнекене оригинал чĕлхипе вуласа курнă-ши? Чăвашла çырас ăсталăха унăн çавăнтан пуçламалла. Пайăррăн илсен, мĕнрен пуçлама пулать? Ак çак кĕнекесенчен пуçлама сĕнетĕп: 1)Юрий Скворцов. "Вăлтари рак". 2)Куçма Чулкаç. "Лапшу Çтаппанĕ" Пурăна киле вара вăл Степан Асланăн "Ахрат" тетралогийĕ патне е леш хайхи "Ĕмĕр сакки сарлака" сериал-роман патне те çывхарма пултарĕ. Тĕрĕссипе вара чăваш литературинче вуламалли япаласем пайтах! Кусене тĕслĕх вырăнне çеç каларăм. | |
Алибасов // 2719.04.3387
2019.04.07 18:40 | |
Леонтьев кун пек тавлашуран юлмасть. Ас тӑватӑр-и, мӗнлерех тӑвӑл ҫӗкленӗччӗ "Хыпар" ачисем нумаях пулмасть? Л-в хӑйне мухтаса сахал мар "витӗмлӗ" сӑмах каланӑччӗ ун чух.
Демьян пирки асӑнсанах хальхи пушӑ ертӳҫӗ пирки аса илетӗн, ӑна редактор теме чӗлхе ҫаврӑнмасть, чӗтре-чӗтре аван йӗркесене иртсе ларакана редактор тесе епле калӑн? | |
Zhendoso // 2291.81.1801
2019.04.08 07:43 | |
Этот комментарий удален. Причина: комментари йӗркине пӑхӑнмасть |
Юрĕ. Çак япалана тепĕр енчен пăхар.
Николай Сорокин шкулта вырăс программипе вĕреннĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен, каларамăр ĕнтĕ, вăл Тутарстанти Аслă Ăнăран.
Шкул пĕтерсен — Хусанти университета кайнă. Унта каллех чăваш чĕлхи пулман. Çапла вара вăл чăвашла вулама-çырма "Сувар" хаçат редекторĕ пулса тăрсан çеç вĕренсе çитнĕ пек туйăнать.
Ачсемĕр, хăвăра ун вырăнне тăратса пăхса, ăна ăнланас пулать. Ман шутпа, тепрер пилĕк çултан чăвашла çырма аванах вĕренсе çитме пултарать.