Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Интеллигентом нельзя притвориться.
(Д. С. Лихачев)
 

Юрий Яковлев: Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем

Юрий Яковлев05.02.2020 13:275482 просмотров

Литература тӗпчевҫи, критик, тавра пӗлӳҫӗ, вӗрентекен, Вӗрентекен, наци пурнӑҫне/юхӑмне ушкӑна йркелекен… Виталий Петрович Станьял ӳнере тарӑнран тарӑн курса хаклаканӗ те. Ҫакна юлташӑмӑрӑн куравне уҫнӑ чух (2003, ака, 29) хаклав кӗнекине ҫырнӑ тӗрленчӗк ӗнентерет.Владимир Енилин куравӗ халӗ «Чӑваш енри Халӑхсен туслӑх Ҫуртӗнче» (Хусанкай ур., 20) уҫӑлчӗ.. Эсир ӑна Станьял куҫӗпе/чунӗпе те курма пултаратӑр…

Юрий Яковлев

 

Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем

(Владимир Енилин художник ӑсталӑхӗ пирки)

Тимӗр Енилин – Владимир Пантелеймонович Енилин – Тутарстанри паллӑ чӑваш ялӗ Рункӑ ҫуратса ӳстернӗ талантлӑ та хӑйне евӗрлӗ ӳнерҫӗ. Шӑплӑхпа лӑпкӑлӑх, килӗшӳпе ҫураҫу юрӑҫи вӑл. Рункӑ енчи ҫӗршыв хӑй ҫавӑн пек. Унта аваллӑх упранать, унта чӑвашлӑх сӗврӗлмен-ха. Вӑл ялта йывӑҫ касакан ӑста Сантӑр Пикл пурӑнать, вӑл ялта Тимӗр куккӑшӗ Неҫҫе Енилин аталанса тухнӑ. Тимӗрпе Неҫҫе Енилинсем чӑвашсен шӗкӗр хулине Шупашкара Хырла илемӗпе сас-чӳллӗ шӑплӑхне илсе килчӗҫ.

Вӗсен алӑ ҫемми пӗр евӗрлӗ – пултарулӑх сисӗмӗ пӗр кӑкран тухса пырать иккен…

Тимӗр кӑмӑлӗпе, чунӗпе ҫутӑ та лӑпкӑ ҫын, ҫавӑнпа тӑван тавралӑх йывӑҫӗсене, вӑрманне, ҫырми-ҫатрине, ҫуртне-хуралтине тӗксӗм тӗспе, хӗвел пайӑркисемсӗр ӳкерме юратать. Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем. Унта, вӑрман чӑтлӑхӗнче, ҫырма леш енче асаттесен пӳрчӗ пур пек, хӗрсен вӑйӑ карти те хӗвел аннӑ хыҫҫӑн ҫаврӑнать пек… Аваллӑх шухӑшлавӗн тӗтри хупланӑран ӳкерчӗксем ҫине ҫулсен тусанӗ ларнӑ пек, вӗсене манӑн халь-халь шӑлса пӑрахса тата витӗртерех курас килет… Хальхи хӑватлӑ инҫекуҫсем (телеобьективсемпе камерӑсем) Тимӗр Карсак каланӑ тӑрӑх, чиперех вӗсене кӗнеке валли ӳкерсе илме пултараҫҫӗ-мӗн… Апла пулсан, ҫав вӑрттӑнлӑхлӑ шӑплӑх тӗнчинчен тухмасӑрах Тимӗр Енилин Чӑвашлӑх ӳнерне кӗрсе пырӗ.

Куравра, Хӗлпе ҫур вылянӑ вӑхӑтра, Хунавлӑхран Яшлӑха куҫнӑ вӑхӑта сӑрласа панӑ. Мана Тимӗр Енилинӑн хунав ачасемпе хӗрупраҫ хӗрсем тата инке-пикесен сӑнӗсем ытларах килӗшеҫҫӗ. Ку фойере пайтах сӑнсем (портретсем) пулнӑ: чаплӑ генералсемпе пуҫлӑхсем, сивӗ куҫлӑ улпутсемпе тӳрккес пуянсем черетленсе иртнӗ... Тимӗр Енилин вӗсене ӳкермен. Эпир палламан хӗрупраҫпа ача-пӑча, анчах ҫав курав хыҫҫӑн всем маншӑн та, ытти нумай ҫыншӑн тӑван пек паллӑ пулса юлӗҫ – вӗсенче Пурнӑҫри чӑнлӑхпа асамлӑ ӗмӗт тасалхӗ пур, вӗсенче пӑтӑрмах-хурлӑха сирсе яма пултаракан шалти талпӑну пур. Кашни сӑн-питрех пӗчӗк пӑшӑрхану пурри курӑнать, анчах этем вӗсене шала пытарса хурса Ҫут тӗнче ҫине чакӑр та ӑслӑ куҫсемпе пӑхать. Ҫакӑ ӗнтӗ Пурнӑҫпа Тӗнче илемӗ. Лӑпкӑ, шухӑшлӑ, ӗмӗтлӗ, малашлӑхлӑ Тимӗр Енилин сӑнланӑ ҫынсем.

