Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Самое ценное в жизни и в стихах - то, что сорвалось.
(М. Цветаева)
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741767 просмотров

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Алексин // 3422.28.0861
2019.07.10 13:58
Н.М. Сорокин Тутарстранран ман пата ҫыру янӑ: "Валерик чунӑм! - тенӗ унта. - Турра хирӗҫ сӗре ан тӑрӑш. Эпӗ Хусанта чиркӳ уҫнине ас тӑв. Ӳкӗнмелле ан пултӑр. Кӗскен: ҫур литр манран, ҫыртмалли санран. Скоро пыратӑп. Салампа Николай Михайлович".
Чи малтанах арҫын патне "чунӑм" тесе ҫырни шута ячӗ, тивӗҫлӗ мар ҫакна! Ей-бох та! Ахӑртнех урӑх Валерик патне ярасшӑн пулнӑ.
Вӑл-ку тарама. Ҫырӑва шӳтлесе-йӗплесе ҫырни сисӗнет, аҫа ҫаптарассипе хӑратни те шӳт анчах. Хӑйне Турӑ вырӑнне лартса асӑрхаттарни пушшех те.
Пĕр хĕрарăм // 2139.95.2798
2019.07.10 15:10
Вăт параç чăваш çыравçисем!
Agabazar // 3186.72.2089
2019.07.10 18:20
Agabazar
Хусанта чăваш епархийĕ туса хунă-им? Эльхерейĕсем камсем?
2019.07.10 19:38
Малай, хăвна пултарулăх енчен Турă катăк хăварнă пулсан çыннăне çеç хуратма юлать. Ку енчен пултаруллă кунта, анчах та пĕр çыравçă та сайта кĕрсе çырмасть. Алексин йышшисем йыт кĕртне шăмă ывăиса панăн акă кăларса хучĕ Сорокинăн кĕнекине, тулашаççĕ йытăсем
Алексин // 4006.53.2133
2019.07.10 20:59
Аскольд, эс пӑравусра лармасӑн-и, сан унта питӗ чӗтрет, эс пӗр шухӑш та йӗркеллӗн ҫавӑрса калаймастӑн. Е 220 грам ҫапла калаҫтарать?
Agabazar // 9189.0.4521
2019.07.11 05:54
Agabazar
Тÿре-шара традицилле мар ориентацисене пропогандалакансемпе кĕрешме хушать.
Валери Туркай // 4946.9.3698
2019.07.11 07:14
"Иван Петров" текенскере:
Хӑналарӗҫ, паллах, Аксура Туркая, тӑванӑм! Ышшо как хӑналарӗҫ! Сӑмах та пачӗҫ!..
САНА ма чӗнмен унта? САНА ма сӑмах паман? САНА ма хӑналаман?
Купташкупа шутласа пӑх...
Аксуран питӗ савӑнса таврӑннӑ, халӗ те савӑнакан Валери Туркай.
8-927-855-54-80
Сӗнӳ: "иккӗленмест" сӑмаха тӗрӗс ҫырма вӗрен!
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.11 09:53
Солженицын пирки хăй вӑхӑтӗнчеçĕршыв тавлашнӑ: что он написал - не читали, но возмущены. Пирӗн те ҫапларах пулса тухать мар-и? Кам вуланӑ сиртен Сорокин романне? Накам та! Турхан куҫарнӑ, анчах вуламан. Эппин сирӗн статья авторӗпе килӗшмех тивет. Хӑвӑра шӑмӑшӑн харкашакан йытӑ пек ан туйӑр.
2019.07.11 11:09
Алексин, эпĕ пĕр стакан шапплаттарса хунă-тăк, мĕншĕн-ха эсĕ ÿсĕрĕн сăмахĕсемпе усă куран? Е урă пуçăпа ăс çитеймест-и? Хăв мĕскер çырни пур, çыннăн романĕпе чăркăшса лармасан? Сан йышши кунта Акапасар та пур, вот и текенни те, чылайăн эсир кунта пуш сăмах çаптаракансем, супăнь сутакансем
Agabazar // 1204.4.8022
2019.07.11 13:02
Agabazar
Аксури уява чĕнмесĕрех кайма пулать. Унта пынисенчен пысăкран та пысăк пайĕ — чĕнмесĕр пынисем.

Чĕнмесĕрех пыма никама та чарман.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики