Agabazar // 2405.41.8395
2019.12.17 21:06 | |
Валери Туркай // 4175.42.3625
2019.12.18 05:05 | |
Аван мар лару-тӑру, Акапасар, питӗ аван мар!
Пӗтӗмпех Филиппова текенскерпе Кибеч туса хучӗҫ. Никама та итлемеҫҫӗ, никама та шута хумаҫҫӗ. Культура министерстви те ним те мар ҫак икӗ пуҫтахшӑн. Министерство та халран кайса ҫитнӗ вӗсемпе. Ю.М. Артемьев профессор ӗнер мана телефонпа "Юрать правлени членне суйланмарӑм, намӑс кураттӑм" терӗ. Ытти-хыттисӗр пуҫне, Филиппова "Тӑван Атӑл" шайне антармаллипех антарса лартрӗ. Ун, супер-купер председателӗн, вӑхӑчӗ ҫук журналпа аппаланма!.. Хӑҫанччен тӑсӑлать КУ МЫСКАРА?! Валери Туркай | |
Атнер // 1491.06.4912
2019.12.18 06:26 | |
Паянхи кун миҫе союз вара?.Ирттерчӗр кашни хӑйӗн юпилейне. | |
Agabazar // 4210.34.3729
2019.12.18 09:35 | |
Чăннипе каласан, кунашкал япаласем пирĕн пурнăçра пайтах пулнă.
Астăватăр-и, Николай Васильевич Никольский ятне çĕклесе яма тытăнтăмăр? Сасартăк формула çуралчĕ: Н.В.Никольский чăвашран тухнă «пĕрремĕш профессор» иккен! Эх, пуçларĕç, эх, пуçларĕç çакна çавăрттарма! Пĕрремĕш профессор! Пĕрремĕш профессор! Пĕрремĕш профессор! Пĕрремĕш профессор! Пĕрремĕш профессор! ........ А мĕн каппайланмалли пур ку япалапа? Профессор-тăк профессор пултăр, вара мĕн?... Тĕрĕслĕхĕ вара татах та кулăшларах: Чăвашран тухнă прахвиссăрсем маларах та пулнă. Вĕсенчен пĕри, Виктор Петрович Вишневский (24.11.1804, Сăкăт ялĕ, Етĕрне уесĕ (халĕ Вăрнар р-нĕ) – 30.12.1885, Хусан) — 1828-мĕш çултах философи прахвиссăрĕ пулса тăнă | |
Варык // 1726.84.3785
2019.12.18 11:42 | |
А кам чӑвашӑн пӗрремӗш тракторисчӗ?.Пӗлместӗн ҫакна та,Акапасар. Хӗлип Лиди вара писаччӗлсенчен кулмаллипех кулать пулас. | |
Agabazar // 4210.34.3729
2019.12.18 12:21 | |
Тата тепĕр тĕслĕх.
Акă эпир Иван Яккăльччă Яковлева çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ тетпĕр. Анчах та чылайăшĕ çав çĕнĕ текеннине ячĕшĕн çеç калать, хайхи çуттатуртавçăна чăннипех пуçлавçă вырăнне хурать. Пĕрремĕш букварь пирки калаçать. Хайхи çĕнĕ тенине хушса хунă пулсан та, кам питех асăрхать ăна кулленхи пурнăçра? Курмăш пулаççĕ те — иртсе каяççĕ. Чăн та чи тăнлисем Николай Золотницкий букварĕ тата вăл ăсталанă çырулăх пирки илткеленĕ ĕнтĕ. Вăл Ӳӳ саспллине кĕртнине те пĕлкелеççĕ. Анчах та Николай Золотницкий ăсталнă букварь тата çырулăх та чи пирвайхисем мар. Ку факт тахçан авалхи Атăлçи Пăлхар саманине каймасăр та аван курăнать. Пулнă Талиев букварĕ тата çырулăхĕ, Пулнă Вишневский букварĕ тата çырулăхĕ. Тен, татах та пулнă пуль. Халлĕхе тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе пĕтерейместпĕр кăна. |
Вара 1939-мĕш çулта çеç пĕрлешÿ туса хунă пулать-и?