Ку курав – ҫурхи тӗнче вӑраннӑ вӑхӑт сӑнӗ, Хура кӗрччен вӑхӑт тата тем чухлех-ха. Пӗр яра кунӗ те ахаль ан ирттӗр – сип патӑр та ӗҫ патӑр, вара пуҫланӑ аслӑ ҫул тата пысӑкрах вӑрттӑнлӑхсем патне илсе пырӗ. Ҫулӗ тӗрӗс, хӑйӗн, никамӑн та мар. Праски Витти, Владимир Агеев, Юрий Ювенальев, Клементий Владимиров ку ҫулпа пыраймӗҫ, пымӗҫ те… Хӑвӑн чӑваш аваллӑхӗн лӑпкӑ та шанчӑклӑ ҫулӗпех ҫӳре, Тимӗр! Тимӗр пек ҫирӗп пул – килте те, тӗнчере те!

Виталий Станьял

 

Владимир Енилин ӳкерчӗкӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2917.5.3173
2020.02.10 13:16
Agabazar
Юрий Васильевич Яковлев,
Чăваш наци конгресĕн иккĕмĕш президенчĕ Геннадий Архипов пирки материал кăлартăр кун çутине.
https://chuvash.org/content/5037-Чунне%20уҫса%20калаҫрӗ%20Анат%20Явӑш%20сар%20каччи.html

Анчах та Акапасара каллех шлагбаумпа хупласа хутăр. Шел. Ахалех.

Мĕншĕн тесен Архипов пирки Акапасарсăр пуçне тек никамах та ырă сăмах хушса калас çук пуль паянхи кун.

Эп ăна пит курсах та кайман, пĕлĕшлĕ пулман, апла пулин те вăл мĕнлерех кунçул утса тухнине чухлатăп.

Геннадий Архипов тесенех эп ытти вăхăтсăр вилнĕ кĕрешÿçĕсене аса илетĕп: Ипполит Агаков, Авенир Петровский, Иван Кадкин, Игорь Поручиков, Кирилл Кириллов, Анатолий Смолин, Владимир Карсаков, .... Тата темиçе ят хушма пулать.

Мишерсем «йилер китĕ» мар, «йиллер киттĕ» теççĕ.

Йил — çил, йиллер — çилсем. <<Тĕрĕс>> грамматикăпа «йиллер киттĕ» мар, «йиллер киттелер» темелле пек. Анчах та глагол çуменчи -лер аффикса каламасан та юрать. Ку тĕлĕшпе тутар чĕлхи чăваш чĕлхине çав тери çывăх. Пĕрреллĕ хисепе нумайлă хисеп вырăнне усă курни час-часах пулать. Унта та, кунта та.

Этем, паллах, хырăмне тултарассишĕн çеç мар пурăнать тĕнчере.
В. Степанов // 3006.77.2932
2020.02.17 13:08
"Тимӗр... тӑван тавралӑх йывӑҫӗсене, вӑрманне, ҫырми-ҫатрине, ҫуртне-хуралтине тӗксӗм тӗспе, хӗвел пайӑркисемсӗр ӳкерме юратать" тенипе килӗшес килмест.Кунта илсе кӑтартнӑ фотокартинӑра йывӑҫсем хушшипе янкр кӑвак тупе курӑнать. Ватла киле Юркка Яковлевӑн дальтонизм чире пуҫланнӑ пулас. Е хевел ӑшши ҫитмест Юрккана.
Юрий Яковлев // 2050.50.6206
2020.02.18 10:32
В.В. Степанов цитатӑлакан сӑмахсен авторӗ - В.П. Станьял. Эп мар.
"Разгильдяйский стиль" кӗртрӗ Степанов чӑваш литературине;
пуҫа мӗн килет - яра пар, ик айкки те - тӑвайкки, алран кайса пултӑр!.. ҫапла палӑртма пулать ку стиле. Акапасарсен ашшӗ темелле ӗнтӗ ӑна. Йӗркеллӗ, этем ретлӗ ҫырма вӗренеймерӗ, шел пулин те, Степанов... Вырӑсла та вӑл ҫавӑн пекех тирпейсӗр ҫырать. Ку тарама тейӗпӗр. Кам мӗнле пултарать - ҫапла ҫырать. Бюффон калашле: "Стиль вӑл - ҫын". Анчах эп ӑнланаймастӑп: литература чӗлхипе (ни чӑвашла, ни вырӑсла) тирпейлӗ ҫырма пӗлмен ҫын епле Чӑваш кӗнеке издательствин редактор ҫумне вырнаҫнӑ? Ку пулӑма хутла пӗлмен Игнатьев саманипе ӑнлантармалла-ши ӗнтӗ?.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики