Аскольд Де Герсо // 3122.48.9126
2019.06.20 09:12 | |
Хисеплĕ Плотников! Тĕслĕх мар, татулăх, туслăх пирвай кирлĕ халăх хушшинче. Сайи çинче ларакансем те пĕр-пĕрне путарма тăрăшса, тăрăхласа лараççĕ. Ку чухне пин тĕслĕх те пулăшас çук. Хăшĕ пур сайт çинче чăнласа чăваш чĕлхишĕн тăрăшакан? Убасси? "Нарспи" поэмăна йĕркен шĕкĕлчесе йăнăшсем,çука шыраса лараканскер. Мĕншĕн Гамлета, Фауста унашкал шĕкĕлчемеççĕ? Мĕншĕн тесен хăйсем авторсем çырма пултараççĕ, кунта вара иртнине пăхса чавса таран çанăсене тавăрса чаваланаççĕ, авалтанах каланă: иртнине пăхăтăн - шлепкÿне сыр, малалла пăхатăн - çанусене тавăр. Анчах та чăвашсем сайт çинче пĕтĕмпе кутăнла туса пыраççĕ, çавăнпа та Пăлхар вĕçертрĕç те алăран. Хăть мĕнле халĕ кăшкăр Кăврат е ытти патшасем çинчен, пĕтĕм тĕнчипе Пăлхар тутарсемпе тачă çыхăннă. Тутарсем чĕлхе пирки те аван ĕçлеççĕ, туслă. Туслăх пĕрремĕш вырăнта пулма тивĕç, вара пурте пулать. Тата ман шутпа енчен те сайт хăйне наукăпа çыхăннă тесе йышăнсан, тĕрлĕ Акапасар, Сÿрепасар никсем пулмалла мар, енчен те хăйне этем этем тесе йышăнать, ячĕсене çырмалла. Халĕ вара хÿме хыçĕнчен ларнă евĕр лараççĕ сайт çинче | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.06.20 12:35 | |
Виноградова эп мӗншӗн тӗслӗхе лартни пирки ӑнланмалла ӗнтӗ: парӑнманнишӗн. Орфографи правилисене хатӗрленишӗн мар. Шӑп та лӑп парӑнманнишӗн. | |
Базиль Кириллов // 4227.95.5826
2019.06.20 15:47 | |
Кутӑнланнипе парӑнманнине пӑтратма кирлез-ши? | |
Agabazar // 2455.48.9579
2019.06.20 19:39 | |
Виноградовра мĕн "парăнманлăхĕ" пур унта?
Иван Андреев пуçарăвĕпе тунă япаласене пропогандăлать — çавă кăна. "Парăнас" пулсан ун мĕн тумалла-ши? Икĕ аллине çÿлелле тăратса "стаюçç!!!" темелле-ши? А кама пит кирлĕ вăл апла хăтланни??? Виноградов вăл хальхи вăхăтра нимле пысăк наччальник те мар. Вăл — пирĕн пек ахаль çынах. Вăл парăнни-парăнманнинче нимле пĕлтерĕш те çук. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.06.21 12:28 | |
«Кутӑнланни» пулсан та ҫавах та ман шутпа чӑваш чӗлхине хӳӗленӗ чухне тӗслӗх илме тивӗҫлӗ япала. //ҫавах та ун ӗҫне сӑнанӑ май эп унра ытларах парӑнманлӑха куратӑп. Эпир вӗт-ха ытларах чухне, «эх, пулмарӗ» тесе ал сулатпӑр та ӗҫӗ пӗтрӗ. Вӑл вара апла мар.
Леонид Андреев-Лесника та ҫав шаях лартас килет. Парӑнмасть ҫын. Кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларать, ҫыру хыҫҫӑн ҫыру ҫырать. | |
Базиль Кириллов // 4227.95.5826
2019.06.21 14:53 | |
Тӗрӗссипе каласан, ӑна филолог тесе калама та йывӑр: ҫур ҫӗр, пуҫ хӗрлӗ, утмӑл турат, тем те пӗр тата ытти сӑмахсене капла ҫырма темле шӑнса хытнӑ пуҫ кирлӗ. Темле ӳкӗтлесен те вӑл хӑйӗннех перет. Хӑшӗсен шухӑшӗпе, ҫакӑ ӗнтӗ паттӑрлӑх. | |
Agabazar // 6712.8.1399
2019.06.21 16:29 | |
Виноградов мĕн каланипе ним те улшăнмасть.
Хуть те мĕн каласан та — халь ĕнтĕ пурпĕрех. Ак, калăпăр, Акапасар: <<Сывă пултăр Путин, мухтав Путина!>> — теме пултарĕ. Вара — мĕн улшăнать? Акапасар мар кунашкал япаласене сĕтĕрме пултараяканни. Çавăн пекех халь тин Виноградов та нимĕн улăштарма пултараймасть. Пушали кăшкăртăр! | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.06.21 19:18 | |
«Виноградов мĕн каланипе ним те улшăнмасть.»
Шел те апла мар ҫав. Орфографи словарьне вӑл хатӗрлет. Кун ячӗсене тата «вунпӗр», «вуниккӗ»-сене орфографи айкомиссийӗ пӗрле ҫырма йышӑнчӗ пулсан та халӗ те ҫак словарьте вӗсене уйрӑм ҫыртарасшӑн тет. Парӑнасшӑн мар. :( Ҫавах кӗҫех орфографи словарьне ҫирӗплетӗҫ пулас — курӑпӑр мӗн йышӑннине... | |
Agabazar // 3706.30.5859
2019.06.21 21:13 | |
Виноградов Айкомисси мĕн каланисене хăлхана чикме пĕтĕм халăх умĕнче сăмах панă. | |
Малай // 2812.20.0669
2019.06.22 10:58 | |
Ăслă çын иккĕленет, тăнкăри яланах хăйне тĕрĕс тесе шутлать, пуçсăр ашак пек кутăнлашать.Вино Градовпа Петр Яккусене, Леонтьевсене мĕн чухлĕ ăслă, авторитетлă, чĕлхене Вино Градовсенчен çĕр лайăхрах чухлакансем (Станьял,
Юрий Артемьев, Денис Гордеев, ыттисем) çĕнĕ орфографин киревсēрлĕхĕ пирки ĕнентерме тăрăшса пăхрĕç - пулмарĕ.Вино Градов эшкерĕ шухăшласа пăхас та темерĕ.Неуштă хăвна çапла пуринчен ăслăрах теме пулать? |