Саландай // 1941.87.9277
2020.01.13 16:03 | |
Ах тур вайла--кай . кай . кай . Маттур , маттур эс . Туркай ! | |
Agabazar // 1340.64.7924
2020.01.13 16:47 | |
Ку палăк патне çывхарма епле хăраман? Эп хам ниепле те хăяяс çукчĕ. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.01.13 17:15 | |
Ҫук ,Иван мар,пире улталакан !
Паян каллех ҫӗклесшӗн пуҫсене. Этемлӗхрен мала вӑйне хуракансем. Хаяр Иван вӗсемшӗн чун ӑшши ?! Иван вӑл тахҫанхи пӑтраннӑ вӑхӑтран. Пире тинех вӑйпа ҫӗнтереймеҫ. Асӑрханас пулать сутӑннисенчен. Сӑмахсене итле те ан ӗнен ?! Хаяр Иван шантарнӑ та йӑлт маннӑ ! Тытма та шутламан сӑмахсене. ҫав меслетсем мала тухасшӑн. Тытса пӑхмасӑрах ӗненӗр теҫ пире ?! Ӗненнӗ,шаннӑ пулнӑ вӑхӑтра. Маслов полковник ҫырнӑ ун пирки. "Чӑваш Раҫҫейре ют патшалӑх ҫыннипе пӗрех . Чиновниксем те халӑха ним вырӑнне хумаҫҫӗ" Паян чӗлхе те шкулсенче Маслов каланипе пӗрех ? Чиновниксем те пит инҫех кайман ? Ҫавах та шанӑр,сасӑлӑр,юратӑр теҫ пире. Юратмасан Хаяр Иван тустарнине аса илетӗр? | |
Микула // 9259.3.8429
2020.01.13 18:03 | |
Тем тесен те чӑвашсем менталитетпа Европа халӑхӗ. Ирӗклӗх туйӑмӗ яланах пысӑк. Кӗтерни патша теприсемшӗн Великий пулсан та ӗлӗкхи чӑвашсемшӗн -катемпи кӑна. Иван патшапа та чӑвашсен пысӑк пайӗ пӗр сӗтел хушшинче хӑналаннӑ, хӑшӗ-пӗри чӑвашсенчен патша ҫинчи шупӑра та тивӗҫлӗ пулнӑ тесе ҫырнӑ истори докуменчӗсем ҫине. Хансене те ытларах чӗнсе кӑна лартнӑ,килӗшмесен каялла килелле. Паллах Хаяр Иванӑн ҫылӑхӗ халӑх умӗнче тем тесен те пысӑк. Малтан чӑвашсене шантарса ыр пуласси вӑл чеелӗх кӑна пулнӑ. Кайран Чӑваш Ҫӗрӗ ҫинче ҫирӗпленсен тин чӑн сӑнарӗ Иванӑн палӑрнӑ,ҫавӑнпа та каҫару пулмалла мар. Нимӗнле "освобождени" те паллах пулман,пӗр хан вырӑнне тепри кӑна кильнӗ. Пӗри тепринчен лайӑхрах пулнӑ теме ҫук. Хаяр Иванпа пӗрле ирӗклӗх килмен. Малтанрах чӑвашсем Хусан ханствинче "автономи" евӗр пурӑннӑ пулсан Мускав патшалӑхӗнче ун пек ирӗк пулман. Романовсем ларсан малтанхи ирӗксенчен нимӗн те юлман,элитӑна та тӗппипе пӗтернӗ ,тӗнне те вӑйпа улштарнӑ. |